Комментари хушас

4 Çĕртме, 2021

«Хыпар» 58-59 (27791-27792) № 04.06.2021

Çĕнĕ килĕшÿсем аталанма пулăшĕç

Çĕртмен 2-5-мĕшĕсенче Нева çинчи хулара Пĕтĕм тĕнчери XXIV экономика форумĕ иртет. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнать, республикăна аталанма пулăшакан ĕçтешлĕх килĕшĕвĕсене çирĕплетет.

Чăваш Ен тата «Т Плюс» компани социаллă программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрле ĕçлĕç. Меморандума Олег Николаев тата компанин генеральнăй директорĕ Андрей Вагнер алă пусса çирĕплетнĕ. Ĕçтешсем производствăна, транспортировкăна тата энергие шутлас ĕçе хальхи йышши технологисене кĕртес, çавăн пекех ăшăпа тивĕçтерессине централизацилес тĕллевлĕ. Документ çавăн пекех Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене ăшă рынокĕн çĕнĕ меслечĕ çине куçарнă чухне те тачăрах çыхăнса ĕçлеме май парĕ. Кунсăр пуçне генераци тата ăшă сечĕсен объекчĕсене модернизацилеме тата цифровизацилеме хушма укçа хывма, экологи лару-тăрăвне лайăхлатакан мероприятисем йĕркелеме палăртнă.

«Эпир республикăн социаллă пурнăçне аталантарма тăрăшакан ĕçтешсене суйлатпăр. «Т Плюс» шăпах çавăн йышшисенчен пĕри. Вăл Шупашкар агломерацине ăшăпа тивĕçтерекен тĕп предприяти шутланать. Эпир çирĕплетнĕ меморандум ăшăпа тивĕçтерекен тытăма çĕнетме пысăк укçа хывассине, çавăн пекех социаллă программăсене пурнăçлама хутшăнассине палăртать», — тенĕ республика Пуçлăхĕ. Андрей Вагнер компани хăй ĕçлекен тăрăхра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ӳстерессине тата экономика тăнăçлăхне тытса пырассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.

Чăваш Республики «Россия — страна возможностей» платформăпа та ĕçтешлĕхе аталантарать. Форум вăхăтĕнче çак пĕрлĕх тата республика Правительстви ĕçтешлĕх тухăçлăхне ӳстерме пулăшакан килĕшĕве алă пуснă. Документ çамрăксене тĕрлĕ сферăра пултарулăхне аталантарма, пуçарăвĕсемпе проекчĕсене ĕçе кĕртме пулăшас тĕллеве тĕпе хурать. «Эсир çитĕнекен ăру валли кăсăклă конкурссем ирттеретĕр, — палăртнă Олег Николаев. — Вĕсене Чăваш Енре те йĕркелесен аванччĕ». «Россия — страна возможностей» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Алексей Комиссаров пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре платформа проекчĕсемпе конкурсĕсене студентсемпе çамрăксем хастар хутшăнаççĕ. Уйрăмах çамрăксен пуçарăвĕсен грант конкурсĕн кăтартăвĕсем лайăх: юлашки виçĕ çулта 106 проект çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ. «Халĕ çирĕплетнĕ килĕшӳ унчченхи çитĕнӳсене аталантарма пулăшнисĕр пуçне çĕнĕ çынсемшĕн те малашлăха çул уçма май парĕ», — тенĕ вăл. Олег Николаев килĕшĕве ĕçе кĕртмелли плана хатĕрлеме пĕрлĕх специалисчĕсене çывăх вăхăтрах республикăна килме йыхравланă.

Çĕнĕ Шупашкарта полилактид пластик производстви уçăлас шанăç пур. Инвестици проектне пурнăçа кĕртесси çинчен Олег Николаев «Био планета» пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕпе Ярослав Кузнецовпа сӳтсе явнă.

Компанин химиксен хулинче йĕркелекен ятарлă экономика зонин резиденчĕ пулма май пур. «Эпир полиэтилен тата пластик продукцие экологи тĕлĕшĕнчен таси çине куçарасшăн. Пĕрле ĕçлесен çĕнĕ енсене, çак шутра Чăваш Республикинче те, аталантарма пултарăпăр», — тенĕ Олег Николаев ĕçтешлĕх килĕшĕвне алă пуснă чухне. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Наркотик ялсене куçать

«Çамрăклăх çунат сарнă вăхăтра çут тĕнче ырлăхĕпе киленмелле чухне наркотиксен сĕрĕмĕнче ырлăх шырарăм. Çапла майпа пурнăçăмри чи çутă çулсене сая ятăм», — пăшăрханса пуçларĕ сăмахне Александр.

«Пурăнас килчĕ»

Суя ырлăх çулĕпе утнине вăл, телее, вăхăтра ăнланса илнĕ. «Шурă вилĕм» çави çулса тăкиччен унран пăрăнса юлма ăс çитернĕ. «Аттепе аннене, чи çывăх юлташăма тав. Вĕсем çак шурлăхран туртса кăларма хевте çитереймен пулсан паян эпĕ çакăнта сирĕнпе калаçса та лараймăттăм», — тăрук чуна çӳçентерчĕ вăл.

