«Чăваш хĕрарăмĕ» 21 (1249) № 02.06.2022
Чăваш хĕрарăмĕ — Раççей элити йышĕнче
Çак кунсенче Чулхуларан ырă хыпар çитрĕ — «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн тусĕ, «Магдалина» пĕрлĕх ертӳçи Инесса Алексеева «Раççей элити: Чи лайăх хĕрарăм ертӳçĕсем. XXI ĕмĕр» конкурсра çĕнтернĕ. Пултарулăх тупăшăвне Раççейри предпринимательсен кунĕ умĕн пĕтĕмлетнĕ.
Ассамблейăна Раççейри 30 ытла регионран 80 чи лайăх, чи пултаруллă ертӳçĕ хутшăннă. Çĕршыври чи маттур директорсен йышне Чăваш Енрен тăваттăн лекме пултарнă: «Магдалина» общество ертӳçи Инесса Алексеева, ре-спублика клиника больницин тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова, Шупашкар хула Иккĕмĕш больницин тĕп тухтăрĕ Лидия Веденеева, П.Осипов ячĕллĕ Шупашкар хула Пĕрремĕш больницин тĕп тухтăрĕ Татьяна Спиридонова. Тĕп тухтăрсем «Лидер предприяти. XXI ĕмĕр» номинацире чыслава тивĕçнĕ. Инесса Алексеевăна вара «Раççей элити. Чи лайăх хĕрарăм ертӳçĕсем» Дипломпа наградăланă.
«Хĕрарăм ертӳçĕсен ассамблейин» президенчĕ Людмила Хохлачева, вăл çавăн пекех Чулхула облаçĕнчи хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи те, пухăннисене саламланă май этемлĕхĕн черчен пайĕ пур йывăрлăха та чăтса ирттерме хатĕррине палăртнă. «Эпир хамăртан килекеннине, тепĕр чухне, тен, пирĕнтен кăна килменнине те, йăлтах пурнăçлама хатĕр. Чи кирли — пирĕн предприятисем йĕркеллĕ ĕçлеччĕр. Пирĕн ĕç коллективĕсем, вĕсем хăйсен ертӳçисене шанаççĕ, ыранхи кун пирки шухăшласа ан пăшăрханччăр. Çапла, паян ансат мар. Анчах та хăçан çăмăл пулнă? Эпир пур йывăрлăха та парăнтаратпăрах!»
Пĕтĕм Раççейри XI «Лидер. XXI ĕмĕр» конференцире бизнес, сывлăх сыхлавĕ, социаллă аталану енĕпе «çавра сĕтелсем» иртнĕ. Конференцире промышленноç, ял хуçалăхĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнес, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳ, культура аталанăвĕсене тишкернĕ. Çивĕч ыйтусемпе Кемĕр, Чулхула, Волгоград, Сарă ту, Пенза, Самар, Мускав хулисенче, Дагестан, Тутар, Чăваш, Удмурт, Чечен республикисенче пурăнакансем тухса калаçнă.
«Конкурсантсем тупăшупа кăна çырлахмарĕç, — каласа кăтартать Раççей элити йышне кĕнĕ Инесса Алексеева. — Паян канăç паман чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç. Кĕçех çакă уçăмланчĕ — пурне те, тĕрлĕ регионра тĕрлĕ тытăмра ĕçлесе пурăнакансене те, пĕр ыйтăвах пăшăрхантарать-мĕн: кадрсем çитменни. Пирĕн тăрăхра, калăпăр, общество апатланăвĕн тытăмĕнче ĕçлеме хатĕрленекен çамрăксене практикăна кăнтăр енне яраççĕ. Унтан вара кам та пулин таврăнать тетĕр-и? Халăха тутлă апатпа тивĕçтерес енĕпе те çапла кăткăслăхсем тухса тăраççĕ.
