Комментари хушас

25 Кăрлач, 2022

«Хыпар» 7 (27886) № 25.01.2022

Экзаменра шухăшлава аталантаракан ыйту ытларах пулĕ

Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ шкултан вĕренсе тухакансен пĕлĕвне хаклакан çăл куç пулса тăчĕ. Экзаменра лайăх паллă илекенсене аслă шкулсене вĕренме кĕмешкĕн пулăшать.

Чăваш Енри вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологийĕсен центрĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта 9-мĕш класс ачисем пурте математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамен тытнă. Аттестат илес тесен экзаменсенче «3»-рен япăхрах паллă илмелле пулман. Пандемие пула 2020 çулта вĕсем тĕрĕслев витĕр тухман. 11-мĕшсен аслă шкулсене вĕренме кĕрес тесен математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамен тытмалла пулнă, профиле кура ытти предметпа та ППЭ тытнă. Хими, информатика, биологи, истори, общество пĕлĕвĕ суйлакан уйрăмах нумай.

2021 çулта ППЭне тытма 5229 çын /2020 — 5509, 2019 — 5508/ хутшăннă, вĕсенчен 56-шĕ 100 балл пухнă. Шкултан вĕренсе тухнине палăртакан экзамена /ГЭВ/ 330 çамрăк /11-мĕшсем пирки сăмах пырать/ суйласа илнĕ. Патшалăхăн тĕп экзаменне 9-мĕш класран вĕренсе тухнă 11766 яшпа хĕр тытнă. Вырăс чĕлхипе ППЭне хутшăннисен 100 проценчĕ лайăх балл пухнă, математикăпа — 96 процент. Анчах пĕлтĕр 121 çамрăк математика экзаменĕнче палăртнă виçерен иртеймен.

Вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Егорова пĕлтернĕ тăрăх, шкултан вĕренсе тухакансем чăваш чĕлхипе республикăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытаççĕ. «Анчах пандемие пула 2020- 2021 çулсенче экзамен ирттермен. Ытти çулта 700-800 яхăн çамрăк /9-мĕшсем/ çак экзамена суйласа илнĕ. Вĕсем вăтамран «4» паллă илнĕ. 11-мĕшсен йышĕнче чăваш чĕлхин экзаменне тытакан пулманпа пĕрех. Кăçалхи тĕрĕслев материалĕсен тĕслĕх вариантне çирĕплетнĕ. Унта нимĕнле улшăнусем те пулман. Юлашки хут 2020 çулта çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ: тест ыйтăвĕсене 13- рен 7 хăварнă, заданисем йывăрланнă», — терĕ Анна Семеновна.

Вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологийĕсен центрĕ 2022 çулта ППЭ тĕрĕслевĕ витĕр тухас текенсенчен заявлени йышăнма пуçланă. Унта кăçал вĕренсе тухакансем, ытти çул шкул пĕтернисем, техникум- колледж студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Раççейĕн вĕрентӳ надзорĕ кăçал ППЭ /11-мĕшсем валли/ графикне те çирĕплетнĕ. Ăна виçĕ тапхăра пайланă: тĕп тапхăрчченхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртĕ, тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçласа утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче пулĕ, аттестат илейменнисем авăн уйăхĕнче экзамен тытĕç. 9-мĕш классен экзаменĕсене те виçĕ тапхăра уйăрнă.

Раççейĕн вĕрентӳ надзорĕн ертӳçи Анзор Музаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал экзаменсене унчченхи форматпах ирттерме палăртнă, анчах коронавируспа çыхăннă лару-тăру япăхлансан расписанире çĕнĕлĕхсем пулĕç. 9-мĕш классен вырăс чĕлхипе, математикăпа экзамен тытмалла, тепĕр иккĕшне шкул пĕтерекен хăй суйласа илет. 11-мĕшсен аттестата тивĕçес тесен икĕ экзаменра /вырăс чĕлхи, математика/ çителĕклĕ балл пухмалла, аслă шкула вĕренме кĕрес тесен ытти предметпа та экзамен тытмалла. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


COVID-19 дистанци мелне каялла тавăрать

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче çирĕплетнĕ ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирусран сыхланассипе çыхăннă темăна çĕклерĕ — лару-тăру каллех çивĕчленнине палăртрĕ.

