Тантăш № 19 (4738) 27.05.2021
Пахчара ĕçленĕ чухне те юрлать
Ангелина Иванова Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкеш шкулне çулталăк каялла Етĕрнери 3-мĕш шкултан куçса килнĕ. Лайăх вĕренекен, мероприятисене хастар хутшăнакан тата илемлĕ юрăсем шăрантаракан хĕрача пĕрле вĕренекенсемшĕн малтанхи кунранах тĕслĕх пулса тăнă, класри ачасемпе те тӳрех пĕр чĕлхе тупнă. Тăххăрмĕш клас пĕтерекенскерпе çак кунсенче шкулта тĕл пултăмăр.
«Атте çавăтса кайрĕ»
Ангелина виçĕ-тăватă çулта чухнех юрланă. Çывăхри Çухра ялне кукамăшĕ патне хăнана килсен унпа пĕрле халăх юррисем шăрантарнă. Зоя Гурьевна пĕчĕк мăнукне алă çупса хавхалантарнă. Маттур хĕрача пĕрремĕш класра Етĕрнери «Ладушки» фольклор ансамбльне çӳреме тытăннă. Ангелинăна килтисем музыка шкулне вĕренме кайма темиçе те сĕннĕ. Кĕçĕн классенче хĕрачан чунĕ ытлах туртман темелле-ши, килĕшмен. Тăваттăмĕш класс хыççăн Ангелинăна ашшĕ Етĕрнери музыка шкулне çавăтса кайнă. Çакăншăн вăл паян ашшĕ-амăшне тав тăвать. Музыка инструменчĕсене хăвăртах алла илнĕ пултаруллă хĕрача. Ангелина баян, купăс калама ăста. Вунă çулти йăмăкĕ Ирина та аппăшĕнчен юласшăн мар. Иккĕшĕ пĕрле ансамбльте ăмăртмаллах купăс калаççĕ. Халăх тăвăллăн алă çупса хавхалантарни, концертпа кайсан кирек ăçта та аван йышăнни вĕсене тата та тăрăшуллăрах пулма хистет. Халĕ Ангелина гитара калама вĕренесшĕн. «Эпĕ ялан юрлатăп: килте те, инçе çула тухсан та, пахчара та, урай çунă чухне те… Урокра кăна тăхтавччен чăтса ларатăп. Юрă мана çунат хушать, вĕренӳре хавхалантарать тата нумай-нумай ырă ĕç тума хистет», — сăпайлăн калаçать Ангелина. Пуринчен ытла ăна халăх юррисем килĕшеççĕ. Ангелина кăçал районта иртнĕ «Дебют» фестиваль-конкурсра «Эстрада вокалĕ» номинацире I степень лауреат пулса тăнă.
Тĕрĕс пурăнма хистет
Ангелина çулталăка яхăн ĕнтĕ Çухра ялĕнче кукамăшĕпе пĕрле пурăнать. Ашшĕпе амăшĕ тата икĕ йăмăкĕ — Етĕрнере. «Кукамая пĕччен кичем, çавăнпа та Кивĕ Тинкеше вĕренме килтĕм. Эпĕ шкулпа сыв пуллашсан епле пурăнĕ-ши? Çур кунра маншăн тунсăхласа çитет те», — тет Ангелина. Кукамăшĕ ăна ыррине нумай вĕрентет. Тĕслĕхрен, çынна курсан ăшшăн сывлăх сунмалла, тавлашмалла мар, кĕвĕçӳ, ăмсану, кутăнлăх пачах та пулмалла мар. Чăваш халăхĕн выçлăх çулĕсенчи, вăрçă вăхăтĕнчи йывăр та асаплă пурнăçĕ пирки те сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр.
Кукамăшĕ мăнукне мĕнле ан юраттăр-ха?! Ангелина урай çăвать, тутлă апат-çимĕç янтăлать, пахчара та пулăшать, чăх-чĕп пăхать. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Çĕнĕ хум» – малтисен ретĕнче
2017 çултанпа пирĕн шкулта «Çĕнĕ хум» хаçат тухса тăрать. Унта ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, викторина ирттереççĕ. Тиражĕ пысăк мар: коридора çакма, хăнасене кăтартма темиçе экземпляр кăна пичетленет.
Хаçат кăларасси Раççейри шкул ачисен юхăмне кĕнипе çыхăннă. Вăл тĕрлĕ енлĕ аталанать.
Пире журналистика çывăх. Вăл çак профессипе паллаштарса хаçат кăларма, «Култаракан арча» кăларăма ӳкерме, мультфильмсене чăвашлатма пулăшрĕ. Чи малтанах ку ĕçе Аня Матросовăпа Александра Басникова пуçарса ячĕç. Хаçат калăплама вĕрентĕмĕр, Паблишер, Мовави программăсемпе ĕçлеме хăнăхрăмăр. «Каçал ен», «Тантăш» хаçат редакцийĕсенче вăй хуракансемпе, журналистсемпе, блогерсемпе тĕл пултăмăр, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илтĕмĕр. Раççейри шкул ачисен юхăмĕ йĕркелекен лагерьсенче те çĕннине нумай пĕлтĕмĕр. Шупашкарти «Эткер» центр ирттерекен курссене хутшăнса ăсталăха туптарăмăр. <...>
Нарспи БОРИСОВА, 8-мĕш класс.