Хусан хулинчен пынă сывлăх сыхлавçисем питĕ пăшăрханса калаçрĕç. Вĕсем хăйсен сыватмăшĕ валли чи çĕнĕ йышши, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен программăсем туяннă. Анчах та кĕтменлĕх сиксе тухнă. IT енĕпе ĕçлеме йышăннă çамрăксене пысăк шалупа астарса урăх çĕре илĕртсе кайнă. Çапла Хусансем чаплă йышши программăсемпе, анчах та вĕсемпе ĕçлеме пĕлекенсемсĕр тăрса юлнă…» <...>
Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Ăшă сăмах хĕрхенмелле мар
Ирина Васильева мĕн ачаран пысăк та туслă çемье пирки ĕмĕтленнĕ. Хĕрача театр, алă ĕçĕн, эстрада ташшисен кружокĕсене çӳренĕ. Çăмăл атлетика, маунтинбайк та илĕртнĕ ăна. Тухăç енчи кĕрешӳсене те алла илме ĕмĕтленнĕ вăл. Чăн та, 18 çула çитсен каратэпе туслашнă. Ача çуратиччен шкул ӳсĕмĕчченхи ачасене спортăн ку тĕсĕпе паллаштарнă. Хура пиçиххи те пур унăн. 2019 çулта Ирина Юрьевна Раççей чемпионатĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Пушă вăхăтра вара ӳкерме юратать 7 ача амăшĕ. Кăмăлĕ уçăлсан сăвă йĕркисем те шăранса тухаççĕ.
Чим-ха, 7 ача амăшĕн пушă вăхăт та пулать-шим? Çывăх çыннисене тутлă апат- çимĕçпе, кукăльпе савăнтарма юратать вăл. Тĕпелте аппаланса вăхăт нумай иртет. Кил- çуртри тирпей-илеме те сăнаса-асăрхаса ĕлкĕрмелле. Кашни ачана тимлĕх кирлĕ тата. Пур ĕçе те пĕрле тунин, пĕр-пĕрне ăнланнин, шаннин, пулăшнин пĕлтерĕшне палăртать кил ăшшин управçи.
Çемье пуçĕ Владимир Пименович каратэ енĕпе тренер пулса тăрăшать. Спортăн ку тĕсĕпе Васильевсен мĕн пур йышĕ туслă. Шахмат вăййипе те кăсăкланаççĕ арçын ачасем. Хĕрĕсем ӳкерме кăмăллаççĕ. Спорт — кĕлетке сывлăхĕшĕн, пултарулăх — чун сиплĕхĕшĕн, шахмат ăс-тăн çирĕплĕхĕшĕн кирлĕ тесе шухăшлать пултаруллă та хастар çемье. Кил хуçипе мăшăрĕ ачисене тĕрĕс воспитани парас тивĕçе пысăк шайра пурнăçлама тăрăшаççĕ, хастар та хăюллă пулма вĕрентеççĕ. Ахальтен мар Васильевсем республикăра иртекен тĕрлĕ тупăшăва тăтăш хутшăнаççĕ. 2021 çулта «Нумай ачаллă çемьесен спортри çитĕнĕвĕсен рекорчĕсен кĕнеки» конкурсра çĕнтернĕ вĕсем. 2020 çулта районта мала тухса республика шайĕпе иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурсра па-лăрнă, «Спорт çемйи» номинацире çĕнтернĕ. Пĕлтĕр Ирина Юрьевнăпа Владимир Пименовича «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе те чысланă.
— Пурнăçра чи кирли — юрату. Мăшăрпа пĕр- пĕрне саватпăр, ачасене те хаклатпăр. Ывăл- хĕре те çакнах вĕрентетпĕр. Пĕр-пĕрне хисеплени темрен паха пулнине çирĕплететпĕр. Юратса пурнăçласан хăть те мĕнле ĕç те киленӳ кӳрет. Ачасене тĕрĕс воспитани пама та юрату кирлĕ. Çакна палăртсан-кăтартсан кăна çитĕнӳ тума пулать, — ывăл-хĕршĕн ăшă сăмах хĕрхенмелле маррине систерет кил хуçи.
