«Хыпар» 139 (27872) № 14.12.2021
Хапха хуçа хăватне палăртать
Пĕчĕк ялсен малашлăхĕ иккĕленӳллĕ пулни паян нумайăшне шухăшлаттарать. Мĕн пытармалли: пĕчĕккисенчен кăна мар, пысăкрах саласенчен те çамрăксем шкул пĕтерсен хуланалла туртăнаççĕ. Аслă тата вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн каялла таврăнакан питĕ сахал. Ял аталанăвĕ мĕнрен килет? Чăваш Енре пур ялăн та шăпи пĕрешкел-и? Тĕслĕхлĕ ялăн мĕнлерех пулмалла? Çак ыйтусен хуравне паян пĕрле шырар.
Чăваш Енре çултан-çул аталанса пыракан ялсем те пур. Вĕсенчен пĕри — Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă Шăнкăртам сали. Сăмах май, çӳлтен пăхсан вăл хула пек курăнать. Унта паян 6000-е яхăн çын пурăнать. Ялта икĕ шкулпа икĕ садик ĕçлеççĕ. Кăçал 1-мĕш шкул çумне хушма çурт хăпартрĕç. Тĕп çуртĕнче юсав ĕçĕсем пычĕç.
Палăртма кăмăллă: ача шучĕ ӳссех пырать. Çуралакансен шучĕ вилекенсенчен ытларах. Салара çичĕ мечĕт, икĕ медресе уçнă. 2010 çулта хута янă мечĕте ял çыннисен укçи-тенкипе çĕкленĕ. Питĕ пысăк, илемлĕ вăл. Кун пек мечĕт пур хулара та çук: вăл каçхине тĕрлĕ тĕспе çуталать. Пĕр шухăшласан, Шăнкăртам район центрĕ те мар, ял кăна. Унта кашни килтех выльăх-чĕрлĕх /лашасем/ йышлă усраççĕ. Аш-какай туса илес, унран апат-çимĕç хатĕрлес енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Выльăха мишер арçыннисем таврари ялсенчен те пуçтараççĕ. Шăнкăртамра — 30-а яхăн хресчен-фермер хуçалăхĕ. Ялăн тĕп палли — вăл пĕрмай пысăкланни. Çулсеренех çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Пӳрчĕсем вара пĕри тепринчен пысăкрах, чылайăшĕ икĕ хутлă. Çурт тăррисем çап-çутă. Хапхисем çӳллĕ, хитре, вĕсене тимĕрпе эрешлесе капăрлатнă. Кил умне плитка е брусчатка сарнă. Кашниех хапхана çӳллĕ тата ĕлккен тума тăрăшни палăрать. Хапха хуçан сăнне, тĕрĕсрех каласан — унăн вăй-хăватне палăртать имĕш…
Мишерсен чи паха енĕ вара — çамрăксем яла юлни. Ку салара пурăнакан Альберт Хамбиков пĕлтернĕ тăрăх, кашни çемьерех — 3-4-шар ача. Ывăлĕсем пĕчĕк чухнех ашшĕамăшĕ çĕр илсе вĕсем валли çурт никĕсне хывать. Арçын ачасем ытларах чухне ашшĕн çулне тăсаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕсем, йĕрке тăрăх, тĕп килте пурăнаççĕ, ватăсене пăхаççĕ. Мечĕт çумĕнчи шкулсенче ачасене тĕн йăли-йĕркине вĕрентеççĕ. Çавăнпа мишерсем мĕн пĕчĕкрен наци йăли-йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхаççĕ. Хĕрсене ялтан тухса кайма памаççĕ, 11-мĕш класран вĕренсе тухнă-тухманах вăрласа кĕрекенсем те пур-мĕн. Вĕсене упăшкисем вĕрентсе кăлараççĕ. Кунти яш-кĕрĕм хуласене аслă пĕлӳ илме кайсан та тăван ялнех таврăнать.