Цифрăпа — хăвăртрах, тухăçлăрах

Чирлекенсен шучĕ çак кунсенче питĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳсни палăрать. Юлашки талăкра 230 çынна чир ернине çирĕплетнĕ. Стационарсене вырттарнă çынсен йышĕ кану кунĕсенче кăна 30% пысăкланнă, амбулатори мелĕпе сипленекенсен — 50%. Çавна май Олег Николаев мĕн пур канашлăва дистанци мелĕпе ирттермеллине палăртрĕ.

Массăллă мероприятисем тĕлĕшпе те асăрхануллă пулма ыйтрĕ. Ку хăй çитес эрнекун Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарассине те пырса тивет. Ăна итлеме йыхравлакан çынсен йышĕ ахаль те пысăк мар пулмаллаччĕ, халĕ вара Олег Алексеевич списока тата — зала кĕме пултаракан йышăн 50% таран — чакарма йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Унта хутшăнакансен икĕ хутчен ПЦР-тест тума тивĕ.

Экономика отраслĕсен, социаллă сферăн, патшалăх управленийĕн цифра трансформацийĕн ыйтăвĕпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Республикăн цифра трансформацийĕн стратегине çирĕплетнĕ, унта 128 проект кĕнĕ — вĕсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Чăваш Ен «цифра пиçĕлĕхĕн» Раççей шайĕнчи рейтингĕнче ТОП-20 йышне кĕрет, Атăлçи округĕнче — 3-мĕш вырăнта.

Çапах пĕлтĕр ку енĕпе нумай ĕç тунă пулин те Дмитрий Иванович 2021 çула плансем хатĕрленĕ тапхăр тесе хакларĕ, 2022 çул вара «çĕнтерӳсен çулталăкĕ» пулмалла. Влаç органĕсенчи цифра трансформацийĕн командине йĕркеленĕ, кашни ведомствăра ку ыйтусемшĕн яваплă ертӳçĕсене палăртнă, вĕсене ятарласа вĕрентнĕ. Тивĕçлĕ мероприятисем валли укçа-тенкĕ уйăрассине çирĕ-плетнĕ. Кăçалхи тăкаксем 575 миллион тенкĕпе танлашмалла, цифра трансформацийĕн виçĕ çуллăх бюджечĕ вара 1,6 миллиард тенкĕрен те иртĕ.

Çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕсем палăраççĕ ĕнтĕ. Калăпăр, пулăшусен 89% электрон мелпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ — планпа пăхнинчен чылай пысăкрах кăтарту. Çапах, министр шучĕпе, ĕçлемелли нумай-ха. Сăмахран, ял тăрăхĕсенче цифра аталанăвне вăй парасси — цифра тан-марлăхне пĕтересси. Хальлĕхе пысăк хăвăртлăхлă интернет та пур çĕрте те çук-ха. Ăнăçу валли, иккĕленмест министр, ресурссем кирлĕ, анчах çакă кăна сахал — тĕрлĕ тытăм ертӳçисем хăйсем çак ĕçе кӳлĕнни, цифра трансформацийĕн уссине туйса лару-тăрăва лайăхлатма ăнтăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Олег Николаев темăна пĕтĕмлетнĕ май цифра трансформацийĕпе çыхăннă рейтингра çӳле çĕкленме пултарнине ырларĕ, çапах, ун шучĕпе, чи пĕлтерĕшли ку мар, чи кирли — çынсем ин-формацие хăвăрт илме пултарассине, çак ĕç пахалăхне тивĕçтересси — çакна тĕпе хурса ĕçлемелле.

