Çăкăртан асли çук
Апат-çимĕç туса кăларакан промышленноç аталанăвĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн ытларикунхи кун йĕркинче тĕп вырăнта пулчĕ.
Малтан вăл Чăвашхлебопродукт элеваторĕнче пулчĕ. Кунти арман цехĕнче хута янă çĕнĕ линипе паллашрĕ. Вăл элеваторшăн çĕнĕ продукци — ыраш çăнăхĕ — туса кăларать, ăна республикăри çăкăр завочĕсене кăна мар, регион тулашне те нумай тиесе ăсатаççĕ.
Шупашкарти иккĕмĕш çăкăр заводĕнче те çĕнĕ лини вырнаçтарнă — панулми штруделĕ хатĕрленине Олег Алексеевич кăсăкланса сăнарĕ. Кунтах республикăри апат-çимĕç предприятийĕсен ертӳçисемпе канашлу иртрĕ. Продукци туса кăларасссине ӳстерес, ăна республика тулашĕнчи рыноксене те кăларас ыйтусене сӳтсе яврĕç. Çав шутра — сут-илĕве цифра мелĕпе те йĕркелесси. Çак тата ытти мера Чăваш Енри тавар туса кăларкансене пулăшма, вĕсен тупăшне пысăклатма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме кирлĕ.