Комментари хушас

26 Çурла, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 33 (1210) № 26.08.2021

Ырланăшăн та айăплаççĕ

Паян пуçарас тенĕ сăмахăм регионшăн кăтартуллă та мар пулĕ-ха, тĕрĕсрех, пирĕн тăрăхра ку ыйту чи çивĕччисенчен пĕри теме çук. Анчах, тен, пире ку çапла туйăнать кăна? Тивĕçлĕ органсем, вăй тытăмĕсем хăйсен ĕçне туллин пурнăçланине пула эпир, ахăр, тепĕр чухне инкекĕн сивĕ варкăшне туймасăр та юлатпăр. Малашне те çаплах пултăрччĕ, анчах сыхланакана турă та сыхлать тесе ахальтен каламан.

Хĕрӳ çу кунĕсем сисĕнмесĕрех иртрĕç. Умра каллех — авăн уйăхĕ. Тавралăха пиçсе çитнĕ пан улми тата ытти улма-çырла ырă шăрши сарăлнă. Ун çумне юсав ĕçĕсем хыççăн татах та çĕнелсе капăрланнă шкулсен сĕвĕрĕлсе пĕтеймен сăрă шăрши хутшăнать. Илемлĕ чечексен çыххи çĕкленĕ, шкул форми тăхăннă ача-пăчапа çамрăксем вĕренӳ çурчĕсене васкаççĕ. Умра — пĕлӳ тĕнчи, çĕнĕ ĕмĕтсем… Шăпах çак вăхăтра Беслан шăпăрланĕсем те савăнăçлă туйăмпа тус-юлташĕпе, юратнă вĕрентекенĕсемпе тĕл пулма васканă. Кам шухăшлама пултарнă тискер хурахсем çутă ĕмĕте таптаса тăкасса, тин кăна çурăлса ĕлкĕрнĕ чечек пек пурнăç самантрах лап! татăласса? Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕ Раççей календарĕнче юнпа, инкекпе çырăнса юлнă. 2004 çулта Бесланра террористсен шелсĕрлĕхĕпе чунсăрлăхне пула 300 ытла пурнăç татăлнă, вĕсен хушшинче ачасемпе хĕрарăмсем ытларах. Инкек халăх асĕнче яланлăхах юлĕ. Терроризмпа кĕрешмелли пĕрлехи кун влаçпа обществăна пĕр тĕвве çыхăнтарчĕ. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Бесланра, Дубровкăра, Буденновскра, Первомайскра, Мускаври, Буйнакскри, Волгодонскри пурăнмалли çуртсенче кĕрленĕ взрывсенче тата ытти çĕр-çĕр инкекре татăлнă пин-пин пурнăçа асăнĕ çĕршыв. Сыхланма пулнă-и çак инкексенчен? Калама хĕн. Инкек, чăнах та, куçа курăнса килмест…

Чăваш Енпе çыхăннă юлашки çулсенчи хыпарсене тишкеретĕп. Унта та кунта сирпĕнекен хатĕр хуни пирки шăнкăравласа пĕлтернине ШĔМ тытăмĕнче тăтăш йышăнаççĕ. Е суту-илӳ центрне сирпĕтме хатĕрленеççĕ, е шкулсене… Телее, çакă нумай чухне ӳсĕр пуçпа ашкăннипе кăна çыхăнать /сăмах май, ашкăну хакла кайса ларассине кун пек лару-тăрура чухламасть те пулас урах марскер… Пĕр-пĕр çурта сирпĕтмелли хатĕр вырнаçтарни пирки суйса шăнкăравланăшăн 200-500 пин тенкĕлĕх штрафлама е 3 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ/.