Комсомольски районĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Юные дарования на пути к успеху
В Чувашском государственном театре юного зрителя имени Михаила Сеспеля прошел VI Республиканский фестиваль музыки симфонической капеллы «Молодые таланты».
Прологом фестиваля стала театрализованная музыкальная композиция «Поиск Музы». Со сцены прозвучали произведения Баха, Вивальди, Сапарова, Перельмана, Роули, Сарасате в исполнении юных музыкантов под аккомпанемент симфонической капеллы. Но в то же время не обошлось и без казусов. Одна из участниц фестиваля, Мария Лапшина, начав виртуозно исполнять концерт для скрипки, заметила, что во время игры у нее порвалась струна. Такое бывает и у профессиональных музыкантов. Заслуженный артист Чувашии Петр Маркитанов тут же отдал свою скрипку Маше, и она продолжила блестящее исполнение.
Сами юные дарования были в восторге и выразили огромную благодарность от возможности проявить себя на одной сцене с профессионалами.
«На этот фестиваль меня привела любовь к музыке, и поэтому, исполнив концерт ля минор Антонио Вивальди на скрипке, я постаралась передать всю его динамичность и чувственность. Думаю, у меня это получилось», – воодушевленно поделилась учащаяся 3-й детской музыкальной школы г. Чебоксары Вера Китанина.
«Я сыграла миниатюрный концерт для фортепиано с оркестром Алека Роули. Однако, самой мне больше по душе произведения Иоганна Баха. Очень интересно и ответственно играть вместе с заслуженными деятелями искусств. Несомненно, это неоценимый опыт», – восхищенно отметила учащаяся этой же школы Ольга Колесникова.
Также не остался без внимания дивный магический и волшебный голос Дамиана Смелова, который подарил слушателям хорошее настроение, спев замечательную русскую народную песню «Ах, Настасья».
«В будущем хочу стать профессиональным артистом и исполнять народные песни. На фестивале меня порадовал радушный прием и гостеприимство», – подчеркнул он. <...>
Ирина ЧЕРНОВА.
♦ ♦ ♦
"Память в каждом дворе"
В этом году мы отметили 76-летие Победы в Великой Отечественной войне. Ведь усилиями нашего великого русского народа враг был повержен. Герои-фронтовики подарили нам светлое будущее, и наш долг – чтить и передавать потомкам подвиг каждого, хранить память в сердцах и никогда не забывать, какой ценой завоевана победа!
Наша школа является непосредственным участником регионального проекта «Память в каждом дворе», и недавно педагоги и учащиеся приняли участие в митинге памяти, посвященного открытию стенда с именами героев-земляков и историей их жизни. <...>
Юлия СТЕПАНОВА, 10-й класс. Чебоксары, 3-я школа.
♦ ♦ ♦
Căнавсемпе усă курар-и?
Çут çанталăкпа киленнĕ май ыранхи кун мĕнле пуласси пирки те шухăшлатпăр. Радио итлетпĕр, телевизор пăхатпăр, синоптиксем мĕн каласса кĕтетпĕр. Тĕрĕссипе вара, çут çанталăкри пулăмсене, кайăк-кĕшĕк е чĕр чун тыткаларăшне тимлĕрех сăнамалла çеç — ыранхи çанталăк мĕнле пулассине пĕлетпĕр те.
Пирĕн мăн асаттесем кашни курăк-çулçă хусканăвне сăнанă, кайăксен юррисене тимленĕ, чĕр чунсен тыткаларăшĕ тăрăх çанталăк улшăннине сиснĕ. Сăнавсем — чăваш халăхĕн тупри, пуянлăхĕ. Пирĕн те вĕсемпе усă курмалла. Сăнавсене пĕлни чылай лару-тăрура пулăшĕ.
Хăшĕ-пĕрне аса илер-ха:
• Йытă хутланса выртсан — сивве, урисене тăсса выртсан — ăшша, курăк çинче йăвалансан — çил тухасса.
• Кушак сĕтел урине чăрмаласан çулла çумăр пулать, хĕлле тăман тухать.
• Автан тăтăшах авăтсан тырăллă çул пуласса шан.
• Хĕлле пĕрмай юр çусан çулла тăтăшах çумăр пулать. <...>
Владимир АЛЕКСАНДРОВ, 6-мĕш класс.
Муркаш районĕ, Чуманкасси шкулĕ.
Материалсемпе паллашас тесен...