Комментари хушас

12 Çурла, 2020

Çемьепе пулнине мĕн çиттĕр?

Тăван тăрăхра юлса хăйĕн ĕçне йĕркелекен яш-кĕрĕм сахал мар. Çав шутра Канаш районĕнчи Вăрăмпуçри Валентин Иванов та. Иртнĕ çул вăл «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа гранта тивĕçнĕ.

Паха сĕтĕн хакĕ те лайăх

Кил картишĕнче сĕт сивĕтмелли оборудовани пĕр тикĕссĕн кĕрлесе ларать.
— Грант укçипе туяннăскер вăл, талăкра 1 пин л сĕт сивĕтет. Çулла чĕр тавара сивĕтмесен пахалăхĕ чакать. Çанталăк ăшă чухне каçхине суни ир енне йÿçĕхме пултарать. Япăх чĕр тавар кама кирлĕ? — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Валентин Владимирович. — Сивĕтмĕш 300 пин тенке яхăн кайса ларчĕ. Унта ялан 5 градус сивĕ тăнăран сĕт лайăх упранать. Пысăк сортлă чĕр тавар хакĕ пысăкрах, пĕрремĕшĕ вара 10 процент пĕчĕкрех. Усламçăсем сĕт хакне вĕçĕмех чакарма, йÿнĕрехпе илме хăтланаççĕ. Пирĕн вара ĕçленине, тăкакланнине кура тупăш та ытларах илес килет. Хăш-пĕр чухне вĕсемпе тавлашма, хамăр тавара хÿтĕлеме тивет.
Сивĕтмĕшре икĕ кунра 600-700 л сĕт пуçтарăнать. Ăна килтенех илсе каяççĕ- мĕн. Малашне оборудование çĕнĕ фермăна куçарасшăн. Хальлĕхе строительство ĕçĕсене тытăннă кăна-ха. Çу кунĕсенче вăрман хĕрринче выльăхсен çуллахи лагерьне йĕркеленĕ. Унта ĕнесене сума ятарлă вырăн, çумăртан пытанма хÿтлĕх тунă.
— 2017 çултанпах ĕне выльăхсем ĕрчететпĕр. Çакăн пек аталанса каясса, фермер хуçалăхĕ йĕркелессе шухăшламан та. Выльăх-чĕрлĕх çемье валли тытнă темелле. Унччен вăкăрсем самăртса сутнă. Иртнĕ çул ĕнесем те туянтăмăр. Майĕпен кĕтÿ пысăклансах пычĕ. Çемйипех фермăра ĕçлеме тытăнтăмăр. Патшалăх пулăшăвĕ вара фермер хуçалăхне уçма хавхалантарчĕ. Хушма хуçалăхра тăвăрланнипе витесене уйрăм çĕрте тума палăртрăмăр. Вăл çуллахи лагерьпе юнашарах пулĕ. Строительствăра çĕнĕ технологипе усă курнăран ĕçсем вăраха каймалла мар. Çанталăк сивĕтиччен туса пĕтермеллех, — каласа пачĕ фермер.
Унччен Валентин Иванов ял çамрăкĕсемпе Питер, Мускав, ытти хуласенче вахтăпа вăй хунă. Ăста сварщикăн ĕç тупса вырнаçассипе чăрмав пулман темелле. Чи йывăрри — çемьерен аякра пу-рăнма тивни. Тĕпренчĕкĕсем мĕнле çитĕнсе аталаннине йĕркеллĕ курайманни, вĕсемпе вăхăт сахал ирттерни унăн чунне ыраттарнă.
— Чулхула облаçĕнче ĕçленĕ вăхăтра аслă çул хĕррипе утакан çынсене сахал мар асăрханă. Çула май вĕсене темиçе хутчен лартса килнĕ. Хăйсем каланă тăрăх, Мускавра тар тăкса ĕçленĕ хыççăн хуçисем улталанă-мĕн, шалу тÿлемен. Автобус çине билет илмелĕх те укçа паманран çуран тухса утма тивнĕ. Юрать, хам ун пек лару-тăрăва лексе курман. Çапах çул çинче курни- илтни пурнăçа улăштарма хистерĕ: паян лайăх та, ыранхине кам пĕлĕ? Тĕнче касса çÿрени те йăлăхтарчĕ, тăван тăрăхрах ĕç шырама тытăнтăм, — чунрине уçрĕ çамрăк çын. — Чăн та, ман профессипе кунта Мускаври шалăва илеймĕн ĕнтĕ. Анчах 60-80 пин тенкĕшĕн тĕп хулара пĕр уйăх канмасăр ĕçлемелле. Пĕр эрнелĕх яла килсе курăнатăн та каллех çула тухса каймалла. Ĕç кунĕ 16 сехете тăсăлать. Ял хуçалăхĕнче те çаплах-ха. Çапах тăван ялта, çемьепе юнашар пулни вăй-хăват парса тăрать тейĕн. Тупăш илесси вара хамăртан килет. Ют çыншăн мар, хамăршăн, çемьешĕн тар тăкатăп, налук тÿлетĕп. Çынсене ĕçпе тивĕçтеретĕп. Улталасран, шалусăр хăва-расран та шикленсе лармастăн, — палăртрĕ Валентин Иванов.
Çамрăк çын хавхаланса ĕçе тытăннине кура Канаш районĕн администрацийĕ пулăшма тăрăшнă. Пилĕк çуллăх бизнес-план хатĕрлеме вара «Агро- Инновацисем» хысна унитари специалисчĕсем те хутшăннă.