Хăйăрпа тăвар та шута юратаççĕ

Транспорт министрĕ Владимир Осипов хĕллехи тапхăрта çулсене пăхса тăрас ыйтупа калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ку енĕпе ĕçлекен подряд организацийĕсем хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Çулсене юр çунă хыççăн 4-6 сехетрен кая юлмасăр тасатмалла, юр вăрах çуса тăнă тапхăрсенче техникăн кашни 4 сехетре çулсене патруль мелĕпе хырса каймалла — çак требованисене тĕпрен илсен пăхăнаççĕ. Иртнĕ кунсенче юр нумай çунă, кăрлачра уйăхри нормăран та ытларах пулнă — 107%, юр хулăнăшĕ 34 сантиметра çитнĕ. Çавна май çулсене тасатма пĕр харăс техникăн 240 единицине кăларма тивнĕ кунсем те пулнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Хамăр шухăшланинчен те ытларах тума тĕллев лартатпăр»

Пандемие пăхмасăр 2021 çулта чылай енĕпе çак сăмахсене тӳрре кăларнă

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак эрнекун 12 сехетре Патшалăх Канашне яракан Çырупа паллаштарĕ. Ăна хатĕрленĕ май халăх шухăш-кăмăлне шута илесси йăлана кĕнĕ. Ятарлă тĕпчев ирттернĕ те граждансем хальхи Çырура чи малтан ĕç укçине, çынсен тупăшне пысăклатассине, тарифсемпе хаксем ӳсессине чарассине тĕпе хурасса кĕтни уçăмланнă. Çырура вĕсене шута илĕç-и — курăпăр. Эпир вара пĕлтĕрхи Çырура палăртнă тĕллевсен шăпипе кăсăклантăмăр. Мĕн пурнăçланнă, хăш тĕллевсене тӳрре кăларайман — тишкерсе пăхар.

Никама та манман

2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланине кура пĕлтĕрхи Çырăва Олег Николаев çак темăран пуçланăччĕ. Çавна май иртнĕ çул республика вăрçă вăхăтĕнче хăйсен сывлăхне, пурнăçне хĕрхенмесĕр тăшманран хӳтĕленес ĕçе чăннипех пысăк тӳпе хывнисене тивĕçлипе чысларĕ.

Çав шутра — Куславкка районĕнче чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене халалланă мемориал туни. Унта ĕçсен тĕп пайне пурнăçланă ĕнтĕ — монумента кăçал хута ямалла. Çак паттăрлăха халалланă кĕнекесем тухрĕç, театрсем спектакльсем хатĕрлерĕç. Кĕçех вара опера та пулмалла. Çак ретрех — пĕлтĕр Шупашкара ĕç мухтавĕн хулин ятне пани те. Тĕп хулара мăнаçлă стела хута кайрĕ, вăл Шупашкар хăйĕн ĕçĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве туптама хывнă пысăк тӳпене сăнарлать.

Медицина хавшак мар

Паллах, Олег Алексеевич Çырура пандемин çивĕч ыйтăвĕнчен те пăрăнса иртме пултараймарĕ, сыхлăх мерисене вăйлатмалли çинчен каларĕ. Шел, коронавирус парăнма шутламасть-ха, çапах регион унпа çине тăрса кĕрешнине палăртмалла. Паян республикăра планпа пăхнă йышăн 70 ытла процентне вакцинациленĕ. Ку — Чăваш Енре пурăнакансен 45 ытларах проценчĕ. Çителĕксĕр. Çавăнпа тĕрлĕ майпа усă курма тивет. Çав шутра — 60 çултан аслăрах граждансене килтех прививка тăвассине ĕçе кĕртни. Заявка парсан медиксем ватăсем патне киле пырсах прививка тăваççĕ.

Шупашкарта инфекци больницин çĕнĕ корпусне тумалли çинчен Çырура пусăм тусах каланăччĕ — ковид сарăлнă условисенче çакă пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе пулăшмашкăн 2020 çулхи авăн уйăхĕнче Олег Николаев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа калаçнă май та ыйтнăччĕ. Строительство ыйтăвĕ хăвăрт татса памаллискер мар. Сăмах 1,3 пин койкăлăх корпус пирки пырать, çак больницăна тума пысăк укçа — 23,7 миллиард тенкĕ кирлĕ. Çапах лав вырăнтан тапранчĕ теме пулать. Авăн уйăхĕнче тивĕçлĕ документсене хатĕрлесси вĕçленсе пыни пирки хыпар пулчĕ, об±ект валли çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Строительство подрядчикĕ те паллă — «Ростех» патшалăх корпорацийĕ.

