Комментари хушас

30 Раштав, 2020

«Хресчен сасси» 50 (2838) № 30.12.2020

Кĕнекене онлайн мелпе илекенсен йышĕ ÿснĕ

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Наци библиотекинче ЧР Культура министерствин коллегийĕн тата ведомство çумĕнчи Общество канашĕн пĕрлехи ларăвĕ отрасльте вăй хуракансен пĕр ушкăнне патшалăх наградисемпе чысланинчен пуçланчĕ.

Светлана Каликова министр аллинчен çак кун Чăваш Республикин Хисеп грамотине, «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илекенсем пулчĕç. Ытларахăшĕ «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» медале тивĕçрĕ. Вĕсем — музей, библиотека, театр, пултарулăх ĕçченĕсем. Акă Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн директорне Елена Николаевăнах илер. Вăл ертсе пыракан коллектившăн та 2020 çул çăмăл пулмарĕ, çапах палăртнă тĕллевсене май килнĕ таран пурнăçларĕç: наци театрĕсен регионсен хушшинчи «Атăл юмахĕ» 5-мĕш фестивальне ирттерчĕç. Çав вăхăтрах Çамрăксен театрĕн артисчĕсем гастрольсене кайса килме, конкурс-фестивале хутшăнма мехел çитерчĕç. Сăмахран, Владимир Беляйкин лартнă пластикăллă «Шинель» драма Пĕтĕм тĕнчери фестивальте «Чи лайăх спектакль» номинаци лауреачĕ пулса тăчĕ.

СССР космонавт летчикăн Андриян Николаевăн асăну комплексĕн директорĕ Александр Тукмаков каланă тăрăх, пĕр енчен, коронавирус пандемине пула палăртнă ĕçсенчен хăшне-пĕрне пурнăçлайман /вĕсем халăх хушшине тухса çÿрессипе çыхăннă/, тепĕр енчен, онлайн мелпе тата ытларах çынпа паллашса çĕнĕ проектсем хатĕрлеме май килнĕ. Сăмахран, Чăваш Республикинче космос технологийĕсемпе усă куракан центр тăвассипе çыхăннă проектах илер. Асăннă технологисемпе çĕр çинче усă курса республикăна аталанма пулăшасшăн, ачасене патриот воспитанийĕ пама, техника, инженери енĕпе кăсăклантарма майсем тупасшăн. Оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕн Ольга Нестеровăн, Юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçин Юрий Васильевăн, наградăсене тивĕçнисен ыттисен те тăван культурăна çĕклес, аталантарас ĕçре тÿпи пысăк.

Светлана Каликова министр кăçал музейсене, вулавăшсене, культурăн ытти учрежденийĕн объекчĕсене юсас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине асăнчĕ. «Çитес çул вара вĕсен халăха хăй патне туртакан, унта пур пуянлăхпа кăсăклантаракан, паллаштаракан учрежденисем пулса тăмалла. 2020 çулта ача-пăча искусствăсен шкулĕсене инструментсемпе тивĕçтертĕмĕр. Унта вĕренекенсем, пирĕн пулас кадрсем, тивĕçлĕ шайра пĕлÿ илччĕр. Наци политикин енĕпе тунă ĕçсем те халăха савăнтараççĕ — «Чăваш чĕлхине упраса аталантарасси» çумпрограммăна йышăнни те, Чăваш тĕррин кунне çирĕплетни те чăвашлăх ĕçне вăйлатма пулăшĕç», — терĕ вăл.