Шăнкăртамсем йăла-йĕркене упрассишĕн питĕ тăрăшаççĕ. Икĕ лавккара наци апат-çимĕçне хатĕрлесе халăха сĕнеççĕ. Пурте тенĕ пекех ĕçчен, пуçаруллă, тавçăруллă, çивĕч тата хастар. Çирĕпленнĕ тепĕр йăла та кăсăклă: вĕсем ĕçлесе илнĕ тупăшăн пĕрре пиллĕкмĕш пайне юнашар пурăнакансене пулăшма, ыр кăмăллăх валли тата яла аталантарма уйăраççĕ. Çакă вĕсене вăй-хăват парать, кăмăла лайăхлатать-мĕн. Ку йăла та çын ĕмĕрне вăрăмлатать пулмалла. Шăнкăртамра вăрăм ĕмĕрлисем — 200 ытла çын.
Яла аталантарассипе çыхăннă ыйтусене Шăнкăртамра тĕп мечĕт çумĕнче йĕркеленĕ общество канашĕнче сӳтсе яваççĕ. Ку канаша Шăнкăртамăн хисеплĕ çыннисем — мечĕтсен имамĕсем, шкул директорĕсем тата предприятисен ертӳçисем — кĕреççĕ. Канаш çумĕнче вакф фондне йĕркеленĕ. Унта пухăннă мулпа ялти ыйтусене — калăпăр, çул-йĕр юсассине — татса параççĕ. Канаш хастарĕсем социаллă ыйтусене татса пама та хастар хутшăнаççĕ. Çапла майпа ял аталанăвне пысăк тӳпе хываççĕ. Туслă пулни, тĕн йăли-йĕркине çирĕп тытса пыни Шăнкăртама хăватлăн малалла кайма пулăшать.
Каçал тăрăхĕнче те пур ун пек ял. Вăл — Урмаел. Унта — 3 мечĕт. Шăнкăртамсемпе Урмаелсем «Тойота-Ланкрузер» машина хăш ялта нумайрах тесе ăмăртаççĕмĕн. Шăнкăртамра 30-40 килте çакăн пек чаплă «тимĕр урхамах» пур. Нăрваш Шăхаль, Турхан, Упамса ялĕсенчи ватă çынсем аса илнĕ тăрăх, çӳлерех асăннă ялсенчи çынсем иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче начар пурăннă. Улăм витнĕ пӳртсем кăна пулнă… Темиçе вунă çул хушшинче ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннă. Апла тăк пурнăç, аталану шайĕ хамăртан та нумай килет.
Чăваш ялĕсенчен Улатăр районĕнчи вăрманлă тăрăхра вырнаçнă Кивĕ Эйпеçе палăртас килет. Вăл та малаллах талпăнать, республикăн тĕп хулинчен аякра вырнаçнă пулин те аталанма тăрăшать. Унта 1043 çын пурăнать. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ачи вилнине апат леçме пыракан пĕлтернĕ
Хаяр та хăрушă, темиçе миллион çын пуçне çинĕ вăрçă чарăннăранпа нумай-нумай çул иртрĕ. Вăхăт пĕр чарăнми малалла чупать. Вăрçă нушине чăтса ирттернисем пирĕн хушăра çулсерен сахалланаççĕ. Çавăнпа упранса юлнă документсем, çырусем, сăн ӳкерчĕксем пирĕншĕн питĕ хаклă.
Тăшман Мускав патне çитсен çĕршыв умне çав тери пысăк хăрушлăх тухса тăнă, Оборона комитечĕ тăхтаса тăмасăр, кĕске вăхăтра, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тума йышăннă. Çак хӳтĕлев сооруженийĕсем фашистсемшĕн Хусан, Чĕмпĕр, Куйбышев хулисене тапăнса кĕме пысăк чăрмав кăларса тăратмалла пулнă.