...Александр лайăх çемьере çуралса ӳснĕ. Шкулта та аван вĕреннĕ. 15 çула çитиччен пирус та туртса курман, эрех-сăра та тутанман. Ашшĕ-амăшĕ ывăлне пăхса ытарайман. Унран тухтăр пуласса шанса пурăннă. «Анчах вĕсен ĕмĕтне тӳрре кăлараймарăм, — ассăн сывларĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. — Вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ ятпа юлташсем каçхи клуба чĕнчĕç. Ун пек вырăнсене эпĕ кайса курман. Çавăнпа кăсăклă пулчĕ-ши? Килĕшрĕм. Кунти çынсене манăн туссем лайăх пĕлеççĕ иккен. Пире часах çамрăксем сырса илчĕç. Пĕри сăра сĕнет, тепри пирус... Виççĕмĕшĕ мĕн япали пулнине каламарĕ, анчах тутанса пăхма хушрĕ. Юлташсем çине тинкертĕм... Пĕри те хирĕçлемерĕ. Эпĕ те вĕсенчен юлмарăм вара. Ун чухне çакă мĕн патне илсе çитересси пирки чухлама та пултарайман. Самантлăх ырлăх нуша-терте, инкеке çаврăнасси çинчен шухăшламан та...»
Александр хăй те сисмесĕр наркотик чури пулса тăнă. Кун хыççăн кун иртнĕ. Вăл шурлăха путса-путса пынă. Наркотик сĕрĕмĕ пуçран сĕвĕрĕлнĕ хыççăн унăн куçне тем те пĕр курăнма тытăннă, киревсĕр шухăшсем канăç паман. Темиçе талăк çывăрманни те пулнă. Тăраннине пĕлмесĕр çинĕ. Анчах хăй начарланса пынă... Ывăлĕ улшăннине асăрханă ашшĕ-амăшĕ çийĕнчех чан çапма пуçланă, больницăна ăсатнă. Анчах унтан сипленсе тухсан та Александр нумай вăхăт ырă-сывă пурăнайман. «Питĕ хăрама пуçларăм. Мĕнрен? Пĕлместĕп. Хам çине алă хурас шухăш та пĕрре мар пуçа кĕнĕ. Юрать, çывăх çынсем çумра пулни хăрушă утăма тăвассинчен сыхласа хăварчĕ», — чунне уçрĕ Александр.

Вăл ашшĕ-амăшне «ăна ĕнер юлашки хут алла тытрăм» тесе вĕçĕмсĕр ĕнентерме тăрăшнă. Тĕрĕссипе, çапла пуласса хăй те шаннă. Анчах чир парăнасшăн пулман. Пĕррехинче вара вăйлах наркăмăшланнă. Телее, хăрах урипе леш тĕнчене ярса пуснăскере тухтăрсем çăлса хăварнă. «Çакăн хыççăн манăн чунра темĕн ăнланмалла марри пулса иртрĕ. Питĕ-питĕ пурăнас килсе кайрĕ. Çут тĕнче ырлăхĕсемпе киленсе кун кунлассинчен лайăххи мĕн пултăр? Çакна ăнланса илме, ахăртнех, çумра яланах çывăх çынсем пулни те пулăшрĕ. Вĕсене чăтăмлăхшăн, ырă кăмăлĕшĕн тав туса пĕтерейместĕп. Паллах, наркоманирен хăтăлмалли хатĕр рецепт çук. Анчах çак чирпе нушаланакансене пулăшакансем пулсан вилĕмрен çăлăнса тухас шанăç самай пысăк. Наркотик çынна маларах е каярах пурпĕр çут тĕнчерен хĕссе кăларать», — вĕçлерĕ сăмахне Александр.
Вилнисен шучĕ ӳснĕ

Александр шăпи — пин те пĕр синкерлĕ тĕслĕхрен ăнăçлăрах вĕçленни. Тĕнчере, çĕршывра, республикăра вара наркотик серепинчен хăтăлаймасăр çулсерен çĕр-çĕр çын шăпи хуçăлать, кун-çулĕ татăлать.

Чăваш Енри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру пирки республикăн тĕп наркологĕпе, медицина наукисен кандидачĕпе Ирина Булыгинăпа калаçрăмăр. Тĕпрен илсен, пирĕн тăрăхра, Раççейри ытти регионтипе танлаштарсан, лару-тăру çав тери япăхах мар темелле. Официаллă статистикăпа килĕшӳллĕн ачасен хушшинче наркотик серепине лекнисем çук. Çитĕннисен йышĕнче вара наркотиксемпе усă куракан икĕ пине яхăн çынна шута илнĕ. Шел те, наркăмăшланса вилнисен шучĕ пĕлтĕр ӳснĕ. 2019 çулта 6 тĕслĕх пулнă тăк, 2020 çулта — 18. Статистика çакăн евĕрлĕ кăтартусем пани, Ирина Евгеньевна палăртнă тăрăх, çак çынсем наркологи службин тата право хуралĕн органĕсен куçĕ тĕлне пулманнипе — вĕсем ниçта та вĕренмеççĕ, ĕçлемеççĕ — çыхăннă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Елена БАРСУКОВА: Хĕрарăма ертÿçĕре ĕçлеме яланах йывăр

«Профессире темĕнле пысăк çитĕнӳ тусан та çемье, çывăх çын тĕрекĕ çук тăк çын телейлĕ пулаймасть», — тет вăл. Сăмахăм Республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова çинчен. Паян Елена Владимировна — «Хыпар» тĕпелĕнче.

