Комментари хушас

21 Раштав, 2021

«Хыпар» 142 (27875) № 21.12.2021

Ачасем çурла мĕнне пĕлмеççĕ,

е Çын пырсан музей пурăнать

Музей мĕн ĕлĕкрен истории палăкĕсене, халăх культурин еткерлĕхне упрать. Унта эпир вун-вун çул каялла туса кăларнă япаласемпе паллашатпăр. Музей экспоначĕсем пире иртнĕ вăхăта илсе кĕреççĕ. Унта асатте-асанне, кукаçи-кукамай хĕлле-çулла та урана сырса çӳренĕ çăпатана та, ĕç çыннин аллинче пулнă çурлана та, сĕтел çинчен татăлма пĕлмен сăмавара та куратпăр.

Шкулсенчен ытларах çӳреççĕ

Совет тапхăрĕнче кулленхи пурнăçра анлă усă курнă япаласем те музей экспоначĕсем пулса тăчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ 2019 çулта Шупашкарта «СССРта тунă» совет вăхăтĕнчи япаласен музейĕ уçăлнă. Ăна Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша çынни Николай Адер пуçарнипе йĕркеленĕ. Унта пионер галстукĕсем, комсомолец значокĕсем, телефон хатĕрĕсем, 1954 çулта туса кăларнă электрочейник, «Родина» радиоприемник, алăпа тунă купăс, магнитофон тата ытти çĕр-çĕр япала вырăн тупнă. Çавăнтах ĕлĕкхи япаласем те пур: пир станокĕ, кĕсле, куккуклă сехет… Экспонатсене тытма та, ĕçлеттерсе пăхма та ирĕк параççĕ. Вĕсене ачасем кăсăклансах алла илеççĕ.

Чăваш Ен музейпе питĕ пуян. Историпе тавра пĕлӳ, этнографи, çар мухтавĕн музейĕсем уйрăмах йышлă. Акă Шуршăлти Космонавтика музейне тĕнчипех пĕлеççĕ. Унта паллă космонавтсем, çар çыннисем, сумлă хăнасем çитсе кураççĕ. Атăлпа килекен туристсем Шупашкарти, Куславккари, Сĕнтĕрвăрринчи, Етĕрнери музейсенче пулаççĕ. Паллă ентешĕн еткерлĕхне упракан музей те сахал мар. Моисей Спиридонов художника, Федор Васильев композитора, Çеçпĕл Мишши сăвăçа, Василий Чапаев çар пуçлăхне, Николай Никольский ăсчаха тата паллă ытти çынна халалласа музейсем уçнă.

Акă Трак тăрăхĕнче Филипп Лукин композиторăн, Элли Юрьев художникăн музейĕсем пур. Районти историпе тавра пĕлӳ музейĕн ертӳçи Валентина Тихонова каланă тăрăх, вĕсенче композиторпа художникăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă материалсем кăна мар, вырăнти паллă çынсене халалланă экспозицисемпе, этнографи кĕтесĕсемпе пуянлатнă. «Музейăн тĕп хăнисем — шкул ачисем. Вĕсем валли экскурсисем, уроксем, ытти мероприяти ирттеретпĕр. Вĕренекенсем экспонатсемпе кăсăклансах паллашаççĕ. Акă чăпта çапмалли станока халĕ музейре кăна курайăн», — терĕ Валентина Аркадьевна.

Хĕрлĕ Чутайри «Çын тата çут çанталăк» музее те ача-пăча йышлă çӳрет. «Çуллахи вăхăтра яла канма килнĕ хула çыннисем кĕрсе тухаççĕ. Музее килекенсем валли ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, викторинăсем, тĕрлĕ конкурс йĕркелетпĕр, çĕнĕ куравсем хатĕрлетпĕр. Акă Шупашкарти Сергей Карпеев коллекционер-энтомологăн «Хурт-кăпшанкăпа лĕпĕшсем» выставкине курма уйрăмах нумаййăн килчĕç», — каласа кăтартрĕ музейăн тĕп управçи Лариса Сядайкина. Музей çултан-çул çĕнĕ экспонатсемпе пуянланать: этнографи, йăла япалисем, йывăç савăт-сапа… Ял çыннисем йывăç курка, кирзă атă илсе килнĕ. Пантьăк ялĕнче те музей пур. Вăл халăх училищисен инспекторĕ Илья Ульянов 1870 çулта уçнă шкулта вырнаçнă. Унта çар мухтавĕн тата этнографи залĕсемсĕр пуçне революцичченхи учительсен пурнăçне кăтартнă.