Мăшăрĕ те унпа пĕр шухăшлине палăртать. Чунра ăшă та çепĕç туйăм пулсан кăна пĕр-пĕрне, ашшĕ-амăшне, çĕршыва юратакан ачасем çитĕннине калать вăл.
— Телей — ачасенче. Вĕсен йышĕ ӳссе пынă май кăна çирĕп ăнланса илтĕмĕр çакна. Ачасем — чăн телей. Эппин, паян — телей уявĕ, — тет Ирина Васильева. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Лаша хÿринчен, качака тирĕнчен…
Музыка инструменчĕсем тăвакансем тесенех Итали маçтăрĕсем Страдивари, Амати аса килеççĕ. Хастар та маттур чăваш каччи, Красноармейски салинче çуралса ӳснĕ Даниил Данилов çитĕ-и вĕсен шайне — хальлĕхе калама хĕн. Çакă кăна паллă — яш тĕрлĕ халăх музыка инструменчĕсемпе кăсăкланать. Кăсăкланать кăна та мар, вĕсене хăех ăсталать. Скандинави тăрăхĕнче пурăнакансен халăх инструментне тальхарпăна та, индеецсем илемлĕ сасă кăларнăран «юрату флейти» ят панă пимака та тунă вăл. Вырăс халăхĕн кĕсли те пиçсе тухнă унăн аллинче. Тĕрĕк халăхĕн культурипе кăсăкланни те ахаль мар. Монголсен морин хуур инструменчĕ илĕртнĕ ăна. Пырпа ĕнĕрлесе юрлама хăнăхасси те киленĕçе çаврăннă. «Чăваш халăх инструменчĕсем тумасть-им?» — кăсăкланĕ тепри. Çирĕм çулти каччăн пĕтĕмпех — малашлăхра. Тăван халăх культурине те пысăк тимлĕх уйăрать вăл. Çак тĕлĕшпе тĕрлĕ йывăрлăх пурри кăна ку ĕçе пурнăçламашкăн ура хурать хальлĕхе. Чи пысăк чăрмав вара — халăх инструменчĕсем тăвакан ăстасем çукки.
Кĕтмен-туман çĕртен…
Тĕлĕнмелле те, ача чухне музыкăпа пач кăсăкланман Даниил. Юрламан та, ташламан та. Пĕчĕкрен спортпа туслă çитĕннĕ вăл. Ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ, бокспа кăсăкланнă. Çитĕнерехпе баскетбол вăййи илĕртнĕ ăна. Командăпа тĕрлĕ ăмăртăва та тухса çӳренĕ. Анчах сывлăх тĕлĕшпе тĕрлĕ йывăрлăх пуртан спорт пирки манма тивнĕ. Шкул хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумне çул тытнă йĕкĕт. Куçăнсăр майпа вĕренекенскер иккĕмĕш курса ăнăçлă вĕçленĕ. Кунпа пĕрлех ача чухне юрă-кĕвĕпе пач кăсăкланманскер Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче 1 курсра вĕренет.
— Аттепе анне Юрий Ивановичпа Светлана Ивановна иккĕшĕ те çак музыка училищинчех вĕреннĕ. Анне — дирижер, атте вокал енĕпе ăс пухнă. Анчах иккĕшĕ те пач урăх ĕçре тăрăшрĕç. Юрлаççĕ-ха çывăх çыннăмсем, тепĕр чухне фольклор ушкăнĕпе сцена çине те тухаççĕ. Атте гитара калать. Шăпах вăл вĕрентрĕ хĕлĕхсене вылятма. 11 класа çитсен манăн та ку инструмента алла тытса пăхас килчĕ. Интернетра та уроксем чылай пăхкаларăм. Гитара калакан юлташсем те тупăнчĕç.
Выляма хăнăхнă май инструмент епле йĕркеленни те кăсăклантарчĕ. Аттен кивĕ гитарисене салатса пăхкаларăм. Тӳрлетме хăтлантăм. Кун хыççăн музыка ытти хатĕрне те туса пăхас кăмăл çуралчĕ. Варган тытрăм малтан. Ун хыççăн — кĕсле. Анчах вăл ăнăçсăр пулса тухрĕ. Пĕчĕкскер илемлĕ янăрамарĕ, — юрă-кĕвĕ енне туртăннине каласа кăтартать Даниил.