Амăшĕпе кукамăшĕ сĕннипе

— Елена Владимировна, сире шăпа Чăваш Ене мĕнле илсе çитернĕ?

— Эпĕ Курск облаçĕнче çуралнă. Атте Мускаври энергетика институтĕнче вĕреннĕ. Пĕр курсри юлташĕсемпе 1964 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кафедра уçма килнĕ. Мана та пĕрлех илнĕ. Хыççăнах Чăваш Енĕн тĕп хулине анне çитнĕ. Çывăх çыннăм профессипе — педагог. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен Шупашкарти 24-мĕш шкулта пионервожатăйра ĕçленĕ, пурăна киле вырăс чĕлхи, литература вĕрентнĕ. Вăл нумай çул вăй хучĕ, 73-ре кăна ачасене пĕлӳ пама пăрахрĕ. Çамрăк ăрăва питĕ юратать вăл. Атте те çавăн пек çынччĕ. Вăл, шел те, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Телее, анне сывах. Çапла майпа эпĕ Шупашкарта ӳсрĕм. Пулас мăшăрăмпа вара Смоленскра паллашрăм. Евгений Барсуков ун чухне Смоленскри çар училищинче вĕренетчĕ. Çар çыннине, лейтенанта, качча тухрăм. Вильнюса тухса кайрăмăр. Ăна унта служба тивĕçне пурнăçлама янăччĕ. Пурăна киле Новосибирска куçарчĕç. Упăшка унта пĕлĕвне ӳстерчĕ. Хыççăнах Смоленскра службăра тăчĕ. Анчах ют тăрăхсенче мана тунсăх пусатчĕ, Шупашкара, аттепе анне патне чун туртатчĕ. Шупашкар — çĕр çинчи чи тĕлĕнмелле хула. Кунта çитĕннĕрен-ши — ăна питĕ кăмăллатăп. Мăшăрăм мана итлерĕ, çар ĕçне пăрахрĕ. Вара Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Кунта вăл налук полицийĕнче ĕçлерĕ, унтан наркотĕрĕслев тытăмĕнче вăй хучĕ.

— Медицинăна суйлама мĕн хистерĕ?

— Пирĕн çемьере медиксем пулман. Маншăн ку професси яланах интереслĕччĕ. Чылай ачашăн вăл романтикăпа çыхăннă ĕç пек туйăнать. Аннепе кукамай мана тухтăра вĕрентесшĕн пулчĕç. Пурнăçăма медицинăпа çыхăнтарнăшăн пĕр çеккунтлăха та ӳкĕнмен. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти физикăпа математика енĕпе тарăн пĕлӳ паракан шкулта ăс пухрăм. Эпĕ, тĕрĕссипе, техника енне ытларах туртăнаттăм. Çавăнпа профессие суйласа илме те çăмăл пулмарĕ. Тĕрĕс çулах тупнăшăн халĕ хĕпĕртетĕп. Шупашкара тепĕр хут килсен университетăн çын организмĕн шалти органĕсен чирĕсен кафедринче ĕçлерĕм. Атте те вăл вăхăтра университетрах преподавательте вăй хуратчĕ. Владимир Саперовпа Игорь Мадянов ертсе пынипе медицина наукисен кандидачĕн диссертацине хӳтĕлерĕм. Кайран хулан 5-мĕш больницин (Çурçĕр клиники) тĕп тухтăрĕн çумĕнче ĕçлерĕм. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕнче тăрăшнă чухне чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли программăсене пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Акă пирĕн больницăра халĕ юн тымарĕсен чирĕсен центрĕ вырнаçнă — юн тымарĕсен ĕçĕ, юн çаврăнăшĕ пăсăлнă, инфаркт, инсульт пулнă паци¬ентсене сиплетпĕр. Хамăр министерствăра ĕçленĕ вăхăтра пуçарнă программăнах пурнăçа кĕртетпĕр. Вăрçă ветеранĕсен госпиталĕн тĕп тухтăрĕн ĕçĕ те питĕ килĕшнĕччĕ. Ӳстермесĕр калатăп: ветерансемпе ĕçлеме çав тери кăмăллаттăм. Ватăсем — тĕлĕнмелле çынсем. Вĕсем кун-çул тăршшĕнче пысăк опыт пухнă, чунлăх туйăмĕ вăйлă аталаннă, яваплăха питĕ çирĕп туяççĕ. Пациентсемпе калаçнă май хамшăн ыррине нумай асăрхарăм, тĕслĕх илтĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Заводра Харьковран куçса килнисемпе пĕрле тар тăкнă

Вĕсем çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн: выçăллă-тутăллă пурăннă, тăхăнма ăшă тум пулманнипе шартлама сивĕ ӳте кассан та иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче хĕрарăмсем, вăхăтсăр çитĕннĕ хĕрачасемпе арçын ачасем вăй питти арçынсем пурнăçламалли йывăр ĕçсене те хăйсем çине тиеме хăраман.