Министр çумĕсем Татьяна Казакова, Елена Чернова, Надежда Павлова отрасль кăçал пурнăçланă ĕçсен малтанлăха тунă кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тăвассипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн 2018-2020 çулсенче культура еткерлĕхĕн 21 объектне юсанă. Кăçалхи мероприятисенчен ытларахăшне, пурте пĕлекен сăлтава пула, онлайн майпа йĕркелеме тивнĕ. Театрпа концерт учрежденийĕсен сайчĕсенче спектакльсене, концертсене, ăсталăх урокĕсене, ыттисене вырнаçтарнă. Çавăн пек майпа ирттернĕ 115 мероприятипе 600 пин çын паллашма пултарнă. Кăçал 32 постановка хатĕрлеме палăртнă, 27-шне çеç кун çути панă, çапах кăçалхи лару-тăрушăн çакă та лайăх. «Культура хутлăхĕ» проекта пурнăçа кĕртсе ача-пăча искусствăсен шкулĕсемпе Шупашкарти музыка училищине пуянлатма, вăйлатма 21,3 миллион тенкĕ панă. «Цифра культури» проектпа килĕшÿллĕн Куславккари тата Улатăрти искусство шкулĕсенче концерт залĕсем уçнă.

Республикăра ĕçлекен 486 библиотекăна пурне те интернетпа çыхăнтарнă. Кăçал вĕсен фондне пуянлатас тĕлĕшпе республика уйăрнă нухратпа пĕлтĕрхинчен 10 хут ытларах литература туяннă. Шел те, вулакансен шучĕ 27 процент чухлĕ чакнă, паллах, çакăншăн айăпли те паллă — коронавирус амакĕ. Онлайн мелпе кĕнеке илекенсен шучĕ вара 80 процент таран ÿснĕ. Вулавăшсенче вăй хуракан 950 библиотекарьтен 67-шĕ çак çул хăйсен квалификацине ÿстернĕ. Республикăри музейсен вăйĕпе кăçал виртуаллă куравсем йĕркелесси, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 10 хут ытларах ÿснĕ.

Надежда СМИРНОВА.

 


 

Чукоткăран – Тюмень облаçне

Чукоткăри çитме йывăр вырăнсенче декабрьте Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вĕçленнĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пурĕ 30 пин çын хутшăннă. Халĕ эстафета Тюмень облаçне куçнă. Унта çырав 2021 çулхи çуркуннеччен тăсăлĕ. Чукотка автономи облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ноябрĕн 10-мĕшĕнче пуçланнă. Çыруçăсем регионти виçĕ районпа виçĕ хула округĕнчи 43 яла çитнĕ. Чукоткăн çитме йывăр вырăнĕсенче 99 çыруçă ĕçленĕ. Вĕсене çак территорисенче пурăннине шута илсе суйланă. Яваплăха кÿлĕннисенчен ытларахăшĕ — администрацисенче вăй хуракан вăтам çулсенчи хĕрарăмсем. \

Чукоткăра пурăнакансем хальхи вăхăтра ĕлĕкхи пек куçса çÿремеççĕ. Нумайăшĕ ялта пурăнать, çырав тапхăрĕнче вырăнта тĕпленнисем пăлан пăхакан çемье членĕсем пирки те пĕлтернĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ декабрьте Тюмень облаçĕнчи çитме кансĕр вырăнсенче пуçланнă. Çак тапхăрта аякри тăхăр муниципалитетри 21 пин çынна çырмалла. Чи малтан Тобольскран пуçăнĕç.

Вунă уйăхра çыруçăсен 1,3 пин çурт-йĕре çитмелле. Ытти регионти пекех çак ĕçе ытларах хĕрарăмсем пурнăçлĕç. Нумайăшĕн ку енĕпе опыт пур ĕнтĕ.

2021 çулта аякри вырăнсенче çак ĕçе 75 çыруçă тăсĕ. Çуркунне вĕсем пăлансемпе куçса çÿрекенсем патне çитĕç. Çул çинче тĕрлĕ транспортпа усă курĕç.

Ноябрьте Свердловск облаçĕнчи çитме кансĕр районсенче те çырав пуçланнă. Ку регионти хăш-пĕр вырăна ятарлă транспортпа та çитеймĕн. Çавăнпа çак ĕçе унта хĕлле, шыв-шур шăнсан кăна ирттерме май пур.

 


 

Вăкăр мĕнлерех выльăх-ши?

2021 çул — Вăкăр çулталăкĕ. Вăл мĕнлерех выльăх пулнине пĕлме унăн хуçисенчен ыйтса пĕлме шут тытрăмăр.

