Комментари хушас

30 Пуш, 2023

Тантăш 12 (4832) № 30.03.2023

«Пирĕн туслă çыхăну нихăçан та ан татăлтăр татăлтăр»

Çамрăк корреспондентсен слечĕ — «Тантăш» хаçат тусĕсем кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтекен уяв. Кăçал вăл ытти çулхинчен пăртак маларах, пушăн 24-мĕшĕнче, 5-мĕш хут иртрĕ. «Хыпар» Издательство çуртне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 100 ытла ача килсе çитрĕ. Лауреатсемшĕн, конкурс çĕнтерÿçисемпе хастар юнкорсемшĕн, хăнасемшĕн вăл хаваслă кулăпа, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ырă тĕслĕхсемпе асра юлчĕ.

ТУХАТМĂШ КАРЧĂКĔНЧЕН МАЛТАН ШИКЛЕНЧĔÇ

Çак кун тĕлне çанталăк урамра ăшăтса ячĕ. Шăпах пирĕн маттурсене çула тухма аван пулчĕ. Ачасем яланхи пекех мероприяти пуçланиччен чылай маларах пуçтарăнма тытăнчĕç. Йĕпреç округĕнчи Пучинке шкулĕнче вĕренекенсем ялти культура çурчĕн «Ылтăн алă» кружок ертÿçипе Дина Тряковăпа пуринчен малтан, сакăр сехетченех, уява çитрĕç. Хыççăнах — Елчĕк тăрăхĕнчи Кушкăсем. Вĕсем тăватă сехетре тăрсах çула тухнă. Республикăри чылай шкулта çуркуннехи каникул пулнăран-и — кăçал слета тата та ытларах ача килчĕ. «Тантăша» шкул ачисем чунтан юратни çакăнтан та палăрать. Çырас ăсталăха аталантарма пулăшакан пичет кăларăмне ачасем малти вырăна хуни хамăра та савăнтарать. Хăнасене юмахри сăнарсем — Упа, Машенька, Тухатмăш карчăкĕ, хаваслă Тетте — кĕтсе илчĕç. Кашниех вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнме тăрăшрĕ. Пĕр шăллă Тухатмăш карчăкĕнчен пĕчĕкреххисем малтан шикленчĕç пулсан, кайран хăнăхрĕç, вăл чăннипех те ырă иккенне ăнланса илсе унпа вылярĕç, пĕрле ташларĕç.

ЧИ МАТТУРРИСЕНЕ ЧЫСЛАРĔÇ

Пирĕн уяв яланхи пекех «Асамат тĕнчи» ушкăн (ертÿçи Людмила Кинер) «Тантăш» гимнне шăрантарнипе пуçланчĕ.

Çамрăк корреспондентсен слетне Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов килсе çитрĕ. Михаил Владимирович чи малтан «Хыпар» Издательство çурчĕн çырăнтарупа реклама пайĕн ертÿçине Алина Петровăна тата «Тантăш» хаçат корреспондентне Татьяна Ишмуратовăна Тав хучĕпе чысларĕ.

«Çакăн пек пысăк йышпа пухăнни савăнтарать. Сире курса тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та паян: чи пĕчĕккисенчен пуçласа аслă çултисем таранах килнĕ. Çак слет тăван чĕлхене юратма, аталантарма май парать», — терĕ вăл çамрăк корреспондентсене ăшă кулă парнелесе. Михаил Степанов «Тантăш» хаçатăн тусĕсем хавхалануллă кăмăл-туйăм çуратнине пытармарĕ, пулас журналистсене халăх патне информацие яланах тĕрĕс илсе çитермелли пирки каларĕ. Министр «Тантăш» хаçатăн 2022 çулти лауреачĕсене дипломпа тата парнесемпе чысларĕ. Сумлă ята Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕнчи Ксения Степанова, Шупашкар округĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕнчи Ксения Щербаковăпа Диана Олаева тивĕçрĕç.