Çинĕ, анчах тăраннине туйман

Мĕн хистенĕ вĕсене çапла тума? Пурăнас килни. Çав самантсене тӳссе ирттернисем каланă тăрăх, тăшмана аркатма хăйсен тӳпине хывас тени. Вăрçа кайнă ашшĕсемпе пиччĕшĕсемшĕн, çапăçу хирĕнчен тухайман çывăх çыннисемшĕн тавăрас тени вышкайсăр пысăк инкеке те, ахаль чухне ачапча тума пултарайман ĕçе те, парăнтарма вăй панă.
Çак кунсенче курса калаçнă çын та — Шупашкарта пурăнакан Фаина Сивова — çав ретренех. Вăл Комсомольски районĕнчи Крестниково ялĕнче 1929 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Осиповсен пилĕк ачинчен чи асли пулнă. Çавăнпа кĕçĕннисене Фаина пăхнă. Ашшĕпе амăшĕ хире тухса кайсан сĕтел çӳллĕш те ӳсеймен хĕрача йăмăкĕсемпе шăллĕсемшĕн çемье хуçи пулса юлнă. Ку çеç те мар — вырăс хĕрачи алла çурла тытса амăшĕпе юнашар тырă вырнă, пучах пуçтарнă, çум çумланă.

…Вăрçă тухнă тенине илтсен ял çыннисем район центрне васканă, унти лавккасенче тăвар, супăнь, шăрпăк ытларах туянма тăрăшнă. Çапах ял çыннин укçи-тенки те тыткаламалăх пулман-çке ун чухне. Фаинăн ашшĕне тата унăн пиччĕшне фронта илсе кайнă. Çемье нуши тата пысăкланнă: апат-çимĕç те, вутă та çитсе пыман. Юр кайсан Фаина та, ытти ачапчапа пĕрле, ана тăрăх утса пĕлтĕр çĕр айĕнче пытанса юлнă çĕр улмисене шыранă, амăшĕ çамрăк вĕлтĕрен пуçтарса, ал айĕнче мĕн пуррипе усă курса крахмал пашалăвĕ, курăк яшки хатĕрленĕ. Çапах хĕрне шкула çӳреме чарман. Телее, ашшĕ вăрçăран таврăннă, анчах унăн тетĕшĕ Владимир хыпарсăр çухалнă. Фаинăн ашшĕ пĕр хушă хуçалăхра вăй хунă, унтан темиçе çул Йĕпреç вăрман хуçалăхĕнче вутă хатĕрленĕ.

— Шкулта уроксем юпа уйăхĕнче кăна пуçланатчĕç. Çăвĕпех колхозра вăй хураттăмăр. Фронт валли посылкăсем хатĕрлеттĕмĕр. Унта алсиш-нускипе пĕрле çырусем чиксе яраттăмăр, тăшмана хăвăртрах тĕп тума ыйтаттăмăр. 1944 çулта çичĕ класс пĕтерсен мана район центрĕнчи МТСа счетоводра ĕçлеме илчĕç. Вăрçă чарăннине те çавăнтах кĕтсе илтĕм. Ирхине ĕçе çитрĕм кăна — Каçал енчен темиçе çын кăшкăрса килнине асăрхарăм. Патнерех çитсен вăрçă чарăнни пирки каланине илтрĕм. Аттерен ун умĕн кăна хыпар илнĕччĕ, вăл сывă юлнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм, питĕм çинче кулă çиçрĕ. Тăванĕсене çухатнисем макăрчĕç. Вăрçă хыççăн пурнăç самайланчĕ, алла çăкăр та ытларах лекме тытăнчĕ. Çиеттĕм, çиеттĕм, анчах тăраннине туймастăм. Çавăн пекех çиес килнĕ-ши? Çичĕ çул çӳрерĕм МТСа. Çав вăхăтрах Арзамас хулинчи бухгалтерсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухрăм. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Икĕ фермер - пĕр турта хушшинче

Çĕр улми лаптăкне иртнĕ çулсенче нумай хуçалăхра пĕчĕклетрĕç, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи М.Тагеев хресчен-фермер хуçалăхĕнче вара 2021 çулхи çуракинче 100 гектар лартрĕç.