Тĕп вырăнта — шыравпа тĕпчев ĕçĕ

Вĕренӳ заведенийĕсенче, уйрăмах шкулсенче, музей пӳлĕмĕ нумай: 310 таранах. Вĕсенчен ытларах пайĕ çар мухтавне тата ĕç паттăрлăхне сăнлаççĕ.

Акă Шупашкарти 40-мĕш шкулта «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» музей ĕçлет. Вăл 2009 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçăлнă. Унта çарпа тата вăрçăпа çыхăннă 1000 ытла экспонат упранать. «Берлин операцийĕ», «Паллă Севастополь», «Виват, кадет» тата ытти экспозиципе пуянлатнă. Чăваш салтакĕсен паттăрлăхне сăнлакан стендсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Шкул ачисем вăрçăпа тата çарпа çыхăннă шыравпа тĕпчев ĕçĕсем тăваççĕ, проектсем çыраççĕ, альбомсем хатĕрлеççĕ, унтах паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Кăçал музей Пĕтĕм Раççейри шкул музейĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Шупашкарти 3-мĕш шкулта Рихард Зорге музейĕ ĕçлет. Унта паллă разведчикăн япалисем те пур: куçлăх, канфет хумалли ваза, пĕчĕк арча. Зоргепе çыхăннă материалсене Патăрьелти шкулта ĕçлекен Мария Краснова ертсе пынипе иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех пуçтарма тытăннă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Шупашкарта çуртсем тума çĕр çитмест

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть Патшалăх Канашне Шупашкар агломерацийĕн аталанăвне тĕплĕ тишкерсе тĕллевсене палăртма сĕннĕччĕ. Парламент вăрах кĕттермерĕ, эрнекун депутатсем министрсене, агломерацие кĕрекен муниципалитетсен ертӳлĕхне явăçтарса çак ыйтупа итлев ирттерчĕç.

ПК спикерĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш тата Çĕрпӳ районĕсен пĕр агломераци тытăмĕнчи аталанăвне экономикăпа, социаллă пурнăçпа тата культурăпа çыхăннă сăлтавсем никĕслеççĕ. Тепĕр енчен, çак агломераци унта кĕрекен муниципалитетсемшĕн кăна мар, пĕтĕм республикăшăн аталану локомотивĕ пулса тăмалла. Малалла утмашкăн çак хуласемпе районсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парассине комплекслă майпа йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Леонид Ильич иккĕленмест: агломераци тĕп хула бизнесĕн финанс ресурсĕсене тата ытти районпа хула майĕсене пĕрлештерме, регионăн инвестици илĕртӳлĕхне вăй пама тивĕç.

Агломераци çулĕпе утма тĕв тунă май çакă муниципалитетсемшĕн хăш енĕпе усăллă пулассине профиль министрĕсем уçăмлатрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, халăх, производство хăвачĕсен концентрацийĕпе çыхăннă процесс — тĕнче шайĕнчи туртăм. Ку Раççейшĕн те кăтартуллă. Çĕршывра тăватă теçетке ытла агломераци йĕркеленнĕ те ĕнтĕ, вĕсем 73 миллион çынна пĕрлештереççĕ.

Чăваш Еншĕн территорисен çакнашкал пĕрлĕхĕ çивĕч нумай ыйтăва сирме пулăшмалла. Шел те, унашкал ыйту пайтах. Тĕп хулара çĕр çитменни, транспорт çӳревĕ чăрмавли, культурăпа кану объекчĕсем территорисенче пĕрешкел вырăнта пулманни тата ытти те. Раççей шайĕнче анлăш аталанăвĕн стратегине йышăннă. Унта агломерацисене икке уйăрнă: пысăккисем тата питĕ пысăккисем. Эпир 1 миллион çын таран пурăнакан пысăк агломерацисен ушкăнне кĕретпĕр.