Кун хыççăн пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпе интернетри тĕрлĕ çăл куçа тишкерме, кĕнекесем вулама пуçланă вăл. Чи малтан халăх культурине тĕпчемеллине ăнланнă. Калăпăр, монголсен морин хуур инструменчĕ ăçтан пулнă-ха? «Лаша пуçĕ» тени мĕне пĕлтерет? Халапа ĕненес тĕк, усал хан ырă кăмăллă арçын ачан шурă лашине вĕлернĕ. Выльăх чунĕ тĕлĕкре хуçине курăннă, хăйĕн юлашкинчен музыка инструменчĕ тума ӳкĕтленĕ. Кун пек вĕсем нихăçан та уйрăлмасса ĕнентернĕ. Арçын ача çапла тунă та. Инструментăн хĕлĕхĕсем лаша хӳринчен пулса тухнă. Аври тăрринче — лаша пуçĕ.
Уçăмлатма хистекен вăрттăнлăх
— Пирĕн çемье тусĕ Дмитрий Алексеев тĕрлĕ çĕршывра пулса курнă. Вăл пулăшнипех 2017 çулта шырав отрячĕпе Мурманска çитрĕм. Дмитрий Владимирович хăнана килсен манăн киленĕçе хакларĕ те музыка училищине кайма сĕнчĕ, — фольклор уйрăмĕн студенчĕ пулса тăнине аса илет маттур чăваш каччи.
Даниил музыка инструменчĕсем тунине курса пĕрле вĕренекенсем те, преподавательсем те тĕлĕннĕ. Çакна тивĕçлипе хакланă. Хăшĕ-пĕри кунашкал хатĕрсене ăсталаса памашкăн та ыйтма тытăннă. Анчах та хальлĕхе сăмах вырăс кĕсли пирки кăна пырать-ха. Чăвашсен самай сарлакарах, пысăкрах вăл. Ăна кăшт пĕчĕклетсе пентатоникăна пăхăнса тăвас ĕмĕт-тĕллевне палăртать хастар яш.
Ятарлă терминсемпе калаçать Даниил. Çакă, паллах, музыка училищинче вĕреннипе çыхăннă. Гитарăпа туслашнă май нотăсене ăнланакан пулса çитнĕ-ха вăл. Тĕрлĕ хатĕр ăсталама ларсан вĕсен йĕркине пăхăннă. Халĕ, паллах, пĕлĕвне ӳстернĕ май, инструментсем тата лайăхрах пулса тухаççĕ.
— Анчах та ăнланса пĕтерме май çук япаласем те пур. Манăн, сăмахран, çирĕплĕхне, хулăнăшне кура хĕлĕхĕн мĕн тăршшĕ пулмаллине палăртакан формулăна тупас килет. Иккĕмĕш çул шыратăп — уçăмлатаймарăм-ха. Çĕршыври тĕрлĕ ăстапа çыхăну йĕркелетĕп. Вĕсем, паллах, тĕрлĕ сĕнӳпе пулăшаççĕ. Анчах та хăйсен вăрттăнлăхне уçасшăн мар-тăр. Чăвашра та ăстасем питех те сайра. Халăх инструменчĕсене тумашкăн çакă чăрмав кӳрет, — чунне уçать Даниил. Апла пулин те пуç усмасть каччă, малаллах талпăнать.
Татьяна НАУМОВА.
«Вирьял шевлисем» çĕнĕ шая çĕкленчĕç
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Элĕк салинче Регионсен хушшинчи чăваш эстрада юррин «Вирьял шевлисем» фестивалĕ çирĕм улттăмĕш хут иртнĕ. Юлашки çулсенче пултарулăх çак тупăшăвне республикa тĕрлĕ районĕнчен çеç мар, регион тулашĕнчен те хутшăнаççĕ. Кăçал çанталăк ăшăпа савăнтарманнине пăхмасăрах юрлакан хăнасем Чĕмпĕр тăрăхĕнчен те килсе çитнĕ.