Сăмах май, çу уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкар арçынни Шупашкар ГЭСне «сирпĕтме» хатĕрленнĕ. Çак уйăхрах Вăрмар районĕнчи пĕр организацире ĕçлекенсем çуртсăр «тăрса юлма» пултарнă — унта ĕçлекен хĕрарăмăн мăшăрĕн чунĕнче кĕвĕçӳ амаланнă, çавна пула вăл шăнкăравласа суя хыпар пĕлтернĕ. Çапла майпа вăл хĕрарăм килне иртерех таврăнасса шаннă-мĕн. Арçын суя шăнкăравсемпе маларах та палăрма ĕлкĕрнĕ. Шалти ĕçсен пайне вăл хăйне… арăмĕ тăтăшах хĕнени пирки пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем вырăна тухса тĕрĕсленĕ хыççăн хĕрарăм арçын çине алă çĕклеменни уçăмланнă. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Чăваш Енре хÿтлĕх тупнă

«Нумай пурăнасчĕ. Мăнукăм Савва шкултан вĕренсе тухнине, хĕсмете кайса килнине, çемье çавăрнине курасчĕ. Унăн ачисене утьăкка сиктересчĕ», — калаçу пуçларĕ Çĕрпӳ районĕнчи Тĕнсĕр ялĕнче хăтлăх тупнă 65-ри Любовь Павлюченко. Кукамăшĕ шкула кайма хатĕрленекен арçын ачашăн амăшĕ вырăнĕнчех. Вĕсем 2014 çулта Луганск облаçĕнчи Брянка хулинчен Чăваш Ене куçнă.

Пĕчĕк пӳртре те тăвăр мар

Украинăра пурăнакан хĕрарăмăн шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă. Сусăр çуралнă хĕрĕпе Екатеринăпа, икĕ мăнукĕпе Сашăпа тата Саввăпа урама уçăлма тухсан вĕсен пӳрчĕ çине бомба ӳкнĕ. Çав кун Любовь Павлюченко упăшкине, хĕрĕсене, ывăлне, кĕрĕвне çухатнă. «Пире Турă çăлса хăварчĕ», — тет вăл хăрушă çак пулăма куç умне кăларнă май. Чунĕ темле хытă ыратсан та куççульне кăтартмасть хĕрарăм. Макăрса çывăх çыннисене каялла тавăрăн-и?

Инкеке лекнисем Раççейре хӳтлĕх шыранă. Мускавра «Раççей Хĕрлĕ хĕресĕ» хастарĕсем кĕтсе илнĕ вĕсене. Чи кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çакăн хыççăн Любовь Павлюченко хăйĕн тăванĕсемпе тата пĕлĕшĕсемпе пĕрле Шупашкара çул тытнă. «Раççей Хĕрлĕ хĕресĕ» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне çитнĕ. Кунта аякран килнисене япаласем панисĕр пуçне медицина полисĕ илме пулăшнă. Çакă больницăра тӳлевсĕр сипленме май панă вĕсене.

Малтанхи вăхăтра чиркӳре пурăннине аса илет хĕрарăм. Пĕчĕк ачасем валли пачăшкă та, тĕне ĕненекен ытти çын та сĕт илсе килнĕ. Любовь Павлюченко çакăнтах ĕçленĕ. Каярах чиркĕве çӳрекенсем пулăшнипех пурăнмалли вырăн тара илнĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн куçса килнисене ялта пĕчĕк пӳрт сĕннĕ. Унта кăмака та пулман. Ниме пăхмасăр вĕсем çакăнта пурăнма килĕшнĕ. Ырă çынсем кирпĕчпе тивĕçтернĕ, кăмака купаласа панă. Раççей Хĕрлĕ хĕресĕн регионри уйрăмĕ кравать, вырăн хатĕрĕсем леçнĕ.

Хĕрлĕ кăшман çулçине те шăнтаççĕ

Любовь Юрьевна Чăваш Ене пĕрле килнĕ тăванĕн — аппăшĕн хĕрĕн çемйишĕн — пăшăрханать. Татьянăн çаплипех гражданлăх çук. Унăн ывăлĕ паспорт илеймест. «Раççей Хĕрлĕ хĕресĕ» об-щество организацийĕн регионри уйрăмĕн ертӳçин заместителĕ Ольга Абукина çивĕч çак ыйтăва татма пулăшасшăн. «Мĕншĕн хальччен каламан?» — кăсăкланать вăл. Лару-тăрăва пĕлнĕ пулсанах ĕçе маларах пуçăнĕччĕç.

