Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Уссипе пĕрлех - сиенĕ

Паянхи кун ачасем кипкеренех компьютерпа туслашаççĕ тейĕн. Çĕнĕ ĕмĕрĕн тĕп техники ачана мĕнлерех усă тата сиен кÿнине пĕлетпĕр-и эпир?

АПШра, тĕслĕхрен, ку технологи çын пурнăçĕн пĕтĕм тытăмне кĕнĕ. Килте компьютер пур тăк ачасем шкула кайичченех унпа çăмăллăн ĕçлеççĕ. Шкулта та уроксенче усă кураççĕ: Интернетпа çыхăнаççĕ, компьютер урлă çĕнĕ япала нумай пĕлеççĕ. Шкулта ăнлантарнă материала Интернетра тупса анлăрах вулама пултараççĕ. Ку, паллах, лайăх. Анчах та чылайăшĕ электрон машинăпа вĕренес тĕлĕшпе мар, урăхла тĕллевсемпе ытларах усă курать. Сехечĕ-сехечĕпе ун умĕнчен хăпмасăр «пуç касакансен» вăййисене выляççĕ. Çакă ачан психикине пăсать. Унсăр пуçне куç вăйне чакарать, кĕлеткене тĕрĕс мар аталанма витĕм кÿрет. Çакнашкал сиен кÿнине ашшĕ-амăшĕ пĕлет-ши? Е пĕлсен те курмăш пулать-ши? «Лăпланса хăй тĕллĕн вылятăр, пире ан чăрмантартăр», - теççĕ пуль.

Специалистсемпе ашшĕ-амăшĕ хĕрсе тавлашнă вăхăтра Калифорни штатĕнчи Вĕрентÿ министерстви анлă тĕпчев ирттернĕ. «Компьютерпа усă курма пĕлни вĕренĕвĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене ÿстерет-и?» ыйтăва татса пама тăрăшнă. Тĕпчеврен çакă паллă пулнă: сахал тупăшлă çемьесенчи ачасен /вĕсен килте компьютер çук/ кăтартăвĕсем ыттисен /вĕсен компьютер пур/ тест кăтартăвĕсемпе пĕр пек пулнине палăртнă. Урăхла каласан килте компьютерпа усă курни пĕлÿ шайне пысăк витĕм кÿмест.

Тĕнчери педиатри академийĕ уçă сывлăшра вылямалли вăйăсем ачан нерв тытăмĕшĕн усăллине палăртнă. Тăмпа, хăйăрпа, шывпа вылясан ачан алă, пÿрне хусканăвĕ лайăхланать, тĕртĕмсем çирĕпленеççĕ. Ытти ачапа хутшăнса пĕрле вылянă чухне чĕлхе аталанать.

Пĕр компьютер та ача ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе, тус-юлташĕпе хутшăннине улăштарма пултараймасть. Луис Б.Герстер тухтăр: «Компьютер - пирĕн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелли хăватлă оруди, анчах вăл та çыннăн чун пуянлăхне, юратăвне улăштарма пултараймасть».

Асра тытмалла:

Компьютерпа ĕçлени пуçшăн сиенлĕ. Çавăнпа та:

- монитор çине тухакан çутăсене пĕтермелле*

- хÿтĕлев экранĕ пулмалла*

- куçа кашни 10 минутран 10 çеккунтлăха та пулин экран çинчен илмелле. С ихнем размером стопы женская Обувь больших размеров разыскивается обычно в специализированных обувных магазинах 1 сехет ĕçленĕ хыççăн 15-20 минут тăхтав тумалла*

- ачан куçне çулталăкне пĕр хутчен кая мар окулист патĕнче тĕрĕслеттермелле*

- компьютер экранĕпе çын хушшинче пĕр метр хушă пулмалла*

- компьютерсене çума-çуммăн лартмалла мар, вĕсен хушши 1,5 метр пулмалла.

- компьютер ларакан пÿлĕме кашни кунах уçăлтармалла, унта ĕçленĕ хыççăн ачана уçă сывлăша илсе тухмалла.

 

Ольга Артемьева-

Баринова хатĕрленĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.