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш тата Çĕрпӳ районĕсем республика лаптăкĕн 20,7% йышăнаççĕ. Анчах çак территорире Чăваш Ен халăхĕн 65% пурăнать — 800 пин çын. Çапах халăх йышĕ чакни пурпĕр сисĕнет. Чăн та, ытти районпа хулари чухлех мар. Çынсем пысăк урăх хуласене, пуянрах регионсене куçни те вăрттăнлăх мар, ĕçсĕрлĕх те пур.

Шупашкар агломерацийĕ, экономика енчен пăхсан, питĕ хăватлă тееймĕн — Раççейĕн экономика ӳсĕмĕн 0,5% кăна тивĕçтерет. Пушшех — малалла туртăнма, çакăн валли условисем йĕркелеме сăлтав пур. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи стратегийĕнче агломерацие кĕрекен муниципалитетсенче 204 инвестици проектне пурнăçлассине çирĕплетнĕ. Пĕтĕмпе çĕнĕ 4 пин ĕç вырăнĕ пулмалла. 33 проекта пурнăçланă та ĕнтĕ, тата 154-шĕ – реализаци тапхăрĕнче. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Олег КУЛЬЕВ: Редактор – пурнăçа илемлетекен çын

«Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă», – теççĕ халăхра. Вăл нихăçан та алă усса лармасть, вăхăта сая ямасть, ялан мĕн те пулин çĕнни пĕлме, тавра курăма анлăлатма тăрăшать. Çак сăмахсем Олег Кульев журналиста, редактора тата куçаруçа тӳррĕнех пырса тивеççĕ.

Пичет киоскĕн сутуçинче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ

– Олег Георгиевич, эсир телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă-и?

– Ĕмĕрĕме хама килĕшекен ĕçре ирттеретĕп, çумра юратнă мăшăр, ачасем пур. Телейлĕ теме пулать. Паллах, кун-çул урапи яланах пĕр тикĕс чупмасть… «Пурăнăç хӳри пăрăнăç», — теççĕ мар-и? Тепĕр енчен пăхсан, ăраскала ӳпкелеме кирлех те мар. Манăн вĕрентекен Виталий Станьял пĕр сăввинче калашле: «Мĕн пӳрнĕ, çав шăпа мана валли шăпах…» Хыçран мĕн хăварасси хамăртан килет. Тĕллевлĕ пурăнатăн пулсан – ĕмĕрӳ сая каймасть. Пĕчĕкренех кĕнеке, хаçат-журнал юратнăран хамăн ĕçе çавсемпех çыхăнтарас теттĕм. Айванрах чухне пичет киоскĕнче сутуçă пулма та ĕмĕтленнĕ. Е тата кĕнеке лавккинче, библиотекăра ĕçлеме сĕмленнĕ. Учительсен çемйинче ӳсни те витĕм кӳнĕ пулĕ. Атте Георгий Аврамович вырăс чĕлхипе литератури, историпе географи вĕрентетчĕ, Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри шкулта хĕрĕх çул ĕçлерĕ. Анне Елена Семеновна çав шкултах ачасене математикăпа пĕлӳ паратчĕ. Атте мана вĕренекенсен диктанчĕсене тĕрĕслеме шанатчĕ. Вара хама учитель пек туйса хĕрлĕ пастăпа тӳрлетсе лараттăм, паллă та лартаттăм. Çавăн чухне учитель пулас ĕмĕт те мĕлтлетсе илнĕ пуçра. 7-8-мĕш классенче хаçат-журналпа тачă çыхăну тытма пуçласан журналистика пирки шухăшлама пуçларăм. Çавăнпах 1984 çулта шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕтĕм, «журналистика» специальноçе суйларăм. Ку енĕпе пире Константин Петров çыравçă-журналист, «Юратупа наркăмăш» романăн авторĕ, тата Ленинградран аспирантура пĕтерсе килнĕ Анатолий Данилов вĕрентрĕç.