«Ĕне сума упăшка вĕрентрĕ»

Хальхи вăхăтра фермерăн 46 ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканнисем — 24. Пĕчĕк пăрусене хушма хуçалăхрах тытаççĕ иккен. Ĕне выльăхсене çемйипе пăхаççĕ.
— Сахал ĕне выльăхпа тăкаксене саплаштарма, тупăш илме йывăр. Грантпа сĕт сивĕтмелли обору-дованипе пĕрлех ĕнесем, сĕт сума икĕ аппарат туянтăмăр. Сивĕтмĕш патне Ижевска хамăрах кайрăмăр, тĕрĕслесе илтĕмĕр. Укçине кайран тин куçарса патăмăр, — ăнлантарчĕ фермер.
Çĕнĕ фермăра ĕнесен йышне 50-60 пуçа çитерсен тислĕк кăларассине, сĕт сăвассине те механи-зацилеме палăртать вăл. Вăкăрсем те самăртасшăн. Кĕтĕве электрокĕтÿç хураллать.
Ивановсем нумай ачаллă çемье. Вĕсен виçĕ хĕр пĕрчи — Александра, Яна, Стефания — çитĕнет. Мăшăр фермăра ĕçленĕ чухне мăнукĕсене асламăшĕ пăхать.
Фермерăн усă куракан çĕр 40 гектар ытла. Унта выльăх апачĕ туса илеççĕ. Техника, трактор, газель, мотоблок, утă хатĕрлемелли хатĕрсем йăлтах пур. Çавна май выльăх апачĕ хатĕрлессипе йывăрлăх çук.
— Фермер хуçалăхне аталантарса пыма çăмăл мар, анчах аякра ĕçленипе танлаштараймăн. Çывăх çынсен, тăвансен пулăшăвне туйса тăратăн. Çулла кăна йывăртарах: уттине, кăшманне хатĕрлемелле. Пĕр техникăран теприн çине куçнипе кун иртсе кайнине те сисместĕн, — терĕ фермер. — Кăçал 78 тонна утă типĕтрĕмĕр ĕнтĕ. Кĕçех каю çулма та вăхăт. Малашне сенаж та хывасшăн. Ун валли оборудовани илмелле. Ĕлĕкхи технологипе усă курас килмест. Çĕнĕлĕх хаклăрах кайса ларать, анчах выльăх апачĕ перекетлĕ, паха пулать. Халĕ тепĕр çивĕч ыйтăва — ферма вырăнĕнче шыв çуккине — татса памалла. Хальлĕхе выльăхсене шăварма ялтан турттаратпăр. Скважина тума тивет. Ферма çулне те вак чулпа хытарасшăн. Унсăрăн сĕт туянакансене кĕрсе тухма кансĕр пулĕ.
— Фермăна тума укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Тăкака мĕнпе саплаштарасшăн? — ыйтрăм унран.
— Ăна сĕт сутса пуçтарнă укçапа çĕклесшĕн. Малашне «Çемье ферми» программăпа грант илмешкĕн конкурса хутшăнма та палăртатăп. Хăшĕ-пĕри патшалăх пулăшăвĕпе усă курма хăрать. «Кайран парăмран тухса пĕтейместĕн», — теççĕ. Ман шухăшпа вара ял хуçалăхĕнче ĕçлес кăмăллă çыншăн чăннипех пысăк пулăшу вăл. Грант фермăна тата вăйлăрах аталантарса яма пулăшĕ. Юлашки вăхăтра фермера куçакан çамрăксем сахал мар. Мĕншĕн тесен хулара та шалу пĕчĕкрех, аталанма, çĕкленме майсем чаксах пыраççĕ. Хăвăн ĕçне йĕркелесе янине нимĕн те çитмĕ. Хамăр тăрăхри фермерсем яланах пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр. Çакă ĕçе çăмăллатать, — терĕ Валентин Владимирович. Малалла вулас...

 

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.