Комментари хушас

3 Утă, 2020

Чĕре чирĕсем ураран ан ÿкерччĕр

«Чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» проектпа килĕшÿллĕн «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне кĕрет Республикăри кардиологи диспансерне çĕнĕ оборудовани илсе килнĕ. Вăл чĕрене тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслеме, диагностикăна çÿллĕ шайра ирттерме май парать.

Тĕп-тĕрĕс палăртма май парать

Премиум класлă хатĕрсен комплексне кардиодиспансера çĕртме уйăхĕнче илсе килсе вырнаçтарнă, унпа ĕçлеççĕ. Çакнашкал оборудовани пирки паянхи кун кардиологи клиникисенчен нумайăшĕ ĕмĕтленме çеç пултарать, ун пекки федераци шайĕнчи учрежденисенче те пуринче те çук.
Комплекс виçĕ уйрăмран, пĕр-пĕринпе çыхăннă тата пĕрле ĕçлекен блоксенчен тăрать: ЭКГ тытăмĕнчен, велоэргометртан, премиум класлă УЗИ аппаратĕнчен. Пациент велоэргометр педалĕсем çине пуснă вăхăтра унăн чĕри мĕнле ĕçленине, юн тымарĕсем юнпа еплерех тулнине сăнаççĕ: ЭКГ тытăмĕпе тата УЗИ хатĕрĕпе усă курса. Чĕрепе юн тымарĕсене тĕрĕслемелли УЗИ комплексне 4D икĕ датчикпа пуянлатнă. Унта çавăн пекех мăйри, алă-урари юн тымарĕсене тĕрĕслемелли икĕ датчик пур.
Кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Ирина Ефимова пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ оборудовани чĕре чирĕсене, çуралнă чухнех пулнисене те, пурăннă май тупса палăртнисене те, ишеми чирне тĕрĕс диагностика тума май парать. Хальхи йышши аппаратурăн хăйне евĕрлĕхĕ — вăл пĕрлехи тытăм пек ĕçлени, пĕтĕм процеса синхронизацилеме пултарни. Унпа усă курса тĕрĕслевсене харăсах пĕр вăхăтра тума май килет. Комплекс тĕпчев ирттерекен врачăн ĕçне палăрмаллах çăмăллатать. Пирĕн кардиологсен кунашкал оборудовани малтан та пулнă-ха, анчах пĕчĕкрех класли е синхронизацисĕр.
Çĕнĕ оборудовани комплексĕ, тĕслĕхрен, пациента коронарографи кирлипе кирлĕ маррине тĕп-тĕрĕс палăртма май парать. Коронарографи — чĕрепе юн тымарĕсен хăш-пĕр чирне палăртмалли тухăçлă меслет. Анчах тĕрĕслевĕн рентгенконтрастлă мелĕ организма япăхрах витĕм те кÿме пултарать. Çĕнĕ хатĕрсен комплексĕ тĕрĕс хурав парать: çакăн пек процедурăна тумалла е çук-и? Вăл пациента кардиохирурги операцийĕсене тумаллипе тумалла маррине те татса пама пулăшать. Çапла майпа пациентсен пĕр пайне хушма тĕрĕслевсенчен, процедурăсенчен, операцисенчен хăтарать.
Ку комплекспа усă курса камсене тĕрĕслеççĕ-ха? «Васкавлă пулăшу» машинипе илсе çитернĕ пациентсем валли мар вăл. Чĕре чирĕсем пур пек туйăнакан çынсен малтан хăйсем пурăнакан вырăнти терапевт /кардиолог/ патне каймалла. Кирлĕ пулсан тухтăр вĕсене кардиодиспансера консультацие ярать. Диспансерти врач, ытларах чухне консилиум, кардиохирурги комиссийĕ пациент валли асăннă комплекспа усă курса хушма тĕрĕслев ирттермеллине палăртать.

Эмелпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ

Кăçалтан пуçласа пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлнине, миокард инфарктне чăтса ирттернĕ çынсен, çавăн пекех чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен операци /аортокоронарлă шунтировани, коронарлă артерисен ангиопластики, катетер абляцийĕ/ тунă пациентсен эмел препарачĕсене тÿлевсĕр илме ирĕк пур. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.