Ку пысăк вăрттăнлăх пулнăран çар объектне туни çинчен ун чухне республика тата район хаçачĕсем пĕр йĕрке те çырман. Çавăнпа окоп, блиндаж, танксене чармалли чăрмавсем тунă çынсен паттăрлăхĕ те манăçа юлма пултарнă.
Окоп чавма пирĕн ял çыннисем те кайнă. Халĕ эпир миçен хутшăннине тĕрĕс пĕлейместпĕр ĕнтĕ, çапах аллă ытла çынна тупса палăртрăмăр. Паттăрла çак ĕçе хутшăннă çынсен ачисемпе, манукĕсемпе курса калаçрăмăр. Аса илӳсене пуçтарса çыртăмăр, ял библиотекинче тĕрлĕ мероприяти ирттертĕмĕр. Окоп чавма ытларах хĕрарăмсемпе çамрăксем хутшăннă. Çак ĕçе 17 çул тултарнисене кăна явăçтармалла пулнă-ха, анчах çамрăкраххисен те тар тăкма тивнĕ. Вĕсем чирлĕ амăшĕ е тăванĕ вырăнне кайнă. Тылра вăй хуракансене апат-çимĕçпе, алсиш-нускипе, çăпатапа ял халăхĕ тивĕçтернĕ. Пирĕн ялта окоп чавакансем валли апата Константин Падиаров лашапа турттарнă. Шартлама сивĕре те, çил-тăманлă çанталăкра та çула тухнă вăл. Колхоз кĕрпе, çăнăх панă. Лав çинчи çĕр улми вара Улатăра çитиччен шăннă. Окоп чавакан хамăр ял çыннисем валли Ольга Власова апат пĕçернĕ. Ольга Ивановна пĕринчен тепри пĕчĕкрех тăватă ачине /кĕçĕнни иккĕре пулнă/ килте хăварса окоп чавнă çĕре кайнă. Ним тума та çук — вăрçă саккунĕпе килĕшӳллĕн каймаллах, унсăрăн тĕрмене те хупма пултарнă. Çав çулхи хĕл питĕ сивĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Ватă çынсем каласа кăтартнă тăрăх, вĕçекен кайăксемех шăнса çĕре ӳксе вилнĕ. Окоп чавакансене кашнинех норма панă — 4 кубла метр çĕр чавмалла. Колхоза кĕмен çынсен пĕр норма çурă тултарма тивнĕ, апат-çимĕçĕ те, лаши те вĕсен хăйсен пулнă. Пирĕн ялта ун пеккисем Сетривановсем шутланнă. Алексей Архипович икĕ хĕрĕпе Марийăпа тата Дарийăпа ĕçленĕ.
Окоп, дот, дзот, блиндаж чавнă чухне темĕн чухлĕ асапланнă. Дотсемпе дзотсене çирĕплетме алă пăчкипех вăрман каснă. «Тăпра, тăхлан пек, лумпа, кирккапа тăрăнтарсан та пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çеç хăйпăнатчĕ. Çĕре малтан юртан тасататтăмăр, ун хыççăн кăвайт чĕртсе ăшăтаттăмăр. Танксене чарса лартмалли шăтăка 3 метр тарăнăш, 5-6 метр сарлакăш чавмаллаччĕ», — аса илнĕ хӳтĕлев чиккисене тăвакансем. Çапах халăха нимрен ытла тăшман пирĕн çĕршыва тĕп тума пултарасси хăратнă. Çынсем пĕрех шанчăка çухатман, Совет çарĕ тăшмана аркатса тăкасса ĕненнĕ. Çулăмлă сăмахсемпе хавхалантараканĕ, фронтри çĕнĕ хыпарсемпе паллаштараканĕ Николай Падиаров политрук пулнă.
