Комментари хушас

22 Раштав, 2022

Чăваш хĕрарăмĕ 50 (1278) № 22.12.2022

Ача-пăча та парне хатĕрлеме тăрăшать

Ятарлă çар операцийĕнче малти ретре тăракансемшĕн буржуйка — питĕ хаклă та кирлĕ япала. Ун умĕнче ăшăнма та, япала типĕтме те, апат хатĕрлеме те пулать вĕт. Пĕчĕк тимĕр кăмака куçарса çÿреме май пуррипе те паха.

Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕсем пĕчĕк, анчах та шанчăклă кăмакана хăйсен меслечĕпе хатĕрленĕ. Сварщик ĕçне хăнăхаканскерсем преподавательсем пулăшнипе çапла майпа практика тухнипе пĕрлех ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли усăллă япала ăсталанă. ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров палăртнă тăрăх, студентсен умне çăмăллăн куçарма пулакан тата нумай хушă ăшă тытакан кăмакасем хатĕрлес тĕллев лартнă. Хальлĕхе çамрăксем кунашкал 14 буржуйка янтăланă. Волонтерсен центрĕ урлă вĕсене ятарлă çар операцийĕн малти ретне çитерме палăртнă. Кăмакапа пĕрлех çамрăксем ăшă сăмахсем те ăсатĕç. Сăмах май, салтаксем патне кирек кам та çыру ăсатма пултарать. Çак тĕллевпех Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе çыхăну тытма пĕрлехи адрес йĕркеленĕ. Çар çыннисем, çар ретне мобилизаци йĕркипе тăнисем, ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансем патне саламсене çак адреспа: 103400, Москва-400, войсковая часть — ХХХХХ /войсковая часть — полевая почта ХХХХХ/ — ямалла. Граждансем службăра тăракан çар чаçне икссемпе палăртнă. Ăшă та ырă сăмахсем вăй-хал хушаççех. Çакна шута илсех республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан ача-пăча та ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хăйсен вăйĕ çитнĕ таран парне хатĕрлеме тăрăшать. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хутран капăр открыткăсем ăсталаççĕ, ÿкерчĕксем хатĕрлеççĕ. Çапла майпа ашшĕсемпе пиччĕшĕсене кăна мар, мĕн пур салтака тăван тăрăха чипер-йĕркеллĕ çаврăнса çитме сунаççĕ. Ывăл-хĕр пирки сăмах хускатнă май Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ачисене ЧР Пуçлăхĕн стипендине — 2 пин тенкĕ — парса хавхалантарни пирки аса илтерни те вырăнлă пулмалла. Çулталăк вĕçлениччен республика Правительствин резерв фондĕнчен Вĕрентÿ министерствине ку тĕллевпе 786 пин тенкĕ куçарĕç. Ăна ятарлă çар операцине контракт мелĕпе е тулли мар мобилизаци йĕркипе хутшăнакан, çавăн пекех «Атăл» батальонта хăйсен ирĕкĕпе тăракан салтаксен ачисене уйăрса парĕç. <...>

Татьяна НИКОЛАЕВА, Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Чунĕ район больницинех туртнă

Куславкка районĕнче Кĕçĕн Карач ялĕнче пурăнакан 91 çулти Лидия Петровăн вăрçă вăхăтне тата ун хыççăнхи çулсене лекнĕ ачалăхĕ çăмăл килмен.