Республикăра медицинăн пуçламăш сыпăкне аталантарас енĕпе тимлĕх пысăкки куçкĕрет — ку енĕпе çине тăрса ĕçлесси çинчен те çулталăк каяллахи Çырура çирĕплетсех каланăччĕ. Калăпăр, раштавра кăна чылай ФАП хута кайрĕ. Çав шутра Патăрьел тата Вăрнар районĕсенче çĕнĕ пилĕкшер фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал республикăра пилĕк теçетке ытла ФАП хута кайнă: ял çыннисен сывлăхне сыхлас, вĕсене медпулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе — чăннипех курăмлă ĕç.

Çав-çавах вилеççĕ

Пандеми хăрушлăхĕ, инфекцие пула Чăваш Ен нумай çынна çухатни çинчен каланипе пĕрлех Олег Алексеевич тепĕр самант çинче те чарăнса тăнăччĕ: тулашри сăлтавсене пула çынсем вилесси нумайланни пăшăрхантарать. Автоаварисенче, сарăмсăр ытти сăлтавпа кăна 2020 çулта 1,7 пин ытла çын вилнĕ. Çавăнпа сыхлăха, хăрушсăрлăха çирĕплетес енĕпе регион анлă мерăсем йышăнать. Тĕслĕхрен, 2021 çулта çулсем çинчи аварисенче вилнисен шучĕ пĕчĕкленнĕ.

Анчах çынсен пурнăçне упрас енĕпе тивĕçлĕ тытăмсем пĕтĕмпех тăваççĕ теме иртерех-ха. Республикăра пĕлтĕр алкогольпе наркăмашланса кăна 290 çын вилнĕ. Пĕтĕмпе вара çакнашкал интоксикацин 674 тĕслĕхне шута илнĕ – 2020 çулхинчен 2,8% нумайрах. Вилнисен, сывлăхне сиенленисен шутĕнче ытларах — 40-49 çулсенчи çынсем. Пĕлтĕр Элĕк районĕнчи пĕр ялта пахалăхсăр эрехпе наркăмăшланса харăсах тăватă çын пурнăçĕ татăлчĕ. Çав вăхăтрах наркăмăшланнисен шутĕнче çул çитмен 35 çамрăк, 14 çул тултарман 30 ача та пулни уйрăмах тĕлĕнтерет. Кунашкал ыйту, паллах, çулталăкра татса памалли мар, эппин, ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлемелле.

Чухăнлăхпа çураçмастпăр

Олег Николаев паянхи условисенче йывăр лару-тăрури граждансене пулăшасси мала тухни çинче те чарăнса тăнăччĕ. Çавăнпа социаллă политика тĕлĕшпе тимлĕхе пысăклатма шантарнăччĕ. Влаç сăмахне тытать темелле. Çакна çирĕплетекен мера пайтах — нумай ачаллă çемьесене пулăшнинчен тытăнса социаллă контракт мелне аталантарни таран

Олег Николаев 2025 çул тĕлне чухăнлăх шайне 17,4-ран 14,3 процент шайне антармалли тĕллев палăртнăччĕ. Хальлĕхе ку енĕпе çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ паллă мар-ха, Росстатăн иртнĕ çулхи виççĕмĕш квартал кăтартăвне вара пĕлетпĕр – 11 процент. Çакна ĕçлев рынокĕ пандемичченхи шая таврăннипе, ачасемшĕн, пенсионерсене панă хушма тӳлевсемпе, сахал тупăшлă çемьесене пулăшмалли ытти мерăна вăя кĕртнипе сăлтавлаççĕ. Чăваш Ен ĕç укçин ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе çĕршывра тăххăрмĕш вырăнта пулнин витĕмĕ те пур. Пĕлтĕр республикăра уйăхри вăтам ĕç укçи 9,7 процент хушăннă.