Владимир ВОЛКОВ, Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан:

Эпир чылай çул вăкăр усратпăр. Хура-шурă тĕслĕ ĕне выльăх пирĕн темшĕн ĕрчемест. Çавăнпа эпир «красногорбатская» ăрат тытатпăр. 2-3-шер усрани те пулнă. Çак ăрат хура тĕслинчен ăслăрах, çав вăхăтрах усалрах та.

Эпĕ сăнанă тăрăх, вăкăрсем усалли те, йăвашши те пулаççĕ. Сăра-эрех ĕçнĕ çынна чăтма пултараймаççĕ вĕсем. Çакна пурнăçри тĕслĕхпе те çирĕплетме пултаратăп: картана кĕнĕ икĕ ÿсĕр арçынна вăкăрсем лачака ăшĕнче йăвалантарнă. Пĕри вĕсенчен ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлчĕ.

Андрей КЛЕМЕНТЬЕВ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи фермер:

Хушма хуçалăхра çулсеренех вăкăрсем самăртатпăр. Çакă фермер хуçалăхĕнчи тăкаксене те саплаштарма пулăшать. Ĕнепе танлаштарсан вăкăра пăхма çăмăлрах: сĕт суса чăрманмалла мар, кĕтĕве каяс çук, вăхăтра апат памалла кăна.

Кашни выльăх-чĕрлĕхĕн хăйĕн кăмăлĕ. «Выльăх хуçине пăхать», — тенĕ. Вăкăр вăйлă пулин те лăпкă, сывлăх тĕлĕшпе çирĕп. Çапах усаллисем те тĕл пулаççĕ. Ун пеккине тытса чарма кансĕр, вите-сарая аркатать. Юрать, ман тĕле ун пекки сахал çакланнă. Вăкăрсене мăшăрпа ачасем те хăрамасăрах пăхаççĕ.

Вăкăр çулталăкĕ пуриншĕн те лăпкă, тухăçлă пуласса шанас килет.

Дмитрий ГРИГОРЬЕВ, Етĕрне районĕнчи фермер:

— Хушма хуçалăхра та, фермер хуçалăхĕнче те вăкăр самăртнă. Хальхи вăхăтра 20 пуçа яхăн. Вăкăрпа арçын кăмăлĕ пĕр пекрех. Унпа лăпкă пулмалла, ăна сăлтавсăр пырса тĕкĕнме, вăрçтарма юрамасть. Урса кайсан хĕрхенсе тăмасть, амантма та пултарать. Ĕнене çапсан пăрăнса утать, çитĕннĕ вăкăр вара хăраса тăмасть, хирĕç тăрать. Вăл кĕтĕве сыхлать, ютсене çывăха ямасть, хăвалать. Çакăн пек арçын та çемьешĕн шанчăклă. Ун пеккисемпе çула тухма та хăрамалла мар, йывăрлăхра пăрахмĕç.

Вăкăр çулĕ чăрмавсене сирме пулăшасса, çак выльăх пирĕншĕн шанчăклă юлташ пуласса шанас килет.

 


 

Хĕрĕ амăшне хÿтĕленĕ, хĕрарăм вара…

Йĕпреç районĕн прокуратури вырăнта пурăнакан 27 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç тăрăх айăплав çирĕплетнĕ. Ăна РФ УК 112 статйин 2-мĕш пайĕпе, «в, з» пункчĕсемпе тата РФ УК 119 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплаççĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, 2020 çулхи сентябрĕн 3-5-мĕшĕсенче çак арçын пĕрле пурăнакан хĕрарăмăн 6 çулти хĕрне хăйĕн хваттерĕнче хĕненĕ, пусахланă. Сăлтавĕ — хирĕçнĕ самантра хĕрĕ амăшне хÿтĕлени.

2020 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче те арçын хăйĕн хваттерĕнче пĕчĕкскере пуçĕнчен, ÿт-пĕвĕнчен каллех хĕненĕ. Çавăн пекех кĕсье телефонĕн зарядка кабелĕпе çапнă. Çавна май хĕрача суран-ланнă. Кайран вăл ăна балкон çинчен пăрахассипе хăратнă.