Лидия Васильевна Çатрăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, çемьере чи асли пулнă. Вăрçă пуçланнă çул вăл тăххăр тултарнă. Хăрушă пулăм хĕрача çемйине те пырса çапнă, ашшĕне — вăрçа, амăшне Хусан хÿтĕлев чиккине тунă çĕре илсе кайнă. Пĕчĕк Лидия килте куçĕ курман асламăшĕпе тата виçĕ кĕçĕн шăллĕпе тăрса юлнă. Хĕрачан вĕсене астунисĕр пуçне тăван ялĕ çывăхĕнче йывăç тавраш ÿсменнипе Криуш ялне çунашкапа вутă патне çÿреме тивнĕ. 1942 çулта çывăх çынни вăрçăран тĕрĕстĕкел таврăнасса кĕтекен çемьене усал хыпар çитнĕ — ачасен ашшĕ Ленинград хулине хÿтĕленĕ чухне паттăррăн пуç хунă… Темле йывăр пулсан та Лидия яланах малалла вĕренес туйăмпа пурăннă. Паланкассинчи пуçламăш шкулта вĕренсе тухсан вăл Карачри пĕлÿ çуртĕнче пĕлÿ илнĕ. 8 класс пĕтерсен колхозра ĕçлеме пуçланă. 1949 çулта Куславкка больницине ĕçе вырнаçнă. «Ун чухне автобуссем пулман, йĕпе-сапара та, шартлама сивĕре те кашни кун ĕçе çуран çÿренĕ, смена хыççăн киле васканă. Пирĕн ялпа Куславкка хушшинче 15 çухрăма яхăнччĕ те, çавăнпа çул çине вăхăт нумай иртетчĕ. Çывăхра ĕç тупас килетчĕ те… Уй-хирпе утнă чухне аякра кашкăрсем уланине пĕрре мар илтнĕ, — аса илет Лидия Васильевна вăрçă хыççăнхи çулсене. — Вăхăт иртнĕçемĕн «Куславкка — Карач» маршрутпа тиевлĕ машинăсем çÿреме пуçларĕç. Совет саманинче вĕсем автобус вырăнĕнче пулчĕç». 1956 çулта Лидия Васильевна кÿршĕ ял каччипе Александр Петровпа çемье çавăрнă. Вĕсем ывăлпа хĕре пурнăç панă. Арăмĕпе упăшки пултарулăх валли те вăхăт тупнă. Лидия Васильевнăпа Александр Петрович юрăсемпе час-часах ялти клубăн сцени çине тухнă, спектакльсенче вылянă. Карач ял совечĕн артисчĕсем ялти çынсене кăна мар, таврара пурăнакансене те пултарулăхĕпе савăнтарнă. Лидия Васильевна тĕрлĕ çулта «Аниш» совхозра, Карач шкулĕнче, ялти аптекăра вăй хунă. Анчах унăн чунĕ яланах район больницине туртнă. Вăл унта тĕрлĕ уйрăмра — терапевт, ача-пăча тата гинекологи — ĕçленĕ. «Пирĕн коллектив питĕ туслăччĕ. Эпир яланах пĕрпĕрне пулăшнă, хавхалантарнă. Больницăра машинăсем пулман, лаша тытнă. Вĕсене конюх пăхса тăратчĕ. Эпир, санитаркăсем, хамăр ĕçе кăна мар пурнăçланă, вутă та хатĕрленĕ. Больницăра 6 кăмакаччĕ, вĕсене хутса ăшăтмаллаччĕ, — аса илет Лидия Васильевна. — Йывăр чирлĕ ачасене Ан-2 самолетпа Шупашкара тата Хусана ăсататчĕç. Эпĕ вĕсемпе пĕрле «кукурузникра» çÿрекенни пулнă. Мана ун чухне самолетпа вĕçме, çÿллĕшĕнчен тăван çĕре сăнама килĕшетчĕ». Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Лидия Васильевна «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ăна «Социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» паллăпа тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине халалланă юбилей медалĕсемпе чысланă. Тав хучĕсене пĕрре мар панă. <...>

Олеся МИХАЙЛОВА. «Ялав».


Пĕрре те ахаль лармасть

«Мăшăрпа пĕрремĕш ача кĕтеттĕмĕр. Шел те, хĕрĕм сусăр çуралчĕ, кăкăр та çиейместчĕ. Пепкене операци турĕç, ăна ура çине тăратрăмăр. Вăл çире чухне хам час-часах чирлекелерĕм. Укол тутарма, эмелсем ĕçме тиврĕ. Юраман пулнă иккен. Марина калаçаймастчĕ, аталанăвĕпе те ыттисенчен юлса пыратчĕ, çавна пулах шкула кăштах çеç çÿрерĕ. Халĕ Марина 44-ра, çав тери маттур, вăл манăн чун йăпатмăшĕ, пĕрремĕш пулăшаканăм», — терĕ Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакан Галина Михайлова.