Шкулсем, стадионсем…

Сывă пурнăç йĕрки иртнĕ çулхи Çырăвăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр теми пулнăччĕ. Республикăра пурăнакансене хăйсен сывлăхне физкультурăпа спорт урлă çирĕплетмелли условисемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пĕлтĕр самай пысăк ĕç пурнăçланă, çапах тĕллевсем тата пысăк. Калăпăр, Шупашкарти «Волга» стадион реконструкцине пуçарни. Виçĕ çулта кунта нумай функциллĕ физкультурăпа спорт комплексĕ, пăр каток, футбол уйĕ тумалла — спорта юратакансемшĕн чăннипех пысăк парне пулĕ. Е тата — иртнĕ çул Ишлейре 25 метрлă бассейнлă ФОК строительствине пуçлани. Виçĕ хутлăскерĕн çуртне çĕкленĕ ĕнтĕ, строительство ĕçĕсем кăçалхи çулла вĕçленмелле.

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Шпаргалкăсем… кайăк карти евĕр вĕçсе аннă

Алă çине шпаргалка çырасси е «бомба» хатĕрлесси майĕпен манăçа тухса пырать. Хальхи студентсем экзаменра конспектран, телефонран е кĕнекерен çырса илеççĕ. Ыйтăма хатĕрленĕ чухне темиçе студент кун пирки пĕлтерчĕ. Анчах: «Ман пирки ан çырăр тархасшăн», — тесе питĕ хытă ыйтрĕç. Вĕсене ăнланма пулать-ха, малалла вĕренмелле вĕт! Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче, каярахпа аслă пĕлӳ илнисен вара нимĕн те хăрамалли çук. Вĕсен хаваслă çулсене аса илсе куласси çеç юлать.

Оксана ВАСИЛЬЕВА, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ:

— Эпĕ 2000 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Паллах, ытти студент пекех, шпаргалка çыраттăм. Анчах вĕсене материала лайăхрах астуса юлас тĕллевпе хатĕрленĕ. Ку мана, чăнах та, пулăшатчĕ. Пĕррехинче, турккă чĕлхипе экзамен тытнă чухне, çав тери йывăр пулчĕ. Хĕр тантăшăм Таня: «Атя шпаргалка илсе кĕретпĕр, унсăрăн тытаймастпăр», — терĕ. Эпĕ, нихăçан та усă курманскер, питĕ хăрарăм. Хам çавах тусăма итлерĕм. Экзамена яланах пĕрремĕш ăстрăмпа кĕреттĕмĕр. Хайхискерсем аудиторие кĕрсе лартăмăр, билет туртса кăлартăмăр. Словарь илсе кĕме юратчĕ те ăна кăларса хутăмăр. Хăра-хăрах шпаргалкăна ун айне темĕнле майпа чиксе хунăччĕ ĕнтĕ. Чĕре сиксе тухасла тапрĕ. Ура тĕпĕ вĕри çатма çинчи пек пĕçерсе тăчĕ. Çыркаланă хыççăн хайхи словаре шутарса шпаргалкăна илесшĕнччĕ. Ăçта унта! Чĕтрекен аллăм йăлтах пăсса хучĕ: словарь сĕтел çинчен персе анчĕ. Унпа пĕрлех шпаргалкăсем кайăк карти евĕр урайне сапаланса вĕçрĕç. Эпĕ тĕслĕхлĕ студентчĕ, пĕрремĕш рете ларнăччĕ. Намăс пулчĕ паллах. Ку туйăма паянхи кун та лайăх астăватăп. Йăлтах сăнаса ларнă преподаватель Василий Андреевич йăл кулчĕ. Вăл мĕн каланине астумастăп, çав самантра эпĕ çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ. Кула-кулах тепĕр кун экзамена килме хушса аудиторирен кăларса ячĕ. Ун пек лару-тăрăва урăх лекмен. <...>

Алина ИЛЬИНА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   ♦


Кăшкăрса пăшăрхантарсан ĕнесем сĕт сахал антараççĕ

Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăн Хыркассинчи «Герой» уйрăмĕн машинăпа ĕне сăвакан операторĕсем Юрий Никитинпа Валентина Васильева пĕлтĕр 97 пуçран тăракан кĕтӳри кашни ĕнерен куллен вăтамран 10050 килограмм сĕт суса республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă.