«Тăшман Мускав патне çитсен салтака кайма повестка панăччĕ, — аса илнĕ Ольга Денисова. — Тантăшсемпе пĕрле тутăр вĕçтерсе салтак юрри те юрласа çӳрерĕмĕр. Ыран ялтан тухса каймалла тенĕ чухне хальлĕхе фронта илменни çинчен пĕлтерчĕç. Улатăр патне окоп чавма кайрăмăр. Ирхине ултă сехетрен пуçласа тĕттĕмленичченех — нимĕн курăнми пуличчен — ĕçе пăрахман. Эпир пурте Çĕнтерӳ пуласса çирĕп ĕненсе пурăннă». <...>
Лидия ЕГОРОВА,
Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă Библиотекарĕ.
♦ ♦ ♦
Ача чухнех пĕлнĕ
«Манăн атте пограничник пулнă. Эпир Монголи чиккинче пурăннă, — аса илчĕ Гажидма Дамбаевна. — Пĕррехинче атте службăран таврăнчĕ те каласа парать: «Хальхинче чăвашсем, комисем... килчĕç. Лайăх призыв пулать». «Хăш енчен лайăх вара?» — кăсăкланать анне. «Пĕрремĕшĕнчен, вĕсем — пĕр тĕн çыннисем. Иккĕмĕшĕнчен, йĕлтĕрпе вăйлă чупаççĕ», — хуравларĕ хаваслăн атте. Чикĕ хуралçишĕн йĕлтĕрпе ярăнасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă ĕнтĕ. Эпĕ ун чухне пуçламăш классенче кăна вĕренетĕп пулас. Географи те пĕлместĕп. Анчах атте каланă сăмахсенчен «чăвашсем» тени асра тăрса юлнă».
Гажидма Дамбаевнăн чăвашсемпе çыхăннă тепĕр аса илĕвĕ Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнипе çыхăннă. Ун чухне те ашшĕ питĕ хавхаланнă. «Чăваш космоса парăнтарнă! Кĕçех, тен, бурятсем те тĕнче уçлăхне çĕкленĕç», — тенĕ вăл аякри Атăл хĕрринче пурăнакан халăхшăн савăнса.
Йĕп хыççăн çип çӳрет
Чăваш Ене Гажидма Дамбаевна 1976 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче килнĕ. Тепĕр уйăхран вĕсем Атнер Хусанкайпа çемье çавăрнă.
Чăваш каччипе бурят хĕрĕн юратăва куçнă туслăхĕ Мускавра тĕвĕленнĕ. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те аспирантурăра вĕреннĕ. «Мана стипенди валеçме шаннăччĕ. Списокра Хусанкай хушамата асăрхасан бухгалтерсене тĕрĕс çырма пĕлменшĕн тарăхса та илтĕм. Эпĕ вĕт ун пирки Китай çынни тесе шухăшланă. Ху Сан çырмалла пек... — аса илчĕ халĕ кулăшла, анчах ун чухне кăмăлне хуçнă самант пирки Гажидма Дамбаевна. — Тĕрĕссипе, ăна çамрăк чухне чăваш вырăнне йышăнма та йывăрччĕ. Грузинсем вăл грузин тесе шухăшланă, арабсем хăйсен çынни пек йышăннă».
Гажидма Дамбаевнăн ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ чăваша качча тухнине лăпкăн йышăннă, мĕншĕн тесен çакă вĕсемшĕн кĕтменлĕх те, тĕлĕнтермĕш те пулман. «Пирĕн интернационаллă çемье, — ăнлантарчĕ Гажидма Дамбаевна. — Аттепе анне иккĕшĕ те бурятсем. Пичче вырăс хĕрне качча илнĕ. Вĕсем тăван тăрăхра пурăнаççĕ. Йăмăк финпа çемье çавăрнă, Финляндире тĕпленнĕ. Вăт çакăн пек кĕрӳсем вĕсен».