– Эсир шкул çулĕсенченех республикăри кăларăмсемпе çыхăну тытнă. Пичетленнĕ пĕрремĕш материала астăватăр-и?

– Ача чухне пуç ватмăшсем шутлама юрататтăм. Сăмах каçмăш, ребус шĕкĕлчеме малтан атте-анне пулăшкаланă, кайран хамах ăсталанса çитрĕм. Хуравĕсене редакцие ярса параттăм. «Пионер сассинче» /халĕ «Тантăш»/ маларах хуравлакансен шутĕнче хам хушамата курсан питĕ савăнаттăм. Пĕрремĕш публикаци шăпах ребус евĕр çавăрттарса хунă ваттисен сăмахĕ пулчĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнаттăм, пĕррехинче фотоаппарат та çĕнсе илнĕччĕ. Кайран «Молодой коммунист», «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/ хаçатсене хам ăсталанă сăмах каçмăшсене ярса патăм. Почтальон пырса панă гонорара пухса пыраттăм, 9-мĕш класра çав укçапа Çĕмĕрлере ылтăн сехет туянтăм.

– Эсир Çеçпĕл Мишши пекех чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Çак поэт пултарулăхĕ сирĕн пурнăçа витĕм кӳнĕ-и?

– Чăнах та, эпĕ кăвар чĕреллĕ сăвăçпа пĕр кунра, анчах 67 çул каярахпа Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕнче çуралнă. Çеçпĕл çăлтăрĕ пурнăç тăршшĕпех ертсе-илĕртсе пырать. Ача чухнехи аса килет. Пирĕн ялта пĕр кивĕ çурт ларатчĕ, шкула кайнă чухне яланах ун умĕпе утса иртеттĕмĕр. «Çак çуртра малтанхи чăваш поэчĕсенчен пĕри Иван Ахах çуралнă, – терĕ атте пĕррехинче. – Çеçпĕл Мишши ăна халалласа сăвă та çырнă». Çавăн чухне Çеçпĕл ятне пĕрремĕш хут илтнĕ эпĕ, каярах пултарулăхĕпе интересленнĕ, хавхаланнă. Çеçпĕлпе çыхăннă тепĕр самант. Аслă шкул пĕтерсен унччен ĕçлеме ярасси йăлараччĕ. 1989 çулта Иван Андреев профессор мана Тутарстанри Теччĕ хулине чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме каймашкăн сĕнчĕ. Килĕшрĕм. Каллех пуçра Çеçпĕл Мишши. Вăл хăй вăхăтĕнче çак хулара педагогика семинарийĕнче вĕреннĕ-çке. Кайран «Кăвар чĕре» аса илӳ пуххинче акă мĕн вуласа пĕлтĕм: Çеçпĕл çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕренме кайнă, Пăвара çĕр каçнă, тепĕр кунхине Теччĕне çитнĕ. Эпĕ те шăп çав кунах Теччĕне тухса кайрăм, анчах ĕçлеме. Пăвара çĕр каçса тепĕр кунхине çитес çĕре çитрĕм.

– Теччĕ мĕнпе асра юлчĕ?