4-5 çул сăваççĕ те какая яраççĕ

Тренккассинче пурăнакан Юрий Никитин кунашкал пысăк çитĕнӳ патне епле çитни çинчен каласа кăтартрĕ. Фермăра çулталăкра 10050 килограмран ытларах антаракан ĕнесем те пур иккен. Латвири «Копдарбиба» колхоз дояркине Марта Семулиса, кашни ĕнерен вăтамран 1950 çулта — 4869, тепĕр çултан 5096 килограмм сĕт сунăскере, «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» хисеплĕ ят тата «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медаль панă. Вăл 1952 çулта сăвăма 6017 килограма çитернĕ, çак чикĕрен чакман. Пысăк продуктивлăхшăн 1958 çулта «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» хисеплĕ ята тата «Çурлапа Мăлатук» ылтăн медале иккĕмĕш хутчен тивĕçнĕ.

Çав наградăпа хавхалантарнисен ретĕнче Чăваш АССРĕнче — Канаш районĕнчи Валентина Дмитриева доярка, Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Серафима Лукина тата Муркаш енчи Ольга Федорова выльăх пăхакансем /иккĕшĕ те пĕр хушă дояркăра тăрăшнă/. Вĕсен кăтартăвĕ совет тапхăрĕнче республикăра чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Çапах виççĕшĕ те çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 9-10 пин килограмм сĕт суса илесси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман.

— Сăвăма ӳстерме нумай условикирлĕ, — терĕ Юрий Алексеевич. — Темиçĕшне те пулин палăртатăп. Мăйракаллă шултра выльăха ĕрчетме сĕт лайăх антаракан ĕне ăратне суйласа илмелле. Эпир пысăк продуктивлăхпа палăрса тăракан хура-шурă ĕнен голштин ăратне ĕрчететпĕр. Комплексра — 774 пуç ĕне, 2021 çулта кашни вăтамран 9222 килограмм сĕт панă. Пирĕн ĕнесем хĕлле — 40-шер, çулла 50-шар килограмм ытла антараççĕ. Çулталăкра 9-10 пин литр сĕт параканнине кĕтĕве кĕртме сахалтан та çичĕ-сакăр çул кирлĕ. Пăрусене чи пысăк продуктивлă амăшĕсенчен уйăрса илетпĕр.

Юрий Никитинăн шухăшĕпе, сĕт нумай сăвасси ĕне миçе çултинчен те килет. «Геройра» 4-5 çултисене кăна сăваççĕ, аслăраххисене аш-какай комбинатне ăсатаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем продуктивлăха чакараççĕ. Кирек хăш хуçалăхра та сăвăм çулла хĕллехинчен пысăкрах. Ĕне ешĕл те сĕтеклĕ апатран сĕт нумайрах антарать. Кунта та çавах. Анчах кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта та продукци ытларах илессишĕн пĕтĕм вăя параççĕ. Рациона тутлăхлă хутăшсемпе пуян апат кĕртнĕ.

Вырăсла вăрçать, чăвашла мухтать

Комплекссенче кунĕпе-çĕрĕпех — лайăх микроклимат, таса шыв, протеин, сахăр, тĕрлĕ витаминпа минерал тытса тăракан апат выльăх умĕнчен татăлмасть. Рационра тĕп компонентсем — хальхи вăхăтри технологипе хатĕрленĕ люцерна тата куккурус сенажĕпе силос. Пахалăхĕ лайăх. Кăвакарнине, çĕрме пуçланине çитермеççĕ. Тырăран авăртакан фуражра тĕп вырăнта — урпа. Вырăнти цехра унăн çăнăхне темиçе тĕрлĕ компонентпа хутăштарса çичĕ рацион хатĕрлеççĕ. Сĕтлĕ ĕнесене пĕрремĕшне тĕпе хывса тăрантараççĕ, вăтам сăвăмлă ушкăнрине тырă сахалрах çитереççĕ, вăхăтлăха сума пăрахтарнисем чухăн рационпа, çав шутра улăмпа çырлахаççĕ.