Преступник хăйĕн айăпне йышăннă. Амăшĕ, малтанхи следствире, арçын хăйĕн хваттерĕнчен хĕрĕпе иккĕшне кăларса ярасран шикленнине пĕлтернĕ, хĕрĕн хутне кĕмен. Халĕ вĕсем çав арçынпа пĕрле пурăнмаççĕ.

Уголовлă ĕç материалĕсене пăхса тухма Йĕпреç районĕн судне ярса панă.

ЧР прокуратурин материалĕпе усă курса Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

 


 

Пурнăçа улăштарнă капăрлăх

Эпир нихăçан та ытлă-çитлĕ пурăнман. Укçа-тенке яланах перекетлеме тăрăшнă. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăçа саплаштарма икшер ĕçре те вăй хунă.

Çак истори вунă çул каялла Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 30-мĕшĕнче, пулса иртрĕ. Эпĕ ĕç хыççăн çула май лавккана кĕтĕм, уяв сĕтелĕ валли апат-çимĕç туянтăм. Киле çитес тĕллевпе транспорт чарăнăв-не васкарăм. Çитрĕм те унта сак çинче ларакан пĕр хĕрарăма асăрхарăм. Пит-куçĕ юнланнă, тумтирĕ вараланнă. Хайхискерне калаçтарма пикентĕм, анчах вăл хăй мĕн ятлине те, ăçта пурăннине те кала-ма пултараймарĕ. Çитменнине, çумĕнче пĕр документ та çук. Чарăнупа юнашарах киоск вырнаçнă. Унта ĕçлекен сутуçă пĕлтернĕ тăрăх, ури шуса кайнăран хĕрарăм çĕре ÿкнĕ иккен, пуçне юпа çумне хытах çаптарнă.

Эпĕ çакнашкал лару-тăрура çынна пĕччен хăвараймарăм. Арăма шăнкăравласа пĕлтертĕм, тумтир, апат-çимĕç хатĕрлеме хушрăм. Хайхискерпе киле çитрĕмĕр. «Васкавлă пулăшăва» чĕнтĕм, хам та çак хĕрарăмпа больницăна кайрăм.

Вăл кам пулнине тепĕр кунне пĕлтĕмĕр. Хĕрарăм хăш больницăра выртнине унăн тăванĕсене шăнкăравласа каларăмăр. Хамăр вара Çĕнĕ çула уявлама васкарăмăр.

Тепĕр темиçе кунран пирĕн пата такам шăнкăравларĕ. Алăка уçма васкарăм. Пăхрăм та тĕлĕнтĕм: хайхискер хĕрарăм тăрать. Хăй вара — ырă-сывах. Инкекре пулăшнăшăн мăшăрпа иксĕмĕре тав турĕ. Пурте ăнăçлă вĕçленнишĕн эпир те савăнтăмăр. Çак вăхăтра вăл курупка туртса кăларчĕ. Унта — кĕмĕл капăрлăх, çĕнех мар пулин те питĕ хитре. «Вăл хаклах мар. Çапах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сире укçа-тенкĕллĕ тăвĕ. Куратăп, эсир — ылтăн çынсем. Анчах укçа енĕпе питех пуян мар. Манран çак парнене йышăнсамăр. Ăна эсир килте тытăр, никама та ан парăр, çитес вăхăтрах сирĕн пурнăç лайăх енне улшăнĕ!» — терĕ вăл.

Чăн та, тухатланă евĕр, тепĕр çур çултан эпĕ те, арăм та çĕнĕ ĕçе вырнаçрăмăр. Шалу тĕлĕшпе те ăнчĕ: ĕç укçи икĕ хут ытларах илме пуçларăмăр. Аякри тăванăн еткерлĕхĕ те пире куçрĕ.

Эпир халĕ çак хĕрарăмпа туслă çыхăну тытатпăр. Вăл пирĕншĕн Çĕнĕ çул парни вырăнĕнче пулчĕ. Ĕмĕтленни пĕтĕмпех пурнăçланчĕ.

Валентин НИКИТИН, Çĕрпÿ хули. 

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.