Качча тухсанах Гажидма Дамбаевна Чăваш Енре юласси пирки шухăшламан, темшĕн мăшăрĕпе иккĕшĕ Улан-Удэне пурăнма каяс пек туйăннă. Вăл ашшĕ патне шăнкăравланă:
— Атте, кăсăклан-ха: пирĕн институтра ĕç вырăнĕсем çук-и?
— Кам валли?
— Ну, Атнер валли хăть.
— Эсир, мĕн Улан-Удэне килме шут тытрăр-им? — калаçăва хутшăннă амăшĕ.
— Эсир хирĕç-им?
— Çук-ха. Эпир савăнатпăр кăна. Анчах ку камăн йышăнăвĕ: санăн-и е кĕрĕвĕн-и?
Гажидма Дамбаевна шухăша путнă. Чăнах та, камăн йышăнăвĕ-ха? Вĕсем упăшкипе кун пирки калаçман. Апла тăк, унăн.
— Çип хыççăн йĕп çӳремест. Арçыннăн хăй çуралса ӳснĕ вырăнта пурăнмалла, — сăмах вĕçне пăнчă лартнă амăшĕ.
Тăванĕсемсĕр тунсăхланă
Ют çĕр, ют чĕлхе, ют çынсем... Тăван тăрăхран хăпса тухса ют вырăнта тĕпленекене çăмăл мар. Кашни утăмра тенĕ пекех тĕрлĕ йывăрлăх сиксе тухать.
«Чикĕ леш енне пурăнма каякансене, ахăртнех, тата кăткăсрах, — терĕ Гажидма Дамбаевна. — Ун чухне вĕт Совет Союзĕ пулнă. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесне кайсан та хуçа пулмасан та хамăр çын шутланнă. Эпĕ Чăваш Ене çакăн пек ĕненӳпе килтĕм. Кунсăр пуçне эпĕ вырăсла пĕлнĕ. Мăшăрăм та вырăсла калаçнă. Тĕн, паллах, расна. Анчах ку енĕпе нихăçан та нимĕнле çивĕчлĕх те пулман».
Гажидма Дамбаевнăна çĕнĕ вырăнта йышлă тăванĕ çумра çукки ытларах канăçсăрлантарнă. Бурятсен тăванлăх туйăмĕ питĕ вăйлă аталаннă. Вĕсем йăх-несĕлне çичĕ сыпăк таран пĕлсе тăраççĕ, хутшăнаççĕ. «Тăван тăрăха кайсан пĕри пырать — сăмах хушать, тепри... Палламастăп. Ашшĕ-амăшĕ пирки калаççĕ. Пĕлместĕп. Аслашшĕ-асламăшĕ пирки сăмах пуçлаççĕ те... Палласа илетĕп вара», — терĕ Гажидма Дамбаевна. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Вырăс хĕрарăмĕ чăваш ансамблĕ йĕркеленĕ
Самар облаçĕнчи Аслă Чернигово районĕнчи Хĕвел тухăç поселокĕнче 20-е яхăн чăваш çемйи пурăнать. Вĕсем Чăваш Республикин тĕрлĕ районĕнчен куçса кайнă. Ольгăпа Валерий Николаевсем унта 36 çул каялла тĕпленнĕ.
Засыпушка çумăрпа юхса кайнă
Патăрьел районĕнче çуралса ӳснĕ Оля пулас мăшăрĕпе, Тăвай районĕн каччипе Валерипе, Шупашкарта пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ чухне паллашнă. 3 çул çӳренĕ хыççăн вĕсем çемье çавăрнă. Ун чухне çамрăк хĕрарăм общежитире пурăннă. Пĕр кунхине комендант паспортри штампа асăрханă та пӳлĕме пушатма ыйтнă. Хваттер черечĕ хăçан çитесси тĕлли-палли пулман — унăн умĕн 2000 çын тăнă. Вара Ольгăпа Валерий засыпушка илме палăртнă, 6 пин тенкĕ хатĕрленĕ. Анчах вăйлă çумăр çунă та вĕсем пăхса хунă çурта юхтарса кайнă. «Мĕн пулни — лайăха» тенĕ пекех килсе тухнă.