Çулла ĕнесене шăрăха чăтса ирттерме — Беви-Спрей, куллен çитерекен апатра выльăха кирлĕ элементсем çителĕксĕртен /çакна лабораторире тĕпчесе çирĕплетнĕ/ ӳсен-тăранран юхтарса хатĕрленĕ çу, рапсран янтăланă шрот, урпа ăслинчен юлнă тата выльăх кăшманĕнчен хатĕрленĕ хутăшсем, азот нумай тытакан капсулăллă мочевина параççĕ. Çав компонентсене ятарлă техникăна тултараççĕ. Вĕсене хутăштарса вĕтетеççĕ, электрон тарасапа виçеççĕ, кашни выльăх пуçне миçе килограмм хутăш апат çитермеллине тĕпе хурса ĕнесен умне тăкса тухаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Анжелина МАЛЕЕВА: Чун ыйтмасан нимĕн патне те алă пымасть

Анжелина Малеева Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта 1974 çултанпа пурăнать. Кунта вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ хыççăн кайнă, яланлăхах тымар янă. Кивĕ Чукал та çуралнă хутлăхĕ, Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш, пекех чуна çывăх, тăван пулса тăнă. Ун пирки тата ытти çинчен Анжелина Ивановна хăй каласа кăтартрĕ.

Кашни ача хăйне евĕрлĕ

— Анжелина Ивановна, сире кун çути парнеленĕ çынсем пирки пĕлес килет. Камсем вĕсем?

— Мария тата Иван Кудряшовсен тăхăр ачинчен виççĕмĕшĕ эпĕ. Атте Иван Васильевич, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, анне Мария Александровна культура ĕçченĕсем пулнă. Атте клуб тытăмĕнче, анне библиотекарьте вăй хунă. Çемье пысăк пулсан та питĕ туслăччĕ, çывăх тăванăмсем кĕвве-çемме питĕ юрататчĕç, нимĕнле пысăк ĕçрен те хăраса тăмастчĕç. Пирĕн вăхăтра ял ачисем хăвăрт çитĕнсе çитнĕ. Ĕç пиçĕхтернĕ пире. Вĕренессине те ĕç пекех йышăннă. Çавăнпа дневника та лайăх паллăсем кăна илем кӳретчĕç. Аслă классенче тăван ялтан кӳршĕри Турхан шкулне вĕренме çӳреме тивни те — куллен 10-шар çухрăм утнă — кăмăла хуçман, çирĕплетнĕ кăна. Пирĕн çемьерен 3 педагог, 3 медицина ĕçченĕ тухнă. Пурте аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕ.

— Ача чухнех вĕрентекен пулас ĕмĕтпе пурăннă-и?

— Тухтăра вĕренесшĕнччĕ, анчах шăпа урăх сукмакпа уттарчĕ. Уншăн пĕрре те кӳренместĕп. Учитель ĕçĕ те питĕ пархатарлă. Алла диплом илнĕ хыççăн тĕп хуларан, çавăн пекех район центрĕнчен те, инçетре вырнаçнă ялта ĕçлеме пуçлани хăратмарĕ. Ачасен шанăçĕ, юратăвĕ вăй, шанăç парса тăчĕç. Паллах, пур ача та математикăна «пиллĕклĕх» пĕлмест, калăпăр, пĕри «виççĕрен» малалла каяймасть, анчах вăл выльăх-чĕрлĕхе никамран вăйлă юратать. Кашни ача хăйне евĕрлĕ, çакна вăхăтра асăрхама кăна пĕлмелле.

— Çапла пултăр тесен учителĕн хăйĕн те питĕ тимлĕ, кулленех аталанса, ачасене хăйĕн хыççăн ертсе пымалла-тăр.

— Тавра курăма ӳстерес тесех питĕ нумай вулаттăм, пĕлĕве аталантараттăм. Тавра пĕлӳ ĕçĕпе кăсăкланасси те çавăнпах çыхăннă. Вĕрентекен кăна мар, завуч та пулма, директор тивĕçĕсене те пурнăçлама тиврĕ. Шкул ачисен пĕлӳ шайĕ те начар марччĕ темелле. 2005-2008 çулсенче манăн вĕренекенсем районти ăслăлăх- практика конференцийĕсенче çĕнтерӳçĕсем пулса пычĕç. «Математика» кружока та ытти предметпа çыхăнтараттăм. Çапла туни ачасен тавра курăмне аталантарма май паратчĕ.

Герб çинче — пилĕк çулçă

— Сăмахăма тавра пĕлӳ ĕçĕ çине куçариччен эсир шкул лесничествине ертсе пынине те асăнса хăварас килет.