Килĕштерсе ĕçлеççĕ

Фермер тракторсене уя ака уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн кăларнă. «Малтан минерал удобренийĕпе кĕрхи тулла — 250 га, ыраша 300 га апатлантартăмăр, — çурхи ĕçсемпе паллаштарчĕ Михаил Леонидович. — Акан 26-мĕшĕнче — сĕлĕ, темиçе кунран урпа акма тухрăмăр. Шел, 190 га кĕрхи тулă чĕрĕлеймерĕ, лаптăкне культивацилесе çурхине акма тиврĕ. Вăл тата кĕрхи тулă хутăш çитĕнеççĕ, çапах лайăх тухăç парас шанăç пур, мĕншĕн тесен минерал удобренийĕ кашни гектар пуçне 200 кг патăмăр».

Тĕш тырă культурисене çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче, тăпрара нӳрĕк хисепĕ пысăкрах чухне, 1300 га акса хăварнă. Вĕсем çу уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче çумăр лайăх çунă хыççăн парка шăтнă.

Михаил Тагеев 2012 çулта «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăпа килĕшӳллĕн 10 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ, Россельхозбанкран 12 млн тенкĕ кредит илнĕ. Çав укçапа ăратлă 120 тына туяннă, кашни 166 пин тенке ларнă. Кĕтĕве реконструкциленĕ витене вырнаçтарнă. Темиçе çултан пăрусем валли вите тунă. Сĕт производствине çуллен ӳстернĕ, виçĕ çĕнĕ трактор, икĕ комбайн, сухаламалли-акмалли машина туяннă, склад, ытти объект тунă.

Район ертӳçисем кĕтмен те — ӳсĕм çулĕпе пынă Михаил Тагеев 2017 çулта фермăна суту-илӳре ĕçленĕ Андрей Григорьева сутнă. Çапла майпа пĕр-пĕрин пурнăç çулĕсем пĕрлешнĕ, иккĕшĕ те Октябрьски ялĕнче ĕçленĕ май куллен тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва татса панă. Агропром ветеранĕ Михаил Тагеев тата çамрăк фермер Андрей Григорьев вăйсене пĕрлештерсен продукци туса илес тĕллеве пурнăçлама çăмăлраххине часах ăнланнă — пĕр-пĕрне техникăпа пулăшма тытăннă. Производство хăвачĕсене кооперацилесе темиçе çул ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Михаил Тагеев хăйĕн юлташне кăçал 200 га ытла урпа акса панă, Андрей Григорьев ертсе пынипе техниксен бригади тусĕн техникине акана тухиччен юсанă. «Андрей, Комсомольски ялĕнче çуралса ӳснĕскер, Октябрьски ялĕнче икĕ хутлă пурăнмалли çурт, юсав блокĕ турĕ, — паллаштарчĕ Михаил Тагеев çамрăк фермерăн ĕçĕ-хĕлĕпе.

— Питĕ тăрăшуллăскер «Ĕç пуçаракан фермер» тата «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăсемпе килĕшӳллĕн илнĕ грантсене производствăна явăçтарчĕ. Иксĕмĕр яланах пĕр сăмах тупатпăр. Андрей ĕçрен хăрамасть. Ветеринар мар, коопераци институтне пĕтернĕ, лавкка директорĕн çумĕ пулнă, апла пулин те ĕнене укол тума, трактор-машинăпа çӳреме, компьютерпа ĕçлеме пĕлет. Ферминче кăна тăххăрăн ĕçлеççĕ. Мăшăрĕ Татьяна Матюшова — ХФХ бухгалтерĕ. Вĕсен ывăлĕ Юрий фермер çулĕпе кайса Октябрьски тăрăхĕнче ял хуçалăх продукцийĕ туса илессе шанатпăр. Фермăна сутнăшăн пĕрре те кулянмастăп, мĕншĕн тесен эпĕ пуçланă ĕçе Андрей тăсать».
Пахине çеç акать

Михаил Тагеевăн хуçалăхĕнче çурхи ĕçсене пурнăçлама Олег Каяхов, Николай Разумов, Дмитрий Артемьев, Николай Алаев, Олег Кузнецов, Эдуард Упракин, Владимир Васильев, Сергей Тагеев, Александр Пахомов, Эдуард Кудряшов, Андрей Кривов, Николай Кузнецов хутшăннă. Дмитрий Мечков техникăна юсама пулăшнă. Галина Мочалова вĕсене тутлă апат пĕçерсе çитернĕ. Елена Васильева бухгалтер коллектива шалу шутласа панипе пĕрлех налуксене вăхăтра куçарать, ытти ĕçе пурнăçлать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


ЮХМА Мишши: Чăваша хăйĕн чапне ăнланманни ура хурать

Чăваш чăвашла калаçмасть. Шел, юлашки вăхăтра çакна ытларах куратпăр. Ялсенче, чăваш çемйисенче, тăван сăмах сахал янăрать: пуплеме вĕренекен ачисене ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхерен пистерет. «Чи авалхи чĕлхесенчен пĕрин, чăваш чĕлхин, ĕмĕр пурăнмаллах. Вăл вилме пултараймасть», — палăртать Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши. Унпа тăван халăх тата чĕлхе пуласлăхĕ пирки калаçрăмăр.

