Комментари хушас

10 Раштав, 2021

Чăваш Енри телемедицина

Чăваш Республикинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçлас ĕç малалла пырать. Унăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри — сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи цифра контурне йĕркелемелли проекта пурнăçласси, çав шутра граждансене медицина пулăшăвĕ кӳнĕ чухне телемедицина технологийĕсене ĕçе кĕртесси, вĕсене аталантарасси, çĕнетсе пырасси.

Телемедицинăра шăпах пациентсене инçетрен консультаци парасси, диагностика тăвасси анлă сарăлнă тата нумай çын усă куракан сервис шутланать. Врачсен е врачпа пациент хушшинчи видеоконференцçыхăнăвăн системисем енсен шанчăклă хутшăнăвне тивĕçтерме пулăшаççĕ, çак çыхăну вăхăтĕнче вĕсем пĕр-пĕрне курма тата илтме кăна мар, графика тата тест кăтартăвĕсене пама та пултараççĕ. Çакă пур енĕпе те меллĕ, COVID-19 коронавирус инфекцийĕ сарăлнă чухне — пушшех.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн патшалăхăн сывлăх сыхлавĕн сферинчи информаци системин централизациленĕ «Телемедицина консультацийĕсем» çумсистеми ĕçлет. Унпа республикăн патшалăх сывлăх сыхлавĕн мĕн пур медицина организацине çыхăнтарнă: республика больницин никĕсĕ çинче телемедицина центрĕсене йĕркеленĕ, районсен пĕрлехи, хуласемпе районсен тĕп больницисен никĕсĕ çинче телемедицина пункчĕсене туса хунă.

2019 çултан тытăнса телемедицна мелĕпе консультаци парассине Чăваш Енĕн ОМС территори программине кĕртнĕ: пациента госпитализациленĕ тапхăрта стационар условийĕсенче онкологи, кардиологи, педиатри, хирурги енĕпе экспертсем «врач — врач» форматпа онлайн форматпа консультаци параççĕ. Кăçал çакăн çумне телеконсилиумсем те хушăнчĕç. Çулталăк пуçланнăранпа кăна 8300 ытла консультаци панă, 4500 консилиум ирттернĕ.

Телемедицинăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ — наци медицина тĕпчев центрĕсен представителĕсене явăçтарса йĕркелекен консультацисемпе консилиумсем. Федерацин тĕп медорганизацийĕсен специалисчĕсем профилактика меслечĕсемпе усă курас, диагностика, сиплев тата реабилитаци енĕпе хăйсен сĕнĕвĕсене параççĕ, профессипе çыхăннă опычĕпе пулăшаççĕ.

Телемедицина аталанăвĕ граждансем медицина пулăшăвĕпе усă курмалли правине тивĕçтерме, унăн пахалăхне пысăклатма май парать, ку вара республикăра пурăнакан çынсен пурнăçне тăсма пулăшать.

www.hypar.ru

Лейсен АБЕЙДУЛЛОВА,
Чăваш Республикин ТФОМСĕн ОМС йĕркелĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ.

Реклама

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.