Регионсен хушшинчи конкурсра пĕрремĕш тапхăрта мала тухнисем тупăшнă.
Кăçалхи конкурсăн хăйне евĕрлĕхĕ те пулнă — тупăшăва хутшăнакансем наставниксемпе пĕрле хатĕрленнĕ. Республикăри паллă эстрада юрăçисем çамрăксене хăйсене сцена çинче тыткалама вĕрентнĕ, юрлас ăсталăха аталантарнă.
Куракан умĕнче чĕрĕ сасăпа юрлакансен пултарулăхне профессионал жюри хак панă: Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн ертӳçи Светлана Тяхмусова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Эстрада артисчĕсен союзĕн ертӳçи Алина Федорова, Валентина Кузнецова юрăç, «Вирьял шевлисем»-2017 конкурсра гран- прие тивĕçнĕ Людмила Засыпкина.
Жюри членĕсем палăртнă тăрăх, кăçал конкурса хутшăннисен хушшинче çĕнтерӳçе палăртма питех те йывăр пулнă, мĕншĕн тесессĕн çамрăксем пурте лайăх хатĕрленнĕ, сассисем уçă та илемлĕ. Çапах та Шупашкар районĕнчи Кăшавăшри клубра илемлĕх ертӳçинче ĕçлекен Алина Кирилловăна çитекен пулман — Надежда Кузьмина çырнă «Вальс» юрăпа вăл гран-прие тивĕçнĕ.
Пĕччен юрласа Муркаш пики Ангелина Крючкова мала тухнă. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Екатерина Лашманова /Чĕмпĕр хули/ тата Алексей Анисимов /Элĕк районĕ/ пайланă.
Пурне те хыçа хăварма пултарнă маттур юрăçпа çывăхарах паллашас килчĕ. Алина Кириллова культура тытăмĕнче нумай пулмасть кăна ĕçлеме пуçланă-ха. Çамрăк амăшĕ çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Кăшавăшри шкулта ачасене обществознани предметне вĕрентме пуçлĕ. Юрласси вара хĕрне амăшĕнчен куçнă-тăр. Сăмах май, Регина Черновăна, Кăрмăшри ача сачĕн воспитательницине, вулакан пĕлме тивĕç — вăл пĕр вăхăт «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕнче те вăй хучĕ.
«Пирĕн çемьере килте ларма пĕлекен çын çук-тăр, — шӳтлет савăнăçне пытараймасăр Регина Витальевна. — Алина ачаранах юрă-ташăпа туслă ӳсрĕ. Студент çулĕсенче «Янташ» ушкăнра юрларĕ. «Вирьял шевлисем» конкурса хутшăнма сĕнсен хаваспах килĕшрĕ. Финала тухрĕ. Халĕ акă регионсен хушшинчи конкурсра çĕнтерчĕ. Çакăн пирки ĕмĕтленнĕ, паллах, анчах — шанман. Хăйĕншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ ку. Кăмăллă кĕтменлĕх».
Рита АРТИ.
♦ ♦ ♦
Чун вăрансан…
Чи малтисен йышĕнче
Чăваш халăхĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ теççĕ. Пушă вырăнта çуралман çак каларăш. Чăнлăхпа килĕшсе тăрать вăл. Ĕçлеме кăна мар, юрлама-ташлама ăста йăхташăмăрсем. Алă ĕçĕпе те палăрса тăрать чăваш. Çавăнпах тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнче тĕпленсен те ытти халăх хушшинче çухалса каймасть, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе яланах «шăтарса тухать».
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра аякри тăванăмăрсен пурнăçĕ, вĕсем хăйсем тĕпленнĕ тăрăхсенче халăхăмăрăн чĕлхине, йăли-йĕркине упрас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем çинчен тăтăшах пĕлтерсе тăратпăр. Хальхинче хаçат урлă çĕршывăн тĕп хулине Мускава çитсе курма йыхравлатпăр вула-канăмăра.