Тĕнче историне тĕпчеме кирлĕ

— Михаил Николаевич, пĕлнĕ тăрăх, эсир чăваш халăхĕ валли халал хатĕрлетĕр. Пустуй сăмах мар-и ку?

— Тĕрĕсех. Ку шухăш Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче вĕренекенсем сĕннипе çуралчĕ. Хăй вăхăтĕнче çак пĕлӳ çуртне хупасран сыхласа хăварма пулăшрăм. Халĕ вăл ман ятпа хисепленет. «Учительсем каланă тăрăх, эсир Иван Яковлев пекех чăвашлăхшăн çунатăр. Сирĕн те халал пур-и?» — ыйтрĕç ачасем вĕсемпе тĕл пулсан. Шухăша кайнă хыççăн çырас терĕм, тӳрех сĕтел хушшине лартăм. Халал çырасси çăмăл ĕç мар. Калăпăр, роман — пач урăхла. Халалта кашни сăмахăн вырăнта пулмалла, вăл сăмах купи çеç ан пултăр. Çав вĕренекенсем манăн чунра мĕн пуррине туйрĕç пулĕ. Ачасен тасалăхĕ çавнашкал сăмахсенче тухать. Хăшĕ-пĕрин пуçĕнче ăслă шухăшсем çуралаççех. Халалта эпĕ тăван чĕлхене сыхласа хăварасси, халăх мĕнле упранса юласси пирки çырасшăн. Пирĕн халăх пин-пин çул пурăнать вĕт. Эпир, чăвашсем, хамăра кирлĕ пек хаклама пĕлместпĕр. Тĕнчере чăваш чĕлхине пысăка хураççĕ. Казахстанри тĕпчевçĕсем пирĕн чĕлхе пирки çырчĕç, ун урлă хăйсен тымарне шырама тытăнчĕç. Хăй вăхăтĕнче Венгрире пултăм. Унти паллă ученăйсем, темиçе çынна пĕлетĕп, чăвашла тап-таса калаçаççĕ. Германире, Болгарире, Турцире пулма тӳр килчĕ. Турккăсемпе пĕр-пĕринчен аякра пурăнатпăр пулин те «анне» сăмаха та пĕрешкел калатпăр. Авалхи сăмахсем пĕр пек. Чăваш чĕлхине тĕпченĕ ăсчахсем мана çапла каланăччĕ: «Турккă чĕлхине араб сăмахĕ¬сем кĕмен пулсан пирĕн чĕлхесем тата çывăхрах пулĕччĕç». Турци Президенчĕн наградине илме кайсан хăна çуртĕнче пăтăрмах пулнăччĕ: пӳлĕме кĕреймерĕмĕр. Администратора ятарлă карттăна кăтартрăм та: «Уçăлмасть», — терĕм. Вăл тӳрех ăнланчĕ. Сăмахсем пĕрешкел илтĕнеççĕ-ха та. «Чăваш чĕлхи тĕнче историне тĕпчеме кирлĕ. Ун урлă этемлĕх историне тишкерме пулать», — тенĕччĕ казах ученăйĕ Абдукадыр Даутбеков.

— «Чăвашсен пĕр халал пур. Тепре кирлех-ши?» — çынсем çапла каласси хăратмасть-и?

— Халĕ пурнăç улшăннă. Иван Яковлев халалĕнче хăварнă чĕнӳсенчен чылайăшне пурнăçланă эпир. Пирĕн çĕнĕ утăмсем тумалла. Шăпах çакăн пирки каласшăн. Халала халăх умне хăçан çитерĕп? Калама йывăр. Ячĕшĕн çеç çырасшăн мар ăна. Халал чунран тухтăр.

— Сирĕн шухăшпа, пирĕн чĕлхе мĕнле шайра халĕ?

— Питĕ йывăр лару-тăрура. Сăмахсене уйрăм çырмалла туни чĕлхене пĕтермелли утăм пулчĕ. Чăваш чĕлхи авалхи тĕрĕк чĕлхи пулнине палăртрăм. Кирек мĕнле авалхи чĕлхере те икĕ сăмах пĕрлешсе пĕр сăмах йĕркеленет. Çапла чĕлхе аталанса, пуянланса пырать. Эпир пуянланса пымалли çав меслете касса татрăмăр. Хĕрача сăмаха, тĕслĕхрен, мĕншĕн уйрăм çырмалла? Турцири пĕр ученăй чăвашла вĕренме килнĕччĕ. Вăл тĕрĕк чĕлхисене пурне те пĕлет. «Ниепле те ăнланаймастăп. Чăваш сăмахĕсене уйăрса çырсан вĕсем икĕ пĕлтерĕшлĕ пулса каяççĕ вĕт. Çавăнпа чĕлхене вĕренме йывăртарах», — тенĕччĕ. Çак йышăнăва тăвиччен сăмахсене уйрăм çырассине хирĕçлесе паллă ăсчахсем, писательсем, чĕлхеçĕсем статья çырнăччĕ. Ку çĕнĕлĕхе кĕртме сĕннĕ пĕр чĕлхеçĕрен: «Мĕн хăтланатăр?» — тесе куçранах ыйтнăччĕ. «Эпĕ — ватă çын, мĕнпе те пулин историре çырăнса юлмалла вĕт-ха», — пулчĕ хурав. Шăпах вăл чĕлхене пĕтерекенсенчен пĕри пулса тăчĕ. Сăмахсене уйăрса çырассине пăрахăçламалла пирĕн. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Çĕнтерÿçĕсене асра тытасси – сăваплă тивĕç

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă çынсене халалласа палăк ăсталама пире уйрăмах кăмăллă. Килес ăрусене тăнăçлă пурнăç парнелес тесе тăшманпа çапăçнисен ячĕсем халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех юлмалла», — палăртать Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри Леонид Григорьев.