— Пулнă ун пекки те. Лесничество членĕсем вырăнти вăрман хуçалăхне çулталăк тăршшĕпех пулăшса пынă: çамрăк хунавсене пăхса тăнă, йĕкел пуçтарнă, вĕçен кайăксем валли хӳтлĕхсем, йăвасем ăсталанă. Унсăр пуçне ачасен ашшĕ- амăшĕ валли «Пурнăç урокĕсем» шкул ĕçленĕ.

— Халĕ, 10 çул ытла, тивĕçлĕ канура ĕнтĕ эсир. Юратнă тепĕр ĕçĕрте — тавра пĕлӳре — киленĕç тупма тинех вăхăт тупатăр пулĕ?

— Шкулти тавра пĕлӳ музейне хамăн ирĕкĕмпе, чĕре хушнипе вун-вун çул ертсе пытăм. «Тантăш» хаçат çак ĕмĕр пуçламăшĕнче «Манăн ял гербĕ» конкурс ирттернĕччĕ. Ун чухне геральдика темипе литература питĕ сахалччĕ. Районти тĕп библиотекăран пĕр кĕнеке çеç тупма пултартăм. Кружокра ăна питĕ тĕплĕн тишкертĕмĕр. Çав вăхăтрах герба ял кун-çулĕпе çыхăнтарма тĕв тытрăм, çавăнпа вырăнти хăйне евĕрлĕхсене — кашни çыннăн ана паллине, ял çынни мĕн ĕçлесе пурăннине /Кивĕ Чукалсен пысăк пайĕ кăçатă йăваланă/, ыттине — тĕпчеме пуçларăмăр. Çапла майпа темиçе тĕрлĕ — кăçатă, çĕр улми, пӳрт тăрри тата ыттине ӳкернĕ гербсем ăсталарĕç ачасем. Çавсене «Тантăш» конкурсне ярса патăмăр, парнесене тивĕçрĕмĕр.

— Ун хыççăн вунă çултан, 2010 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче, Кивĕ Чукал хăйĕн гербĕллĕ тата ялавĕллĕ пулса тăнă. Унта тĕп вырăнта мĕн? Пӳрт тăрри-и, кăçатă-и?..

— Эпĕ ялăн, шкулăн, администрацин, медпунктăн, çыхăну уйрăмĕн историйĕсене уйрăммăн тĕпчерĕм. Пĕррехинче район хаçатĕнче «Чукал — хунавлă ял» статья пичетленнĕччĕ. Тĕпчемесĕр çырман ĕнтĕ ăна. Пирĕн районта тата икĕ Чукал — Çĕнĕ тата Вырăс Чукалĕсем — пур. Çавăн пекех Мордва, Тутар республикисенче те пур вĕсем. Чăваш Республикин энциклопедийĕнче пирĕн ял пирки «Мордовка шывĕ çинче вырнаçнă» тесе çырнă. Çакă тĕрĕс мар. Унашкал шыв Вырăс Чукалĕн леш енче юхса выртать. 1868 çулта Чĕмпĕрте тухакан хаçатра вара «Кивĕ Чукал Вăкăр шывĕ çинче» тесе çырни пур. Эпир хамăр ял çывăхĕнчи шыва Вăкăрлă тетпĕр. Мĕншĕн çапла? Ваттисем тĕрлĕ калани пур: унта вăкăр кайăкĕсем ĕрченĕ-мĕн тата вăкăр пусса чӳк тунă. Район хаçатĕнчи статьяра вара «Кивĕ Чукал çăкалăхра пуçланса кайнă», — тесе çырнă. «Чукал» сăмах «çăкалăх» сăмахран тухни пирки каланă. Ирçесен алфавитĕнче «ç» сас палли çук, вĕсем ун вырăнне «ч» сас паллипе усă курса «Чукал» сăмах кăларса янă имĕш. Эпĕ çак шухăшпа килĕшетĕп, мĕншĕн тесен авал ялсем çырма хĕррине вырнаçнă, ячĕсене çав çырмапа çыхăнтарнă. Çавăнпа герб çине çăка çулçисене вырнаçтарас терĕмĕр. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.