Комментари хушас

10 Чÿк, 2020

Бюджет проектне сÿтсе яврĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ЧР Патшалăх Канашĕн тата парламентри фракцисен ертӳçисемпе тĕл пулчĕ. Вĕсем республикăн кăçалхи бюджетне улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç. Çавăн пекех республикăн 2021 çулхи, планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн параметрĕсене тишкерчĕç.

Олег Николаев республикăн 2021 çулхи бюджечĕн тăкакĕсем кăçалхи бюджетăн малтан палăртнă планĕнчен 9 миллиард ытла тенкĕ пысăкрах пулассине пĕлтерчĕ. Укçан пысăк пайне халăха социаллă пулăшу кӳме, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ тытăмне аталантарма, территорисене хăтлăх кĕртме, коммуналлă тытăма çĕнетме ярассине каларĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен тĕрев кӳме, регионăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме те нухрат пăхса хăварнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăçалхи бюджета кĕртме сĕнекен улшăнусемпе, çавăн пекех çитес виçĕ çуллăх бюджетăн параметрĕсемпе паллаштарчĕ.

Депутатсем бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе темиçе сĕнӳ тăратрĕç, вĕсене республикăн финанс тĕп документне йышăннă чухне шута илмелле терĕç.

www.hypar.ru Фото gs.cap.ru