Вĕрентекен хĕре ÿнер шкулне яма сĕннине Маринăн амăшĕ кăмăлпа йышăннă, тĕпренчĕкĕ Октябрьски ялне савăнсах çÿренĕ. Хĕрĕн шалти туртăмĕ шăпах çавăн чухне вăраннă. Каярах вăй илсен вăл пусма, пир çине ÿкернĕ, аталанмалли урăх майсем шыранă. Марина вунă çул ытла ывăссем сăрласа илемлетет. Амăшĕ кирек ăçта кайсан та хĕрĕ ăна якатнă хăма е фанера касăкĕсем, сăрламан хатĕр ывăссем туянма хушать. Ÿкерчĕкĕсене Марина интернетра шыраса тупать. Тепĕр чухне инкĕшĕ хуларан илсе килет. Куçа илĕртекен ăсталăх тăкаклантарать. Маринăшăн çакă чăрмав мар. Сăмахсăрах туянать, чун ăшшипе илемне ывăс çинче сăнарлать. Сăрă ăстине ăнланакансем пур ялта, хĕре культура ĕçченĕсем май килнĕ таран пулăшаççĕ. «Акатуйра эпир ял тăрăхĕн картишне ал ĕçĕсемпе илемлетрĕмĕр. Маринăн ывăсĕсене вырнаçтартăмăр, туянас текенсене сутрăмăр. Пултаруллă хĕре сăрăсемпе ытти ĕç хатĕрĕ илмешкĕн укçа туса патăмăр. Аксаринта пурăнакансем ун ĕçĕсене ял уявне илсе пыма ыйтрĕç, унта та сутрăмăр. Пултаруллă хĕре пулăшас килет», — пĕлтерчĕ Çичĕпÿртри культура çурчĕн ĕçченĕ Анна Николаева. Унччен Марина республика шайĕнчи сусăрсен хушшинче иртнĕ пултарулăх конкурсне те хутшăннă. Улатăр хулинчи курава 10 ытла ывăс тăратнă. Сусăрсен обществин председателĕ унта Маринăна чĕнсе тĕрĕс тунă, конкурсра вăл 1-мĕш вырăн йышăннă. Марина Михайловăна I степень диплом, чей курки тата «Гении мировой живописи» кĕнеке парнеленĕ. Улатăртан хĕр парнесемпе, анчах пĕр ывăссăр таврăннă — пурне те сутнă. Пултарулăхĕ камран-ши? Йăхра пĕр-пĕр ăста пулнах пек туйăнать. «Кукашшĕ Виталий Андреев ÿкерме ăстаччĕ. Ыйтсан питĕ хăвăрт ÿкерсе паратчĕ. Турăша, çи витти хĕррине тахçан сăрăпа çаптарса илемлететчĕç. Ăна «çаптарккă» теттĕмĕр. Манăн атте пĕр-пĕр чечек-çулçа пусма çине ним мар çаптарса хуратчĕ. Аслашшшĕ Григорий Михайлов та ÿкерме ăстаччĕ. Вĕсен йăхĕнче художник пулнă теççĕ. Çав икĕ çывăх çынран хĕрĕме ăсталăх куçнă пуль», — пултарулăх çăл куçĕ ăçтан вăй илнине пĕлтерчĕ амăшĕ. Кĕнекере, телевизорта пĕр-пĕр хитре япала курсан Марина ăсталасшăн çунать. Халĕ вăл чечексем тăвать. Ку ĕç уншăн кăсăклăрах çеç мар, тăкаклăрах та. Сĕтел çинче атлас хăюсем, фоамиран, пралук, акрил сăрăсем, çилĕм тата ытти хатĕр выртаççĕ. Кил картишĕнчи çÿхе пралуксене тахçанах усă курса пĕтернĕ вăл, юлашки вăхăтра интернет урлă çырăнса илет. Ĕлкесене открыткăсенчен пăхса тума пулать тетĕр-и? Ку Маринăшăн çителĕксĕр. Вăл пÿрт умĕнче ÿсекен чĕрĕ чечексене татса кĕрет те кашни пайне уйăрса тĕплĕн тишкерет. Çапла вăл хăй ăсталанă чечексене те, сăрăпа ÿкернисене те чун кĕртет – чăннинчен уйăрма çук. Хăш-пĕр чечекĕ ял уявĕнчи куравра та пулнă. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА. «Пирĕн сăмах».

♦   ♦   ♦


Пуласлăха шанчăкпа тинкернĕ

«Эпĕ çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă. Аслисем — пиччесем. Атте хĕрача çуралнăшăн хытă хĕпĕртенĕ те таврара çук ят шыранă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен суранланса таврăннăскер çакнашкаллине тупма пултарнă. Ăна окопра ларнă салтаксем шухăшласа кăларнă. «Любомира» «мир юрататпăр» тенине пĕлтерет. Атте юлташĕ те манпа пĕр вăхăталла çуралнă хĕрне çак ятпа хисепленĕ. Анне манăн ятăма илтсен хытă куляннă, куççульпех макăрнă. «Юрать, Люба тесе чĕн вара», — ирĕк панă ăна атте», — калаçăва пуçларĕ Карапаш ялĕнче пурăнакан Любомира Мартьянова.

«Ай-яй хытăччĕ патакĕ!»