Паллах, çуралнă кĕтесрен аякра тĕрлĕ сăлтава пула тĕпленет çын. Çапах та чун хăйĕнпе пĕр шухăшлисене шырама нихăçан та пăрахмасть. Çапла йĕркеленнĕ те 1989 çулта Мускав чăвашĕсен пĕрремĕш пĕрлĕхĕ. Унăн хисеплĕ ертӳçине чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне, виççĕмĕш космонавта, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева суйланă. Йĕркелӳ ĕçĕсене Виссарион Пряников ăсчах тытса пынă.
Тĕрĕссипе, пĕрле çăмăлрах иккенне чăваш питĕ лайăх ăнланать. Мускавра тĕпленнĕ йăхташăмăрсем пĕрремĕш пухусене иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенчех ирттерме пуçланă. Самана улшăнса пынă май, çакă общество организацийĕсене те витĕм кӳнĕ. Çапла майпа Чăваш культурин обществи те юридици тĕлĕшĕнчен регистрациленнĕ. Халĕ вăл Мускаври общество чи ватă организацийĕсенчен пĕри шутланать.
Чăваш культури ытти халăха та кăсăклантарать
Каярахпа Мускавра чăвашсене пĕрлештерсе тăракан тата ытти организаци вăй илнĕ. 2000-мĕш çулсенче Мускаври чăваш наци-культура автономийĕ «çуралнă». «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» чăваш çĕрĕнчен тухнă офицерсене пĕрлештерсе тăрать. Питĕ çирĕп организаци ку. Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Тăван чăваш çĕрне те тăтăшах килсе çӳреççĕ вĕсем, нумай тĕл пулу йĕркелеççĕ. Çавăн пекех федераци шайĕнчи Раççейри чăвашсен наци-культура автономийĕ ентешсен хушшинче пысăк ĕç пурнăçласа пырать.
Чăваш культурин обществине 2002 çултанпа Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лира Смирнова ертсе пырать. Сăмах май, Мускавра тĕпленнĕ ентешлĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсенчен сумлă çак ята вăл пĕрремĕш тивĕçнĕ.
Асăннă пĕрлĕх пысăк мегаполисра чăваш чунне упраса хăварма тăрăшни куç кĕрет. Пĕр шухăшлă çынсем пуçтарăнса культура тĕрлĕ мероприятийĕ йĕркелеççĕ: наци уявĕсем Сурхури, Çăварни, Кĕр сăри, Акатуй… Концертсем, куравсем тăтăш иртеççĕ. Паллă çынсемпе: артистсемпе, ӳнерçĕсемпе, ăсчахсемпе — тĕл пулаççĕ. Аслисене кăна мар, ӳсекен ăрăва та наци культурине явăçтарас тĕллевпе ачасем валли те мероприятисем иртеççĕ. Калăпăр, наци елки — хăйне евĕр мероприяти. Пĕчĕккисен хушшинче йĕркелекен конкурссем — хăнăхнă пулăм. Çак енпе вĕсене тĕп хулари Национальноçсен çурчĕ пулăшать. Çавăн пекех Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ пред-ставительстви те тĕревлет.
Тăрăшса ĕçлени хăйĕн çимĕçне кӳрет. Мускавра чăвашсене пĕлеççĕ, нацисен хушшинче иртекен мероприятисене тăтăшах йыхравлаççĕ.
Хамăрăн кăларăмра Мускавра та чăваш чĕлхине вĕренни пирки çырса кăтартнăччĕ. Пархатарлă çак ĕçе халĕ те пурнăçласа пыраççĕ. Çăл куç таппи пек шăнкăртатакан çепĕç чĕлхемĕр ытти халăха та кăсăклантарать. Занятисем тӳлевсĕрех иртеççĕ. Унта кăмăл пуррисене пурне те йышăнаççĕ. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...