Тантӑш № 25 (4794) 30.06.2022
Ыйтусене тĕрĕс хуравлама ĕмĕтленнĕ
Акă хаваслă, çав вăхăтрах тунсăхлă, сыв пуллашу каçĕсем те хыçра юлчĕç. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем паллă ĕнтĕ. Тăван шкул саккинчен, хăнăхнă учительсенчен, пĕрле вĕренекенсенчен уйрăлса пурнăçăн аслă çулĕ çине тăмалли вăхăт çитрĕ вунпĕрмĕшсемшĕн.
Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре вĕренекен Мария Пульхеровская патшалăх экзаменĕсенче икĕ предметпа — химипе тата биологипе — 100-шер балл пухма пултарнă. Ун пекех пысăк кăтартулли республикăра татах та пур. Вăл – Шупашкарти 2-мĕш лицейре пĕлӳ илнĕ Екатерина Ейкова. Катя вырăс чĕлхипе тата химипе 100-шер балл пухнă. Ку номерте Çĕнĕ Шупашкар пикипе Марийăпа паллаштарма тĕв турăмăр.
Биологипе хими – юратнă предметсем
Мария Пульхеровская малтан Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта вĕреннĕ. Унта та маттурлăхĕпе палăрнă вăл. Биологи предмечĕпе республикăри конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ. Кĕçĕн класранах мĕн пур «5» паллăпа вĕренекен хĕрача 9-мĕш класс хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицее профиль класне вĕренме кĕнĕ.
Вăхăта яланах усăллă ирттерекен Мария ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Яваплă та çирĕп чунлă вăл. Хăй умне лартнă тĕллеве ачаран çийĕнчех пурнăçлама хăнăхнă. Çакă ĕнтĕ ăна ăнăçу патне илсе çитерекенни.
Марийăн юратнă предмечĕсем — биологипе хими. Малтанхи кунранах килĕштернĕ вĕсене хĕрача. «19-мĕш шкулта асăннă предметсемпе Венера Леонидовна вĕрентетчĕ. Унăн кашни урокĕ чĕрĕ иртетчĕ, мĕн пур сăмахне ăша хываттăм. Ман шухăшпа, хăйĕн предметне чунтан юратакан, хисе-плекен кăна пĕлĕве ачасем патне тарăннăн илсе çитерме, унпа кирек хăш вĕренекене те кăсăклантарма пултараять. Ку енчен мана ăнчĕ темелле. 10-мĕш класра лицее куçсан каллех вăйлă та пултаруллă учитель патне лекрĕм. Ку вăл ман класс ертӳçи, биологипе хими учителĕ — Надежда Захарова», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Мария.
Маттур вĕренекен Пĕтĕм Раççей олимпиадине биологи предмечĕпе пĕрре мар хутшăннă. Вуннăмĕш класра призер пулнă, вунпĕрмĕшĕнче — çĕнтерӳçĕ. «Патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме пĕр çул маларах химипе репетитор тытнăччĕ. Биологи предмечĕпе класс ертӳçи Надежда Станиславовна хатĕрлерĕ. Ăс-тăна анлăлатма нумай пулăшрĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче математикăпа 76, вырăс чĕлхипе 94 балл пухрăм. Паллах, савăнтарать. Килтисем те хĕпĕртерĕç. Пăлханмасăр пулман, экзамен-çке. Ман шухăшпа, ăнăçуран та нумай килет пулĕ. Чи малтанах, ытла пăлханмалла мар, хăвна лăпкă тытмалла. Учительсен сĕнӳ-канашне шута илмелле», — пĕлтерет Мария. Лицейре вĕренме тӳр килнĕшĕн, пултаруллă педагогсен урокĕсене çӳренĕшĕн чунтан хĕпĕртет вăл. Патшалăх экзаменĕсенче 100 балл пухнинче вĕсен витĕмĕ пысăккине палăртать. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Лето, полное радости
Вот и начались каникулы. Наконец, можно отложить ручки, тетрадки и наслаждаться пре-красными летними деньками, слушать музыку, ходить в кино и театры, посещать выставки и мастер-классы. Лето – отличное время, чтобы заняться чем-то новым, открыть удивительные места своего города, читать или путешествовать.
Я рада, что живу в России! Это прекрасная страна с удивительными местами, которые я хочу обязательно посетить этим летом. Наша природа самая красивая. Ее бескрайние поля, леса, реки, глубокие озера и высокие горы дарят силу и гармонию.
Сильнее становишься и от событий, в которых принимаешь участие. Такие мероприятия, как спектакли, фестивали, концерты, выступления на «открытом микрофоне» вдохновляют, помогают стать лучше и дарят позитив.
В рамках празднования дня рождения Александра Пушкина у нас в школе прошел «Пушкинский диктант». Чтобы лучше к нему подготовиться, я отправилась в Национальную библиотеку, где попала на мероприятие, посвященное выдающемуся поэту. Все желающие могли прочитать стихи. Я не стала упускать такую возможность и прочитала «Я памятник себе воздвиг нерукотворный…». После выступления у меня взяли интервью, а ведущая мероприятия Ирина Яковлева подарила книгу и поблагодарила за участие.
Встреча народной артистки России Надежды Бабкиной на железнодорожном вокзале – это еще одно событие, тронувшее меня. На перроне артистку встретили песнями, плясками, хороводом. Для нее устроили целое представление. «Ежедневные репетиции фестивальной программы, бессонная ночь в поезде до Чебоксар… Но стоило ступить с поезда на перрон, усталость как рукой сняло», – пишет Надежда Георгиевна в своих социальных сетях.
Она это заслужила. Представьте, сколько нужно работать, чтобы тебя так энергично и ярко встречали. Сразу видно, что перед нами профессионал. А как ее встречали в районах?! Везде хлеб-соль, бурные аплодисменты. Просто не подобрать слов. Давно у нас в республике не было таких мероприятий. Фестиваль-марафон «Песни России» в столице республики прошел на ура. Великолепные выступления ансамблей и артистов, фотосессии сделали тот день незабываемым.
24 июня в республике открылась Первая Всероссийская детская фольклориада. Днем коллективы из разных регионов страны приняли участие в шествии. Его участники были одеты в свои национальные костюмы. Вечером жителей города ждал большой гала-концерт, в котором приняли участие ансамбли из 76 регионов нашей страны. Больше всего мне понравилось выступление коллективов Ставрополя (номер «Наш дедушка Ермолов») и Краснодарского края (номер «Волжская полька»). <...>
Александра САВЕЛЬЕВА.
Чебоксары, 30-я школа.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...