Афанасий Ефремов вăрçă пуçлансанах ялти ытти арçынпа пĕрле фронта тухса кайнă. 1943 çулта вăл аманнă, госпитальте сипленнĕ. Сылтăм уринчи чĕркуççийĕ тÿрленсе çитеймен, виличченех канăçсăрлантарнă. Госпитальтен ăна амăшĕпе арăмĕ илсе килнĕ. 1944 çулта Любомира Афанасьевна çуралнă. Ашшĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă — 1949 çултах çĕре кĕнĕ. «Шел те, эпир вăл ăçта çапăçнине ыйтса пĕлеймен. Медальорденне турăш умĕнче упратчĕ. Йăлтăрккаскерсемпе выляттăмăр. Эпир вĕсен хаклăхне ăнланман. Халĕ атте медалĕсене çухатнăшăн кулянатăп», — терĕ Люба аппа. Вăрçăран таврăннă салтак плевритпа чирленĕ те сывалайман. Арçын ачисен умĕнчех ĕмĕрлĕх куçне хупнă. «Анне колхоза тырă вырма тухса кайрĕ. Атте путмар çинче выртса юлчĕ. Вăйсăрланнăскер хăй тĕллĕн ура çине тăраймастчĕ. Эпĕ ун патнех туртăнаттăм, канлĕ вырттармастăм. Пĕчĕкскер мĕн чухланă-ши? Кÿршĕ хĕрарăмĕ кĕчĕ те: «Аçу сывламасть, вилнĕ», — терĕ», — аса илчĕ вăрçă ачи. Кил хуçи çĕре кĕрсен çемье пурнăçĕ тата йывăрланнă. Амăшĕ иртен пуçласа каçчен колхозра ĕçленĕ. Çемьере чи кĕçĕннине, çулталăкри Верăна, 5-ри Любăн астумалла пулнă. Йăмăкĕ çуралнă самант халĕ те унăн куçĕ умĕнче. Утă уйăхĕн вĕçĕччĕ. Пепке çураличчен пĕчĕк Любăна кил картине кăларнă. Вăл унта нумай та тăрайман: «Пĕчĕкки çуралчĕ пуль? Сăпка сиктерме кĕрес пуль?» — тенĕ. Салтак арăмĕ 5 ачана пĕчченех ура çине тăратнă. 1941 çулта çуралнă Кольăн кĕлеткине çăпансем хупланă. Хырăмĕ тĕлĕнче шăтса юхни ÿт илеймен. Арçын ача ашшĕ вилсен нумай та пурăнайман. «Аннен çăпата хуçма та вăхăт пулман. Килти мĕн пур ĕç пире тиенчĕ. Ача-пăчан аташасси те пулнă. Ай-яй хытăччĕ патакĕ! Анне çирĕп кăмăллăччĕ — хушса хăварнине манăн пурнăçламаллаччĕ. Эпĕ Верăшăн амăшĕ те, ашшĕ те пулса тăтăм. Хырăмĕ выçсан хытă макăратчĕ. Пÿрнесемпе куçне хуплаттăм та сăпка сиктерсе çыврататтăм. Кăшт ÿссен çурăм хыçĕнчен çакăнса çÿреме пуçларĕ. Верăна пулах лутра кĕлеткеллĕ юлтăм, ÿсеймерĕм», — йăл кулчĕ Люба аппа. Амăшĕ ĕçрен таврăниччен унăн кил-çуртра тирпейлесе апат пĕçермелле пулнă. Пиччĕшĕсем сурăх, ĕне, хур кĕтĕвне çÿренĕ. Ачасем çăкăр татăкĕ ĕçлесе илме тăрăшнă. Пурăнас килсен — операцие Мĕн ачаранпах инкек-синкек курса ÿснĕ Люба аппа нихăçан та пуç усман. Тепри пулсан йывăрлăх умĕнче парăнать, ĕмĕтне пурнăçлассишĕн тăрăшмасть. Люба аппа хĕр тусĕсемпе «шкулла» выляма юратнă. Уроксем хыççăн киле мар, Маруç патне васканă. Унта кĕнекесем кăларса вуланă, диктант çырнă, математикăпа задачăсем шутланă. 