Любовь Павлюченко мăнукне пăхнăшăн 8 пин ытла тенкĕ пособи илет. Документсем хатĕрлемешкĕн Украинăна темиçе хутчен кайса килнине пытармасть вăл. Çав вăхăтрах тивĕçлĕ канури хĕрарăм хăй пенси илмест, мĕншĕн тесен ку ыйтупа ятарлă ведомствăпа çыхăнман. Ольга Николаевна сĕнӳ-канашпа пулăшать. «Кирлĕ хутсем килте çунса кĕлленнĕ. Çĕнĕрен илмешкĕн çула тухас килмест. Пурăнăпăр- ха», — тет хура-шур чăтса ирттернĕскер. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Волонтер пирĕшти вырăнĕнчех

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче «XXI ĕмĕр çамрăкĕсем» волонтерсен юхăмĕ ĕçлет. Хастарсен ырă ячĕ таврара кăна мар, республикипех сарăлнă.

«Пирĕн ĕмĕт-тĕллев ытти ĕмĕрте пурăннă çамрăксенни пекех. Халĕ, малтанхипе тан-лаштарсан, хамăра аталантармашкăн тата кăтартмашкăн тĕрлĕ май пур. Унпа туллин усă курмалла», — паянхи çамрăксен хăйне евĕрлĕхĕ тавра сăмах пуçарсан пĕр саслăн хурав-ларĕç техникумра пĕлӳ илекенсем.

Çи-пуçа çĕнетнĕ

Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче тинтерех иртнĕ «iВолга» форума хутшăнмасăр юлман вĕсем. Ку ĕçе онлайн форматпа йĕркеленĕ. «Эпир «Добролайф» ушкăна суйларăмăр. Вăл шăпах волонтерсемпе çыхăннă. Ăсталăх класĕсене кăмăлтан хутшăнтăмăр. Çĕнĕ юлташсем тупрăмăр. Форумра пухнă пĕлӳ кулленхи ĕçре кирлĕ пулĕ», — палăртать техникумри волонтерсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Ольга Цыганова. Вăл каланă тăрăх, пĕлтĕрхи форумра Борис Ильдуганов хăйĕн проектне хӳтĕленĕ. Çакăншăн диплома тивĕçнĕ.

«Çакнашкал форумсем паянхи студентсен пултарулăхне уçма пулăшаççĕ. Çакă вĕсене çĕнĕ ĕçе пуçăнма хистет. Тавра курăма аталантаракансем пуçарулăхпа палăраççĕ. «Çамрăксен хули» форумран та çулленех хавхаланса таврăнаççĕ. Студентсем çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ йĕркелекен республика конкурсĕнче çĕнтернине аса илтерес килет. Волонтерсен çулне мĕншĕн суйланине сăнлакан социаллă ролик мала тухма пулăшрĕ вĕсене. Ун чухне Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн общежитийĕнче пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса çӳп-çап пуçтарчĕç. Вĕсен витĕмĕпе район центрĕн урамĕсене çĕнĕ сăн çапрĕ, тав-ралăх хăтлăрах курăнчĕ», — хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пушă вăхăта усăллă ирттерме ăнтăлнине çирĕплетет Ольга Цыганова. «Студентсен çуркунни» фестивальте те ку ĕçе пысăк хак панă. Çамрăксем çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ укçапа тĕллевлĕ усă курнине каласа хăвармалла. Вĕсем çĕнĕ футболкăсем илнĕ.

«Техникумри пур студент та общество ĕçне хутшăнать. Çак йышран 100-шĕ уйрăмах хастар. Вĕсем кашни мероприятие хăйсен тӳпине хывма тăрăшаççĕ», — калаçăва тăсать Ольга Вячеславовна.

Вăрçă ахрăмĕ

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем районти 3065-мĕш эвакогоспиталь пулнă вырăна тирпейлесе тăни пархатарлă. Сăмах май, вăл 1941 çулхи авăн уйăхĕнче вăрçăра суранланнисене йышăнма пуçланă. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕччен ĕçленĕ. Çак вăхăтра госпитальте 1412 салтакпа офицер сипленни паллă. Нумайăшĕ операци хыççăн вăрçă хирне таврăннă. Хăшĕ-пĕри вара йывăр сурана пула ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Вĕсем тăванлăх вил тăприйĕнче канлĕх тупнă. Студентсем çак вырăна тасатса хăтлăлатас яваплăха та хăйсем çине илнĕ. «Ку ĕç чун хушнипе пулса пырать», — тет волонтерсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.