Самар облаçĕнче Ольăн амăшĕн йăмăкĕ хăйĕн çемйипе пурăннă. Вĕсен ачисемпе, икĕ сыпăкри аппăшĕпе /вăл та Оля ятлă/, Оля çывăх хутшăннă. Вĕсем патне хăнана килсен пурăнмалли çурт-йĕр пирки калаçу тухнă. Ара, çамрăк мăшăр хăйсен кĕтес çуккипе нушаланнă-çке. «Пирĕн колхоз хăйĕн ĕçченĕсене хваттер парать. Тен, кунта килетĕр?» — тенĕ механикра вăй хуракан йыснăшĕ Гриша. Унăн арăмĕ Оля машинăпа трактор мастерскойĕнче кустăрма сапланă çĕрте ĕçленĕ. Кун хыççăн Николаевсем чылай шухăшламан — Шупашкарти ĕçрен кайма заявлени çырнă та япалисене пуçтарса Хĕвел тухăç поселокне пурăнмаллах тухса кайнă. Оля валли столовăйра кассирта ĕç тупăннă. Валера тракториста кĕнĕ. Вĕсене хуçалăх хăтлă хваттер панă. Ун пек çуртсем — икĕ енчен кĕмелли, икĕ çемье пурăнмалли — Чăвашра та çĕкленĕ-ха. Мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ: Сашăна, Андрея, Наташăна.
Малтанхи çулсенче Оля тăванĕсемшĕн тунсăхланă, йăмăкĕсене, амăшне курас килнĕ. Кӳршĕсемпе, чăвашсемпе, калаçса чуна йăпатнă. Ун чухне те, халĕ те туслă пурăннине палăртрĕ Ольга Васильевна. Уйрăмах Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнчен куçса пынă, халĕ пĕр çуртра пурăнакан Рая Юртаевăпа /хĕр чухнехи Цаплина/ туслашнă, хресна амăшĕ пулса ачине те чиркӳре тытнă. Пĕр-пĕрне «Оля кумма», «Рая кумма» тесе чĕнеççĕ вĕсем. Поселокра тĕрлĕ халăх çынни пурăнать: вырăссем, чăвашсем, казахсем, ирçесем, азербайджансем. «Эпир пĕр-пĕрне нихăçан та уйăрман. Уявсене те пĕрле ирттеретпĕр. Тĕрлĕ наци пурăннăран йăласем те хутăшнă ĕнтĕ. Мăнкунра кунта ачасем килĕрен çӳрес йăла пур. Вĕсене кучченеç парса яратпăр. Эпĕ çуралса ӳснĕ ялта Ишлĕ Шетмĕре апла марччĕ. Аслисем ĕрет çӳретчĕç. Анне пире йăмăкпа иксĕмĕре ирхине çывăрса тăрсан тăвансене чĕнме яратчĕ. Троицăра эпир урамра пуçтарăнатпăр. Килтен сĕтел илсе тухатпăр та ĕçме-çиме лартатпăр, кӳршĕ-аршăпа савăнатпăр», — каласа кăтартрĕ аякри чăваш хĕрарăмĕ. Ольăпа Рая кумсем чун киленĕçĕ тупнă: клуба юрлама çӳренĕ вĕсем. Тĕлĕнмелле те, аякри çак ялта чăвашсен вокал ушкăнĕ те пур. Чăваш юррисен дискĕсене Ольăн ывăлĕ Саша Шупашкартан илсе пырать . Уйрăмах килĕшнисене вĕренеççĕ те концертсенче юрлаççĕ. Темиçе çул каялла, Ольга Николаева почтальонкăра ĕçленĕ вăхăтра, вăл «Хыпар» хаçата çырăнса илнĕ. Анчах вăл е вăхăтра килмен, е номерсем çухалнă. Черниговкăра киоск ĕçленĕ чухне çынсем чăваш хаçачĕсемпе ытларах туслă пулнă. Анчах киоск хупăнсан çырăнма пăрахнă. Тĕлĕнмелле пулĕ те, Ольга Васильевна Черниговкăри чиркӳре