3 хĕр пĕр ĕмĕтпе çунатланнă. «Тахăшĕ педагогика институтне вĕренме кайăпăр терĕ. Анне хирĕçлемерĕ — 1 тенкĕ укçа пачĕ. Çула тухас умĕн куç хупмарăм. Кунĕпе сакай чаврăм, каçхине пăрахут çине хăпартăм. Виçсĕмĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çитрĕмĕр, вырăс тата чăваш филологи факультетне суйласа илтĕмĕр. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Атăл хĕрринче хур-кăвакал пăхаттăм, купăста шăварма çÿреттĕм. Экзаменра ирĕклĕ сочинени çырмаллаччĕ. Эпĕ нумай шухăшламарăм — хур-кăвакал пăхни пирки шăрçаларăм. Экзамен комиссийĕнче ларакансене манăн сочинени килĕшнĕ. Риммăпа иксĕмĕр студент сакки çине лартăмăр, пирĕн Маруç вĕренме кĕреймерĕ», — аса илчĕ Люба аппа. Студент çулĕсем çăмăл пулман. Хĕре общежитире вырăн паман. Тусĕ пулăшнă — хăй патне чĕннĕ. Юлташсем çулталăк пĕр вырăнлă кравать çинче çывăрнă. Иккĕмĕш çулне Люба аппана общежити лекнĕ, анчах тусĕн пурăнмалли вырăн пулман. Хĕрсем пĕр-пĕрне пулăшма май тупнă. «Ялтан çĕр улми сĕтĕреттĕмĕр. Ирхи 6 сехетре тăрса куккурус çăкăрĕ илмешкĕн черет тăраттăмăр. Вĕренсе тухрăмах. Диплом илсен направленипе Урхас Кушкă шкулне ĕçлеме килмеллеччĕ. Манран правуртараххисем пулчĕç. Районти вĕрентÿ уйрăмне чĕнсе илчĕç те Елчĕк районне кайма тивессине пĕлтерчĕç. Эпĕ хирĕçлемерĕм — япаласене пуçтартăм та пач пĕлмен çĕре тухса кайрăм», — шухăшлăн пĕлтерчĕ вăл. Çамрăк вĕрентекен хваттерте пурăнма пуçланă. Шкула çитсен Люба аппа шалт! тĕлĕннĕ. Хăмасенчен çапса тунă коридорта çил ачисем хуçаланнă. Вĕренÿ пÿлĕмĕсенче алăура шăннă. Люба аппа ĕçлеме пуçланă-пуçламан чирленĕ. Хĕлле ăна грипп аптăратнă. Пуçĕ ыратнине чăтса шкула утнă вăл. «Ака уйăхĕнче тухтăр патне çитрĕмех. «Пурăнас килсен операци тумалла», — терĕ специалист. Манăн гайморит пулнă иккен. Сывалса çитрĕм те кĕркунне çав шкулах таврăнтăм, — сăмаха малалла тăсрĕ вĕрентекен. — Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан мана директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕн должноçне шанса пачĕç. Çав вăхăтрах анне чирлесе ÿкрĕ — киле таврăнма тиврĕ. Районти вĕрентÿ уйрăмĕнче куççуле чараймарăм». <...>