Слета Чăваш Республикин ачасен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй — республикăри Хĕрарăмсен союзĕн Председателĕн заместителĕ Алевтина Федорова та хутшăнчĕ. Вăл хастар юнкорсене саламларĕ, пурнăçра яланах тăрăшуллă та ĕçчен пулма сунчĕ. Хăнана килнĕ ачасемпе республикăра кăçал Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнине шута илсе «Мĕн-ши вăл телей?» темăпа калаçу та йĕркелерĕ. «Кăçал эпир ачасем хăйсене тата та телейлĕрех туйччăр тесе ытларах та тăрăшăпăр», — терĕ Алевтина Николаевна. Вăл уява пушă алăпа килмен. «Тантăш» хаçат редакцине малашне те ăнăçу сунса Тав хучĕпе чысларĕ. Савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ! <...>

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   


Наш замечательный амечательный классный

С малых лет я мечтала стать артисткой, потому что видела, как мама поет и танцует, работая в клубе культорганизатором. Хотела стать и поваром-кондитером, видя, как мама делает красивейшие торты и готовит самые вкусные угощения. Но позже я решила стать фотографом. Подруги говорили, что у меня хорошо получается фотографировать. Потом захотела стать продавцом. Я не могла определиться, какую профессию выбрать до тех пор, пока не перешла в 5-й класс…

Все лето 2020 года мы с одноклассниками с нетерпением ждали новостей из школы, чтобы узнать, кто же будет нашим классным руководителем. Но вести не приходили. В глубине души мы очень хотели увидеть в этой роли учителя изобразительного искусства Светлану Васильевну, которая со второго класса раз в неделю вела у нас кружок «Волшебные краски». Только с ней мы не шумели и радовались от души, занимаясь лепкой и рисованием, создавая причудливые фигурки необычными способами.

Настало 1 сентября. Мы собрались в классе и затихли в ожидании. Наконец, в коридоре послышались шаги. Сердце мое бешено застучало. Открылась дверь, и в класс вошли директор школы и наш новый классный руководитель. Какая радость! Ведь это была Светлана Васильевна! Мы тут же вскочили и закричали: «Ура! Ура! Ура!» Нас не могли остановить. Но как только она подошла к нам и поздоровалась, весь класс затих и внимательно стал слушать ее поздравление. Позже узнали, что она будет обучать нас не только изобразительному искусству, но еще русскому языку и литературе. Мы кинулись обнимать ее. Она прослезилась, а потом обняла нас в ответ. <...>

Маша САВЕЛЬЕВА

♦   ♦   


Чăваш фотокорреспонденчĕсен музейĕнче – хăнара

Республикăра тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналне яланах çырăнса илнĕ, вĕсем ирттерекен тĕрлĕ конкурс-викторинăна хамăрăн виçĕ ачана та, шкулти вĕренекенсене те яланах хутшăнтарма тăрăшнă, чылай чухне çĕнтерÿçĕ ятне те тивĕçнĕ. Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Галя Федоровăпа Алексей Зотов «Артекра», Наташа Ишмейкина «Орленокра» пулса курчĕç. Ачасемпе хаçат юбилейĕнче те пулма тÿр килнĕччĕ, унта Петĕр Ялкирпе асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕччĕ.

2014 çулта иртнĕ пĕрремĕш слета шкулти çичĕ вĕренекенпе хутшăннăччĕ. Тăххăрмĕшсемпе сывпуллашнă хыççăн пиллĕкмĕш класра вĕренекенсемпе ĕçлеме пуçларăм, вĕсене тÿрех «Тантăш» хаçатпа паллаштартăм, унпа туслашма сĕнтĕм.

Тивĕçлĕ канура та республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа çыхăну татман. Шкул ачисен заметкисене хаçата ярса паратпăр. Вунă ача çамрăк корреспондентсен кăçалхи слетĕнче хутшăнма тивĕç пулчĕç.

Сергей Журавлев фотокорреспондент йĕркеленĕ музейра пулма тÿр килнĕччĕ хăйĕн вăхăтĕнче. Хальхинче те вĕренекенсене унпа паллаштарма шухăшларăм. Сергей Журавлев ачасене музей историйĕ, тĕрлĕ хаçат-журналта ĕçленĕ фотокорреспондентсем пирки каласа кăтартрĕ. Ачасене кивĕ фотоаппаратсем те кăсăклантарчĕç, вĕсемпе мĕнле усă курни те интереслентерчĕ. <...>

Галина ЗОТОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.