– Авалхи хула, Атăл хĕрринче, çӳллĕ сăрт çинче ларать. Унăн урамĕсемпе утнă чухне ĕлĕкхи вăхăта лекнĕнех туйăнатчĕ: чӳречисене тимĕрпе хупланă, сăлăп янă купса çурчĕсем, кивĕ чиркӳ… Çеçпĕл хваттерте пурăннă çурта та çитсе курнăччĕ. Тавра пĕлӳ музейĕнче поэта халалланă пысăк экспозици пурччĕ, педучилищĕре те унăн кĕтесне йĕркеленĕччĕ. Теччĕри педагогика училищинче ĕçленĕ тапхăр маншăн чи асамлă вăхăт пек асра юлчĕ. Кунта тĕрлĕ халăх ачисем — вырăссем, тутарсем, чăвашсем, ирçесем — туслă вĕренетчĕç. Чĕрĕлӳ тапхăрĕ, çĕнĕ сывлăш! Чăваш чĕлхине тата çĕклес туртăм вăйлăччĕ. Çеçпĕле халалланă чăваш литературин урокĕсем уйрăмах асра. Ытти чухне вĕренекенсем шавлани те пулнă – ун чухне вара аудиторире шăпчĕ, поэт хăй пире итлесе тăнăн туйăнатчĕ. Шупашкаршăн, Чăваш çĕрĕшĕн питĕ тунсăхлаттăм. Пĕтĕм чăваш хаçат-журналне çырăнса илеттĕм, вĕренекенсене вулама параттăм, хăйсене те çырма хĕтĕртеттĕм. 4-5 ачан материалĕ «Çилçунат» журналта пичетленчĕ. Педучилищĕре чăваш хаçачĕ-журналĕ, кĕнеки сахалччĕ, çавăнпа темиçе хут та Шупашкара килсе вĕренӳ кĕнекисене, илемлĕ литература кăларăмĕсене пуçтарса кайма тиврĕ. Ачасем вĕсене савăнсах вуларĕç. Кайран тепре ятарласа вĕренӳ кĕнекисем илме грузовикпах килсе кайрăм. Чăваш педагогика институтĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче, Вĕренӳ институтĕнче самаях тупса пачĕç. Кĕркунне. Хура тĕттĕм каç. Хальхи пек яка çулсем çук ун чухне. Елчĕкрен Пăвана пылчăк çăрса пыратпăр. Пăваран – Теччĕне. Çумăрĕ лӳшкет. Юрать, кĕнекесене витнĕ. Вĕсем йĕпенесрен пăшăрхантăм. Çавăн пекех çитрĕмĕр. Теччĕрен таврăнсан пĕр хушă чăваш çамрăкĕсен «Паянтан» хаçатĕнче ĕçлерĕм. <...>

Ольга ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕр пус укçа та, пĕр пĕрчĕ тырă та паман

Çак кунсенче редакцие Патăрьел районĕнче пурăнакан Петр Киргизов кĕрсе тухрĕ, ал çырăвĕ парса хăварчĕ. Çырăва Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас ялĕнче пурăннă Анна Юнкерова çырнă. Ăна ватă хĕрарăм çĕре кĕрсен унăн арчинчи япалисен хушшинче тупнă.

«Ку çырăва хамшăн кăна мар, вăрçă вăхăтĕнче пĕрле ӳснĕ юлташсемпе тантăшсемшĕн те çыратăп. Ачамсем — амăшĕ, мăнукăмсем кукамăшĕ, асламăшĕ вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн мĕнле йывăр пурăннине эпĕ вилсен вуласа пĕлччĕр. Вăрçă пуçланнă тĕле эпĕ 1-мĕш класс пĕтернĕччĕ. «Отличник» тесе стена çинех çырса çакнăччĕ. 1941 çулхи кĕркунне аттене вăрçа илсе кайрĕç. Тепĕр çулталăкран вăл вилни çинчен пĕлтерсе çыру килчĕ. 1943 çулта Ваççа тетене те вăрçа ăсатрăмăр. Вăл хыпарсăр çухалнă тесе çыру илтĕмĕр. Улькка аппа 1940 çултах качча тухнăччĕ те килте анне, Лидя аппа тата эпĕ юлтăмăр.

Вăрçă вăраха тăсăлчĕ. Мĕн кăна курмарăмăрши? Çамрăклах выçлăх мĕнне пĕлме тиврĕ. Çуркунне çĕр ăшăнсан колхоз хирне шăннă çĕр улми шырама каяттăмăр, килти пахчара та чакалаттăмăр. Шăннă çĕр улмин хуппи пиçнĕ пек лайăх шуралатчĕ. Витрене ярса пыраттăмăр, ирĕлсе тĕпренетчĕ. Анне ăна типĕтетчĕ. Типсен крахмалне сĕтпе çăрса пашалу пĕçеретчĕ. Ăна сĕтпе сыпса çиеттĕмĕр. Питĕ тутлăччĕ. Анне ĕне усранăран выçлăх вăхăтĕнче сывă юлтăмăр. Вĕлтĕрен яшкине улталама 3-4 çĕр улми хырса яраттăмăр, ут кăшкарĕн пашалăвĕ çиеттĕмĕр. Ялта арçын сахалччĕ. Вĕсем те вăй питти пулман. Килти пахчасене кĕреçепе чаваттăмăр та касăри хĕрарăмсемпе ачасем пĕрле пуçтарăнса суха пуç туртса акаттăмăр.