Ольга КАЛИТОВА. «Пирĕн сăмах».

♦   ♦   ♦


Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен

Республикăн 2022 çулхи «Çемье çулталăкĕ» конкурсне Çĕрпÿ районĕнчи Фадеевсен çемйи те хутшăннă.

«Пирĕн çемье телейĕ — пĕр-пĕрне итленинче, ăнланнинче тата туйса тăнинче», — тет амăшĕ Эмилия Юрьевна. «Чи кирли — хамăр çемьене кăна мар, Тăван çĕршыва та юратни!» — çирĕплетет ашшĕ Валерьян Вячеславович. Аслă ывăлĕсем — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем, кĕçĕнрех ачисем пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленеççĕ. Кăçал «Атăлçири ăнăçлă çемье» конкурсăн регионти тапхăрне Çĕрпÿ хулинче йĕркеленĕ. Чăваш Енрен унта тăватă çемье хутшăннă. Фадеевсем хăйсемпе тата çитĕнĕвĕсемпе чун-чĕрене тивмелле тата туллин паллаштарса çĕнтернĕ тата «Çĕрпÿ районĕн ăнăçлă çемйи» ята тивĕçнĕ. Эмилия тата Валерьян пĕр ялта — Мăнçутра — çуралса ÿснĕ. Вĕсем — пĕчĕк тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем. Хăйсен пурнăçне унпа яланлăхах çыхăнтарнă. Валерьян Кукшакассинчи тăхăр класлă шкула пĕтернĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра çан-çурăмне йĕлтĕрпе ярăнса, футболла выляса, бокс рингĕнче тупăшса пиçĕхтернĕ. Футболла «Fisak» командăшăн вылянă. Кÿкеçре вĕренсе водитель специальноçне алла илнĕ. 1994 çулта сывлăш-десант çарĕн Новороссийск хулинчи дивизийĕнче хĕсметре тăнă, Çурçĕр Кавказри çар операцине хутшăннă. Валерьян тăван ялне таврăнсан Эмилипе туслашнă. Хĕр малтан — Кукшакасси, кайран Йĕкĕрвар шкулĕсенчен вĕренсе тухнă, спортпа туслашнă. «Цивилянка» командăра футболла выляса шкул чысне районта, республикăра, Раççейре хÿтĕленĕ. Повар специальноçне алла илсен пурăнма тăван ялне таврăннă, шкул тата сад ачисем валли апат хатĕрленĕ. Эмилия тата Валерьян пĕр-пĕрне юратнине ăнлансан, 1998 çулта, туй кĕрлеттерсе мăшăрланнă. Часах ывăлĕсем çуралнă. Амăшĕ пĕтĕм вăхăтне мăшăрне, ачисене пăхма уйăрать. Валерьян федерацин гигиенăпа эпидемиологи центрĕн водителĕнче тăрăшать. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн хисеп тата тав хучĕсене, сывлăш-çар десанчĕн ветеранĕсен организацийĕн общество ĕçне хутшăнса ачасемпе çамрăксен чун-чĕрине патриотлăх туйăмĕ хывма пулăшнăшăн «Сывлăш-десант çарне парăннăшăн» медале тивĕçнĕ. Çапла майпа «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» девиз Фадеевсен тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăнă. Общество пурнăçĕнче яланах хăйсен граждан позицине кăтартаççĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех спорта юратаççĕ. Асли, Никита, пĕчĕк чухнех техника патне туртăннă, ашшĕне ăна юсама пулăшнă. Килтине çеç мар, тусĕсен велосипедне те тÿрлетнĕ. Сăнав поселокĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ, пушă вăхăтра футболла вылянă, час-часах ăмăртăва хутшăннă, карате секцине çÿренĕ. Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче электрика вĕреннĕ. Çар хĕсметĕнче тăнă. Салтак аттине хывсан студент чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ — автотранспорта сасă оборудованийĕ вырнаçтарас енĕпе ĕçлеме тытăннă. Иккĕмĕш ывăлĕ Святослав та Сăнав поселокĕнчи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Ăмăртăва хатĕрленсе йĕлтĕрпе чупнă, футболла вылянă, каратепе бокс секцийĕсенче ăсталăхне ÿстернĕ. Бокс енĕпе яшсен пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă, район тата республика ăмăртăвĕнче малти вырăнсене йышăннă. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче машинăсен механикне вĕреннĕ. Сывлăш-десант çарне, ашшĕ хĕсметре тăнă Новороссийскри дивизие, лекнĕ. Вăл — ятарлă операцие хутшăнса тăван çĕршыв заданине Донбасра пурнăçлакансенчен пĕри. Виççĕмĕш ывăлĕ Тимур Сăнав поселокĕнчи шкулта вĕренет, уроксем хыççăн шахмат, йĕлтĕр, çăмăл атлетика секцийĕсенче ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет. Çĕрпÿри 2-мĕш шкулта пĕлÿ пухакан Слава ÿкерме юратать, конкурса час-часах хутшăнать. Вĕсем — ачасемпе яшсен районти пултарулăх фестивалĕсен лауреачĕсем. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Пациентсен умĕнчех куççуль юхса анать»

Çемьере коронавируспа пирвай — Наталия Панова, Шупашкарти П.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больницăн терапевт тухтăрĕ, хыççăнах упăшки тата вĕсен ывăлĕсем чирленĕ. Упăшки 2021 çулхи çурла уйăхĕнче вилнĕ.