Таврăннисен ячĕсене те пĕлмелле

Леонид Лукьяновичăн ашшĕ те, унăн пĕртăванĕ те, иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕсем те вăрçăра пулнă. Паллах, вĕсен ячĕпе хушаматне те Кивĕ Эйпеçри палăк çине çырнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене халалласа лартнă палăка Леонид Григорьев предприниматель темиçе хутчен те çĕнетнĕ. 6 çул каялла, тĕслĕхрен, ăна юсаса сăрланă, тăван тăрăха таврăнсан вилнĕ салтаксен ячĕ-хушаматне хушса çырнă, ваннă-çĕмĕрĕлнĕ плитасене улăштарнă, йĕри-тавра брусчатка сарнă. Спонсор пулса ку ĕçсене хăйĕн укçи-тенкипе пурнăçланă вăл. Кăçал вара çак палăк таврашне «пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшӳллĕн юсаса илемлетнĕ, хăтлăх кĕртнĕ. Ку ĕçсене те хаклашăва /торги/ хутшăнса çĕнтернĕ Леонид Григорьев пурнăçланă. Вăл çавăн пекех палăк умĕнчи хӳме алăкне ăсталаса вырнаçтарнă.

Асăннă программăна тĕпе хурсах Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнчи палăка та юсаса çĕнетнĕ. «Палăксенчен нумайăшĕнче вăрçăран Çĕнтерӳпе таврăннисен ячĕсене палăртман. Тукай ялĕнче пурăнакансем шăпах вĕсен ят-хушаматне çыртарчĕç. Вăрçă хирĕнче пуç хунисен ячĕсене те гранит çине куçартăмăр. Комсомольски районĕнчи Йăлмахва, Аслă Çĕрпӳел ялĕсенче пурăнакансем ыйтнипе тăван тăрăха таврăннисен ячĕсене палăртса хушма стелăсем хатĕрленĕччĕ.

Хамăр районти ялсенче çакнашкал ĕçе маларахри çулсенче пурнăçланăччĕ. «Палăк çине манăн аттен, асаттен ятне çырман», — тесе çынсем тăтăшах килеççĕ. Е тата вăрçăра хыпарсăр çухалнисен шăпи уçăмланнă. Çакăн пекки те пулать: çын вăрçăран тăван тăрăхне таврăннă, кайран вара Крыма е тата урăх çĕре куçса кайнă. Вăл та Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă вĕт. Çĕнĕ палăксем тума саккас паракансене кунашкал самантсем пирки ăнлантаратпăр, тăшманпа çапăçнисен ячĕпе хушаматне вăхăт иртнĕçемĕн хушса çырма вырăн хăварма сĕнетпĕр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Леонид Лукьянович.

Аякранах мăнаçлăн курăнать

Тăрăшуллă предприниматель ертсе пыракан ушкăн çĕнĕ палăксем те тăвать. «Вăрçăра çĕнтернĕренпе 30 çул çитнĕ ятпа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен палăк пулмалла тенĕрен хăш-пĕр ялта ăна алă айĕнче пур япаласенченех хăпартнă. Хăшĕсем кирпĕчрен, теприсем тимĕртен ăсталанă. Виççĕмĕшĕсем хушăва ячĕшĕн пурнăçланă. Паллах, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тунă палăксем кивелнĕ. Çакна шута илсех чылай ялта халĕ çĕннисене тутарма тăрăшаççĕ», — калаçăва тăсрĕ Леонид Лукьянович.

Кăçал вĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хватукассинче çĕнĕ палăк туса вырнаçтарнă. Леонид Григорьев пĕлтĕр çак районти Чурпай ялĕнче вăрçă паттăрĕсене халалланă палăка ăсталанă. Гранитран хăпартнăскер питĕ хитре, тирпейлĕ, мăнаçлă, аякранах курăнать. Çĕнĕ палăк пурне те килĕшнĕ. Ăна Хватукассинче пурăнакансем те курнă, хăйсем патĕнче те çакăн пеккине лартас кăмăлпа хавхаланнă. Вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


"Тĕнчери мĕн пур илем - Дагестанра"

Çĕршывăн пĕр кĕтесне çитсех пĕтĕм тĕнче илемне курас килет-и? Апла сирĕн Дагестана каймалла. Тĕрĕк чĕлхисенчен «ту çĕршывĕ» тесе куçаканскер мăнаçлă тусен илемĕпе çеç мар, шыв-шур вăрттăнлăхĕпе те, вырăнти халăхăн ăш пиллĕхĕпе те тыткăнлать, анчах малтан пирĕн çул çӳревçĕпе паллашар.