Таса Матрона çинчен чăвашла кĕнеке курнă та туянмасăр чăтайман. Интереслĕ кĕнекесене ăна йăмăкĕсем те илсе пырса параççĕ. «Эпир 5 пĕртăван ӳсрĕмĕр. Вĕсем Шупашкарта, Елчĕк районĕнче пурăнаççĕ. Аттепе анне те чĕрĕ-сывă. Вĕсем кашни çулах хăнана килеççĕ, Шупашкарта пурăнакан ывăл пĕрле лартса килет. Саша Чăваш Енĕн тĕп хулине килĕштерчĕ те унтах пурăнма юлчĕ. Тăван яла хам та кайса çӳреттĕм. Коронавируса пула кăçал çеç çула тухман», — терĕ аякри чăваш. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Галина СЕМЕНОВА: Метрика кĕнекинче аттен ятне курсан чĕре кăлт! турĕ
Кам-ха вăл — архивист? Латин чĕлхинчен куçарсан «авалхи» тенине пĕлтерет. Архивистсем усă курнă хыççăн упрама вырнаçтарнă документсемпе ĕçлеççĕ. Çак профессипе тĕплĕнрех паллашас шухăшпа Чăваш патшалăх истори архивне çитрĕмĕр. Унта 30 çул ытла вăй хуракан тĕп архивистпа, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Галина Семеновăпа, курса калаçрăмăр.
«Çынра яланах лайăххине шыра»
— Галина Филипповна, эсир профессипе — чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ, анчах архивра ĕçлетĕр.
— И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен 1981 çулта вĕренсе тухсан Куйбышев /халĕ Самар/ облаçĕнчи Новоганькино салинчи шкула ĕçлеме ячĕç. Вĕрентекенсем çитмен пирки мана 3-мĕш классен учительници туса хучĕç. Ялĕ пысăкчĕ, унта чăвашсем пурăнатчĕç. Анчах шкулта чăваш чĕлхин урокĕсене ирттермен, урамра та çынсем тăван чĕлхепе калаçмастчĕç. Пуçламăш классенчи шăпăрлансене чăваш чĕлхи вĕрентме пуçларăм. Ачасене ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе çырма, калаçтарма хăнăхтармашкăн йывăр пулчĕ. Çулталăк ĕçлерĕм унта. Атте çĕре кĕнĕ хыççăн аннепе тăван ялта, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра, юнашар пулас терĕм.
— Хăвăр тăрăхрах ĕç тупрăр-и?
— Чăваш Ене таврăнсан та шкул ĕçне пăрахас мар терĕм. Тăван районти халăха вĕрентес ĕç пайне çул тытрăм. Унăн пуçлăхĕ Çимĕккассинчи шкула директорта ĕçлеме ярасшăнччĕ. Шкулта çулталăк кăна вăй хунăран ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлаймасран шиклентĕм, килĕшмерĕм. Вара Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел шкулне кайрăм. Унта виçĕ çул ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕм.
— Кунашкал ыйту пани вырăнлах мар та, анчах ыйтам-ха: пиччӳ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн редакторĕ Демьян Семенов, сумлă çын пулнă. Вăл пулăшнипе вĕренсе пĕтерсенех тĕп хулара лайăх ĕç тупма пултарнă-çке.