Тухтăр та чирленĕ

Чир ернĕ пациентсене К.Иванов урамĕнчи çак больницăра 2020 çулхи нарăс уйăхĕнче сиплеме тытăннă. Пĕр кĕтесре вĕсене йышăнма ятарласа ковида диагностикăламалли тата унран сиплемелли амбулатори центрĕ уçнă, кунта çурт айккинчи алăкран кĕреççĕ. Çапла майпа ытти пациента центра пыракансенчен уйăраççĕ. Икĕ çула яхăн каялла тухтăрсем, çав шутра Н.Панова та, коронавирус мĕнне пĕлмен, вăл вăраха тăсăласси, нумай çынна леш тĕнчене ăсатасси пирки шухăшлама та пултарайман. Чир çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнăран чăвашсен паллă писателĕ Петр Осипов 1927-1947 çулсенче ертсе пынă çак больница тухтăрĕсен ĕç йĕркине те улăштарнă. Пыр ыратнипе аптăракан, ÿсĕрекен, пысăк температурăллă пациентсем малтанхи тапхăрта кунта та йышлăн пынă. Врачсем вĕсен пысăкрах пайне çийĕнчех эмел ĕçсе сипленме рецепт çырса панă, йывăр чирлисене, ура çинче тăрайманнисене васкавлă пулăшу машинипе стационарсене ăсатнă. Тухтăрсем, медсестрасем, техника ĕçченĕсем хутшăннипе кăлтăр-кăлтăр çаврăннă конвейер пĕрре те чарăнман. Гиппократ халалĕ çине аллине хурса чирлисене сиплеме тупа тунă Наталия Панова чи малтанах пациентсене пулăшассишĕн кĕрешнĕ, хăйĕн пурнăçне упрама тĕллев лартман. Анчах коронавирус çĕршывра епле сарăлнине, унпа врачсем чирлесе вилнине пĕлсе тăнă Сывлăх сыхлавĕн министерстви вĕсен сывлăхне те тĕрĕслеттерсе тăма хушнă. Пĕрремĕш больница тухтăрĕсем те лабораторие тăтăшах мазок панă. Çапла майпа Н.Панова организмĕнче те вирус тупса палăртнă. — Эпĕ йывăрах чирлемерĕм, — аса илчĕ Наталия Вячеславовна. — Пыр шыçрĕ, ыраткаларĕ, ÿт температури кăштах пысăкланчĕ, вăй чакнине туйрăм. Çапах ÿсĕрттермерĕ. Амакăн ытти симптомне туймарăм. Вируса шута илсенех больница хучĕ илме, килте сипленме хушатчĕç. Эпĕ те пĕр хушă хваттертен тухмасăр пурăнтăм, эмел ĕçсе сиплентĕм. Коронавирус ернĕ врачпа пĕрле пурăнакансенчен те çийĕнчех мазок илме тытăннă. Лаборатори Н.Пановăн мăшăрĕ Михаил Юрьевич, вĕсен ывăлĕсем чирленине çирĕплетнĕ. — Чĕрепе юн тымарĕн, сахăр диабечĕн амакĕсемпе аптăракан çынсем ăна йывăррăн чăтса ирттернине врачсене малтанах пĕлтернĕччĕ, — аса илчĕ врач-терапевт. — «Пирус нумай çул туртнă упăшка организмĕнче вирус мĕн хăтланать-ши?» — тесе коронавирусран пĕрремĕш хут сипленсе сывалнă хыççăн ÿпкине специалиста пăхтарма сĕнтĕм — килĕшрĕ, ÿпкине компьютер томографийĕпе тĕрĕслеттерчĕ. Хăй те, эпĕ те шухăшлама пултарайман — ÿпке варринче шыçă çитĕннĕ. Чăн та, коронавируспа пĕрремĕш хут чирленĕ чухне унăн пневмони пулмарĕ. Палăртнă томографипе унччен, икĕ çул маларах, пăхтарсан ÿпки тасахчĕ, ăна сиплекен врач «вăраха тăсăлакан бронхит симптомĕсем пур» тенĕччĕ. Кайран шыçă ÿсме ĕлкĕрнĕ, «унăн малтанхи тапхăрĕ пырать» терĕç. Онкологи диспансерĕнче ÿпкине тĕплĕнрех тĕрĕслесе шыçă сарăлманнине ªметастазаº уçăмлатрĕç, хими терапийĕ витĕр тухса сипленме сĕнчĕç. Упăшка рак клеткисене ятарлă хими препарачĕпе пĕтерттерчĕ. Шыçă икĕ хут пĕчĕкленчĕ. Чиртен тасалма пуçланăшăн савăнтăмăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦

 


Икĕ хутлă кермен тĕлĕкре те тĕлленет

Ялта мана аслă çулсенчисем пурте Шăрка Хветури теççĕ. Милĕк çулçи пек çыпăçнă çак хитре мар ят çума. Ачаранах тата. Ытла та пыйтă-шăркаллă пулнă теççĕ çав пĕчĕк чухне. Асанне çÿçе шакла кастарса та пăхнă, кайран пурпĕрех пыйтă ернĕ тет. «Ав Шăрка Хветури пырать», — тени хăлхана пĕрре мар кĕркелет халĕ те.

