Уйсенче — «хир карапĕсем»
Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех çĕр ĕçченĕн ларса канма вăхăт çук. Тин кăна-ха ака-суха вĕçлерĕмĕр, сисмесĕрех хирсем саралма та тытăнчĕç: кĕрхи культурăсем пиçсе çитрĕç. Чылай хуçалăхра вырмана тухма хатĕрленеççĕ, техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ. Елчĕк районĕнче вара вырма хĕрсех пырать.
Унта иртнĕ эрнеренпех уй-хирте «хир карапĕсем» хуçаланаççĕ. Ĕçченсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырма тытăннă. Пушаннă лаптăксем куллен пысăкланаççĕ.
Кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 23 513 гектар йышăннă. Аграрисем пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Ака-сухана, вырмана хатĕрленнĕ май инвестици кредичĕпе, лизингпа, хăйсен укçипе 73 ял хуçалăх техники 117,6 пин тенкĕлĕх илнĕ. Çав шутра 5 комбайн. Вырмана 11 жаткăпа 74 «хир карапĕ» хутшăнмалла. Пĕр комбайн пуçне 317 гектар тивет. Хальхи вăхăтра «Победа», «Прогресс», «Комбайн», «Яманчурино» тата ытти хуçалăхра вырма пырать.
«Комбайн» ЯХПКра иртнĕ эрнере вырмана тухнă. Уй-хире «Палессе-12», «Агрос-530», «Агрос-550» комбайнсене кăларнă. Малалла вулас...