Ку — чун туртниех

Муркаш районĕнче çуралса ӳснĕ Елена Смирнова 17 çулта Мускава тухса кайнă. Кондитера вĕреннĕ хыççăн санаторие ĕçе вырнаçнă. Çулталăк çурă иртсен бортпроводниксем кирли çинчен хаçатра пĕлтерӳ асăрханă. Çапла пĕр авиакомпание ĕçе вырнаçса тĕрлĕ çĕршыва — Америкăран пуçласа Ази таранах — вĕçме тытăннă. Тăватă çул ытла вăй хунă вăл унта. Çапах компани панкрута тухсан ĕçрен кайма тивнĕшĕн пĕрре те кулянман. Çав вăхăталла ăна тусем килĕшме пуçланă, вĕсем ăна ирĕклĕхе аса илтернĕ.

Кавказ тăрăхĕнче пĕрремĕш хут пулса курсанах ăнланнă Лена: ку — унăн чун туртниех. Чи малтанах Карачай-Черкес Республикипе паллашнă. Ун хыççăн çав тăрăхри тĕрлĕ региона çӳреме тытăннă. Паянхи кун та уншăн тĕлĕнтермĕш çул çӳрев вĕçленмен-ха. Халĕ Кавказ тăрăхĕнче гидра ĕçлекен пике пуринчен ытла Дагестан тыткăнланине палăртрĕ.

Хăнана Турă ярса парать

«Кирек епле çул çӳрев те — ют культурăпа, вырăнти йăла-йĕркепе паллашни. Дагестан — пуян историллĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăхра вырнаçнă вăл. Çыннисем хăна кĕтме юратаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте (сăмахран, Кубачи поселокĕнче) халĕ те наци çи-пуçĕпе çӳреççĕ», — хавхалансах каласа кăтартрĕ Лена.

Дагестан — Раççейĕн чи нумай нациллĕ регионĕ, унти 14 халăх чĕлхине патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ. Халăхсен шучĕ вара чылай ытларах. Тĕпрен илсен, унта аварсем, даргинсем, кумыксем, лезгинсем, лаксем, табасарансем ытларах тĕпленнĕ.

«Пĕрремĕш хут кайсан пĕр поселокран теприне курма çӳреттĕмĕр. Кашнинчех пире хăнана кĕртме тăрăшатчĕç. Эпир палаткăра çĕр каçма палăртнине пĕлсен хăйсем патĕнче юлма йăлăнсах ыйтатчĕç. Хăна вĕсемшĕн сăваплă, ăна Турă ярса панине ĕненеççĕ. Чей ĕçме çеç чĕнеççĕ пулсан та сĕтел тулли апат янтăлаççĕ», — терĕ Лена.

Сăмах май, сĕтел çинче час-часах курăнакан çиме — чуду. Вăл çӳхе икерчĕ евĕр, ăшне тултарма темĕн те хатĕрлеме пулать: тăпăрчă, сыр е çĕр улми. Кавказ шашлăкпа та паллă

— Дагестанри чухлĕ тĕрлĕ йышши шашлăк урăх çĕрте тупаймăн. Мĕн тĕрлине кăна хатĕрлемеççĕ пулĕ унта: така, путек тата пăру ашĕнчен…

«Пирĕн апат-çимĕçпе пĕрешкеллине асăрхарăм. Вĕсем шурпа пĕçереççĕ, чăвашсен шӳрпе пур. Тата пирĕнни пекех тĕрлĕ тултармăш курма пулать», – палăртрĕ çул çӳревçĕ-гид.

Ирсерен абрикос пăтти çитереççĕ. Ăна çемçетнĕ абрикоса куккурус çăнăхĕпе хутăштарса хатĕрлеççĕ. Питĕ тутлă пулать иккен, час выçтармасть. Çавăн пекех Дагестанри «суперфуд» çинчен те каларĕ Лена, вăл — урбеч. Ăна вĕтетнĕ мăйăртан е йĕтĕн вăрринчен хатĕрлеççĕ. Крем евĕр пулаканскере çăкăр çине сĕрсе çиме аван. Пылпа хутăштарма та юрать. Лена каланă тăрăх, вăл тутă тытать çеç мар, усăллă та.

Тĕп апат-çимĕç йышĕнче хинкал та пур. Дагестанри кашни халăхăн тĕрлĕрен вăл. Чуста татăкĕсене какай шӳрпинче пĕçереççĕ. Хинкал тăватă кĕтесли те, çавраки те, пĕчĕкки те, пысăкраххи те пулать. Сĕтел çине виçĕ турилкке лартаççĕ: пĕрне хинкал хураççĕ, теприне — аш-какай, виççĕмĕшне — шӳрпе. Çавăн пекех Лена вырăнти пельмене те (курзе) тутанса курнă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.