Вăрçă пуçланиччен атте тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Вăл сумлă вырăнта вăй хунă-ха, анчах пирĕн саппас тырă пулман. Вăрçă пуçланасса кам пĕлнĕ-ха? Çав çул тырă питĕ аван çитĕннĕ, анчах ăна пуçтарса кĕртеймен, пăр çапса кайнă. Чăмăр пысăкăш пăр çĕре шап-шурă тăвичченех çунă. Пире, 10-12 çулсенчи ачасене, тырă анинчи çум курăка çумлама илсе каятчĕç. Пирĕн звеновик Николай Зиновьевччĕ. Кунĕпе ĕçленĕшĕн пĕр стакан кантăр вăрри тыттаратчĕç. Инçетри хире кайнă чухне нимĕр пĕçерсе çиме вика çăнăхĕ парса яратчĕç. Николай Зиновьевăн амăшĕ пире пăтă пĕçерме хуран, пăтратма йĕтĕр паратчĕ, мĕнле пĕçермеллине вĕрентетчĕ. Нимĕрĕ тутлă пулатчĕ. Халĕ вика çăнăхне те, викине те вĕлерет тесе выльăхсене те çитермеççĕ. Эпир мĕнле вилмен-ши?

Кăштах ӳссен аслисемпе пĕрле жнейка хыççăн кĕлте çыхма каяттăмăр. Жнейкăпа выраканĕсем Петр Петровичпа Николай Зиновьевччĕ. Жнейкăна пар лаша кӳлетчĕç. Лашисем тăваттăччĕ, иккĕшĕ ывăнсан ылмаштаратчĕç. Вăрçă чарăнсан инçетри хирте каç выртса кĕлте çыхаттăмăр. Ялта 4 бригадăччĕ. Бригадăра — 4-шар звено. Хĕвел тухичченех ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕр. Кăнтăр тĕлĕнче шăрăхпа тырă типетчĕ. Алла, алă тунине пиçен, хăмăл чиксе-шăйăрса пĕтеретчĕ. Пире пĕр пус та, пĕр килограмм тырă та паман. Аякри хире машинăпа леçмен. Эпир нăйкăшман, йĕмен, бригадира итленĕ. Алăра сумка йăтнă, хулпуççи çине çава хунă, 12 çухрăма утнă. Ун чухне хальхи пек сакăр сехет валли ĕçе кайман. Кая юлсан эй! хытă кăшкăратчĕ Михал тете бригадир: «Намăс мар-и сире?!» — тетчĕ. Вăл вăхăтра вăтаннă, çын умĕнче вăрçтарас килмен.

Вăрçă хыççăн та пурнăç йывăрччĕ, çапах эпир савăнма та пĕлнĕ. Аслисемпе вăййа тухаттăмăр. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме вĕçленичченех сăвă калаттăмăр, юрлаттăмăр. Ун чухне ялта çичĕ класс çеç вĕренейтĕмĕр. 1932-1933 çулсенче çуралнă хĕрачасем нумаййăнччĕ эпир, 1-мĕш класранах 33-нччĕ. Виçĕ-тăватă çул вĕренсен чылайăшĕ шкула çӳреме тум, çиме çăкăр пулманнипе пăрахрĕ. Çапла, кĕркунне авăн уйăхĕнче улах ларма тытăнаттăмăр. Кашни касра уйрăм улах пулнă. Пĕччен пурăнакансем патне хваттере кĕреттĕмĕр. Ал ĕçĕ тунă, юрланă, ташланă. Каччăсем купăс, балалайка йăтса пыратчĕç. Юпа уйăхĕнче улах сăри тунă, икĕ кун ташланă. Çур çĕртен вара хамăра килĕшнĕ хĕрпе е каччăпа мăшăр пулса улах сăри тума каяттăмăр… <...>

Елена ЛУКИНА хатĕрленĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.