Комментари хушас

2 Юпа, 2014

МАЛТАН ТАСАТМАЛЛА

Минскра пурăнакан халăх сиплевçи Л. Стальмаков фибромиома, миома, киста, мастопати аптратсан çак рецептсемпе усă курма сĕнет.

Сиплев комплекслă пулмалла, малтан организма тасатнинчен пуçламалла. 5 кун кашни ир вĕресе сивĕннĕ 3 литр шыва 1 апат кашăкĕ пан улми уксусĕ ярса клизма лартмалла.

Унтан - сиплев микроклизми. Уйрăммăн тĕрлĕ савăтра тин вĕренĕ çуршар стакан шыва 1 чей кашăкĕ чага, 1 апат кашăкĕ календула е вĕлтрен, 1 апат кашăкĕ эмел курăкĕн чечекĕ ярса сивĕниччен лартмалла. Шĕвексене сăрăхтармалла, пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Пĕтĕмпе 1 стакан шĕвек пултăр. Тасатакан клизмăна вĕçленĕ хыççăн 5 кун микроклизма лартмплла.

5 кунран сиплеве тытăнмалла. Эмел курăкĕсенчен хатĕрленĕ порошока кăшт шывпа сыпса ĕçмелле. Çапла сипленсен вĕсен витĕмĕ вăйлăрах.

Кашни ÿсен-тăран валли уйрăм савăт кирлĕ. Вĕсене номерлесе тухмалла: чага - 1, шĕпĕн курăкĕ /чистотел/ - 2, анăс курăкĕн /девясил/ тымарĕ - 3, улăх кĕпçин /окопник/ тымарĕ - 4, хĕрлĕ пилеш çырли - 5.

Кашнинех типĕлле аш арманĕпе авăртмалла, унтан кофе арманĕпе тата хытăрах вĕтетмелле, ятне палăртнă савăта ямалла.

Усă курас умĕн сĕтел çине номерĕсемпе килĕшÿллĕн лартса тухмалла. 1 чей кашăкĕ чага порошокне шывпа сыпса ĕçмелле. Унтан 1 чей кашăкĕ шĕпĕн курăкĕн порошокне стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шыва ярса пăтратмалла та ĕçмелле. Типĕ порошока хăйне кăна юрамасть, вăл сывлав çулĕсене лекме пултарать.

Халĕ 1 чей кашăкĕ анăс курăкĕн тымарĕнчен хатĕрленĕ порошока кăшт шывра ирĕлтерсе ĕçмелле, ун хыççăн - улăх кĕпçин тымарĕн 1 чей кашăкĕ порошокне стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шывра пăтратса. Унтан пилеш çырлин порошокне шывпа сыпса ĕçмелле.

Шута илме! Асăннă курăксен порошокĕсене палăртнă черете çирĕп пăхăнса тата кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 5 кун ĕçмелле.

Сиплев валли кирлĕ курăксене çĕнĕ уйăхра пухмалла, тымарсене - тулли уйăхра. Сиплеве уйăх катăлнă чухне тытăнсан лайăхрах.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.