КĔСЕЛ ÇĂМĂЛЛĂХ КŸРЕТ
Гастритпа чирлесен диетăна пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хырăмлăха килте пĕçернĕ кĕселсем ырă витĕм кÿреççĕ.
Сĕлĕпе урпа
1 апат кашăкĕ çунă сĕлĕпе авăртман урпа хутăшне /вĕсене уйрăм та илме, кĕселĕсене черетпе кун сиктерсе ĕçме юрать/ 5 стакан сивĕ шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Ирхине шывне кастрюле ямалла, тутă кĕмелĕх сахăр хушмалла, 5 минут вĕретмелле. Вĕрекен шĕвеке шывра ирĕлтернĕ крахмал /1 стакан шыв пуçне 1-2 апат кашăкĕ/ пăтрата-пăтрата хушмалла. Вĕреме кĕрсенех çулăм çинчен илмелле. Кирек мĕн чухлĕ те ĕçме юрать.
Хурлăхан
Пиçсе çитнĕ çур стакан çырлана марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Юлнине 1 литр шыва ямалла, 1 апат кашăкĕ сахăр хушмалла, 15 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Çак шĕвеке пăчăртаса юхтарнă сĕткене хушмалла, вĕреме кĕртмелле те пăтрата-пăтрата иртнĕ рецептри пекех хатĕрленĕ крахмал ямалла, каллех вĕреме кĕртмелле те тÿрех çулăм çинчен илмелле. Хăмла çырлинчен те кĕсел çакăн пекех хатĕрлеççĕ.
Хура тул
1 стакан кĕрпене кофе арманĕпе вĕтетмелле, 1-1,5 литр шыва ярса 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Тутă кĕмелĕх сахăр тата 2-4 апат кашăкĕ крахмал хушса вĕреме кĕртмелле те тÿрех çулăм çинчен илмелле.
Сĕт
1 литр сĕте 100 грамм сахăр /сахалрах та юрать/ ярса вĕреме кĕртмелле, унтан пăтрата-пăтрата 3 апат кашăкĕ крахмал ирĕлтернĕ 1 стакан шыв хушмалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле.
Йĕтĕн
Каçхине 3 апат кашăкĕ йĕтĕн вăррине тин вĕренĕ 1,5 литр шыва ярса çĕр каçа лартмалла. Ирхине 5 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Крахмал хушмасан та юрать. 1-2 чей кашăкĕ олива çăвĕ яни вара пăсмасть. Шăнăр курăкĕн /подорожник/ вăрринчен те кĕсел çак мелпех хатĕрлеççĕ.