— Çак сăмахсене эпĕ чылай çынран илтнĕ. Анчах мана аттепе анне пуçпа шухăшлама, хамăн ăспа пурăнма вĕрентнĕ. Эпĕ пиччене унашкал ыйтусемпе пĕрре те чăрмантарман. Вăтаннă та. Вăл манран 20 çул аслăрах. Эпĕ çуралсан мана пичче тата инке, унăн мăшăрĕ, алă çинче йăтса çӳренĕ. Куйбышев облаçне ĕçлеме кайнă чухне пичче мана ăсатма аэропорта пычĕ. Çавăн чухне каланă сăмахĕсем халĕ те асрах: «Ют вырăнта ĕçлеме йывăр пулĕ. Çынна итлеме, анчах унăн сăмахне ăшра тытма пĕл. Хирĕçӳ кăлармалла мар. Çынра яланах лайăххине шыра, вăхăт иртнĕçемĕн йăнăшĕсем хăйсемех тухса пырĕç», — тенĕччĕ.
Студент чухнех унта пулнă
— Мĕншĕн шăпах архива ĕçе вырнаçас терĕр?
— Университетра вĕреннĕ чухнех архив ăçта ларнине лайăх пĕлеттĕм. Диплом ĕçĕ çырнă май унта темиçе те кайма, вулав залĕнче сехечĕ-сехечĕпе ларма тивнĕ. 1989 çулхи ака уйăхĕнче хамăн кун-çула архивпа çыхăнтартăм. Публикаци уйрăмĕн çырусен пайĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ун умĕн тăватă çул тăван «Выльский» совхозăн профком председателĕнче вăй хунăччĕ.
— Тӳрех яваплă ĕç шанса пачĕç-и?
— Ун чухне вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ çынсене наградăсем пани çинчен ыйтса нумай çыру килетчĕ. Камăн мĕн пуррине справкăсемпе çирĕплетсе параттăмăр. Кулак тесе айăпланисенчен иртнĕ ĕмĕрĕн 90-91-мĕш çулĕсенче çырусем килме пуçларĕç. 1997 çулта унашкал ыйтупа панă справкăсен шучĕ 12 пине çитнĕччĕ. Эпĕ 1997-2015 çулсенче социаллă пурнăçпа право докуменчĕсен тата вĕсемпе усă курмалли пая ертсе пытăм, тивĕçлĕ кану çулне çитсен çак пайăн тĕп архивистĕнче ĕçлеме куçрăм.
— Çав çырусене камсем çырнă: ватăсеми, вĕсен ачисем-и?
— Ун чухне кулак ятне тивĕçнисем сахаллăн юлнăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа çывăх çыннисен таса ячĕсене тата пурлăхне тавăрас, компенсаци илес ыйтусемпе ытларах чухне ачисем, мăнукĕсем килетчĕç е çыратчĕç. Вĕсемпе питĕ тĕплĕн ĕçлеме тиврĕ, виçшер-тăватшар страницăран тăракан справкăсем пичетлесе параттăмăр.
— Хальхи вăхăтра халăха мĕн канăçсăрлантарать?
— Социаллă пурнăçпа право ыйтăвĕсемпе килекен йышлă. Ку ĕнтĕ ĕç стажĕпе, наградăсемпе, тава тивĕçлĕ ят панипе, çĕрпе, пил-халалпа çыхăннă документсене тупассипе çыхăннисем. Тыткăнра пулнисене çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче компенсаци панă май вĕсен ачисем, мăнукĕсем справка илмешкĕн килме пуçларĕç. Нумай хутлă, хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен те хăйсен ыйтăвĕсем пур. Унашкаллисене çурт-хваттер проекчĕсен схемисем кирлĕ. Проекта пăхмасăр çуртра, хваттерте нимĕн те улăштарма юрамасть. Çавăн пекех ял, шкул, предприяти-организаци историйĕпе кăсăкланакан нумай. Паллă та мухтавлă çынсен кун-çулне тĕпчекенсем вĕсен биографийĕсене «шĕкĕлчеççĕ». Чылайăшĕ йăх-несĕл тымарне, ăру мĕнле аталанса пынине пĕлесшĕн. <...>
Надежда СМИРНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...