Хăнăхнă ĕнтĕ, илтмĕш-курмăш пулма тăрăшатăп. Пуç çинче халь нимĕнле пыйтă-шăрка та сиккелемест те, анчах та ячĕ тăрса юлнă. Феодосия эпĕ, питĕ чипер хĕрарăм. Урамри ачасем пĕрмай «шăрка», «шăрка» тесе вăрçтарнипе-ши, хаяртарах, сĕмсĕртерех пулса çитĕнтĕм. Хама хамăнах хÿтĕлемелле-çке. Ялан аттепе анне патак йăтса чупаймаççĕ. Паянхи кун никама та маххă парса тăмастăп. Вутра та çунмастăп, шывра та путмастăп. Хăранипе хăшĕ-пĕри мана курсан хапха алăкĕнчен каялла тарса кĕрсе каять. Сĕмсĕр тенĕрен… Ку пурнăç темле пулма та вĕрентет. Пĕррехинче çапла пилĕк ыратнипе больницăна кайрăм. Ух, черечĕ пысăк, ниçта хăть хĕсĕнсе лармалăх та вырăн çук. Ман çакăнта мĕскĕнленсе тăмалла-и-ха терĕм, анализсене кăна илмелле тесе вăшт кăна кĕрсе кайрăм тухтăр патне. Паллах, черетре ларакансем ахăрма, кăшкăрма тытăнчĕç. Итлесе тăрап-и вĕсене — кирек мĕн калаччăр. Вĕсем мана палласа та юлас çук. Хамăн сĕмсĕрлĕхе пула вăхăта та перекетлерĕм, тухтăрпа та канашлама ĕлкĕртĕм. Турри чеелĕхне те панă мана. Эсир мĕнле — пĕлместĕп, çав кунранпа нихăçан та черетре ларман эпĕ. Манăн, Шăрка Хветурин, мĕскĕнленмелле-и? Ывăлпа хĕре те пĕрмай хам пек харсăр пулма вĕрентетĕп. Иккĕшĕ те меммерех çав, чисти упăшка пек. Хăйсен мĕлкинчен хăраканскерсем хĕрĕхе çитрĕç ĕнтĕ, пĕри ниепле авланаймасть, тепри каччă тупаймасть. Пуяннине, аслă пĕлÿллине, хваттерлине, ĕçкĕпе иртĕхменнине, яштакине суйла тетĕп. Хăнк та тумасть. Ашшĕ-амăшне те сăна, укçа-тенкĕллĕ çынсем пулччăр, чухăннисем хамăр та пур тесе пуçĕнчен шаккатăп. «Упăшкупа çын куçĕ умне курăнма намăс ан пултăр. Хитре сăн-сăпатли, йăвашши кирлĕ, килте хăвăн хуçа пулмалла», — пĕрмай вĕрентетĕп хĕрĕме. Мĕн усси каланин, паянхи кун та пĕр каччă та тупаймасть. Ăçта пăхать-ши, иçмасса. Ватăлчĕ ĕнтĕ, кама кирлĕ тата хĕрĕхри хĕр? Ывăлĕ те хусах. Пуян, ĕçчен кин шырама калатăп ăна, ытла та йăваш çав, хĕрсемпе калаçма та вăтанать-ши? Эх, çулĕсем иртеççĕ. Хăть пĕр пилĕк çула каялла тавăрасчĕ те. Ун чухне вăй тапса тăратчĕ-ха манăн. Ăхă, сăнăм та аптрамастчĕ. Икĕ хутлă кермен пирки ĕмĕтленсе çĕрĕпе çывăраймастăм. Хам çине шап-шурă халат уртса ярса, урана çемçе тапочкă тăхăнса çутă та пысăк пÿлĕмсем тăрăх патша майри пек саркаланса утса çÿрес килетчĕ. Тăрса юлтăм урамалла икĕ чÿречеллĕ пĕчĕк, кивĕ çуртрах. Çавăн чухне, çичĕ çул каялла, укçаллă пĕр предприятие кĕрсе ларма шанăç пурччĕ манăн. Манăн, Шăрка Хветурин! Тăнĕпуçĕ çитетчĕ, чеелĕхĕ пур ăна тытса пыма. Эх, вĕçертрĕм. Хам ĕçлеттĕмччĕ-и? Заместителĕсем мĕн тума тата? Эпĕ ытларах хушма, хама пăхăннине юрататăп. Шик! шăхăрса алă пусса кăна ларăттăм çемçе кресло çинче. Ăмсанмалли предприяти. Темĕн тĕрлĕ строительство материалĕ туса кăларать паянхи кун. Тахçан Шупашкарта икĕ-виçĕ хутлă кермен лартăттăм. Пурнăçа кĕреймерĕ çав çутă ĕмĕтĕм. Çурăк валашка умĕнче ларса юлтăм мĕскĕн. Кĕвĕçÿ пĕтерет çав пире. Юлташăма ĕçлеме памарĕç — çемçе пукан çинчен хăвăрт кăна тытса печĕç. Эпĕ ăна, айванкка, ĕнентĕм. Чĕрене çунтарма пуçларĕ тата апăрша арçынни. Ухмаххи, юрату авăрне путрăм 60 çула çывхарнă май. Çывăрма выртсан та куç умĕнчен каймастчĕ Ваня. «50, 60, 70-ре те килĕ-килĕ юрату», — юрă сыпăкĕсем аса килеççĕ. Тĕп-тĕрĕс! Юрату çула пăхмасть иккен. Хам та ватăлсан пуçа çухатрăм. Пĕрле ĕçлесси пулаймарĕ чун савнипе. Ваня чирлесех кайрĕ, килĕнчен те тухса çÿреймест. Халь те вăл шăнкăравласан чĕрем кăлт-кăлт! тапать. Юрату пурах çав. <...>

ШĂРКА Хветури.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.