Республика мĕнле аталанĕ?
Республикăна чухăнлăхран кăларма пулать-и? Çак ĕçе тĕплĕн пуçăнса патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă курсан – пулатех.
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явас тĕллевпе çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче видеоçыхăну мелĕпе канашлусем иртрĕç. Вĕсене Алла Салаева вице-премьер ертсе пычĕ. Сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа тата вĕрентÿпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухма йĕркеленĕ канашлусене Регионсен аталанăвĕн пĕтĕм тĕнчери центрĕн тĕп директорĕ Игорь Меламед та хутшăнчĕ.
Аса илтерер: ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев нарăс уйăхĕнче республикăна чухăнлăхран кăларма пулăшакан комплекслă программа хатĕрлемелли пирки каланăччĕ. Экономикăн аслă канашĕ унăн йышăнăвне ырларĕ. Программăна хатĕрлес ĕçе федераци тата республика шайĕнчи профессионалсене явăçтарнă. «Олег Алексеевич пирĕн ума тата Экономикăн аслă канашĕн умне ыйту лартрĕ: Чăваш Ене 5 çул аталантармалли çирĕп программа хатĕрлемелле», — палăртрĕ Алла Леонидовна.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, культура министрĕ Роза Лизакова, вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕç, аталану программине кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхсем пирки каларĕç. Унсăр пуçне канашлусене видеоçыхăну мелĕпе тĕп тухтăрсем, культурăпа тата вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăннă çынсем хутшăнчĕç, вĕсен те каламалли, сĕнмелли тупăнчĕ. Медицина темине хускатнă май Игорь Меламед тăватă ыйтăва палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, Чăваш Ен реабилитаципе санатори культурин центрĕ пулса тăраять. Паянхи кун çынсене реабилитацилемелли май сахалрах имĕш. Калăпăр, республикăра спортсмен нумай. Атăл хĕррине тухсан та асăрхама пулать вĕсене. Паллах, спортра суранланмасăр май çук. Эппин, реабилитаци центрĕ спортсменсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, вĕсен çак тĕллевпе аякка кайса çÿремелле ан пултăр.
Çĕршывра ыттисен хушшинче палăрас тесен республикăн хăйĕн аталану çулне тупмалла, ыттисен çуккине хатĕрлемелле. Пирĕн пуянлăх çут çанталăкпа çыхăннă, эппин, çакăнпа усă курмалла: сиплĕ пылчăк, хлорпа натри шывĕ тата ытти те. Ку енĕпе санаторисен пусăм тумалла. Пылчăкпа сипленмелли больница сăн-сăпачĕ самаях улшăннине асăнчĕ Раççей сывлăх надзорĕн ертÿçи Алла Самойлова. Çав вăхăтрах вăл çакна асра тытма сĕнчĕ: курортри сиплев тата реабилитаци — икĕ тĕрлĕ пулăм. Реабилитаци центрĕсем валли специалистсене хатĕрлемелле, тĕнче шайĕнчи тухтăрсене чĕнмелле, çĕнĕ хатĕрсем туянмалла.
Чăваш Енре çĕнĕ кардиологи центрĕ уçасси пирки тахçанах сăмах тухнăччĕ. Республикăри клиника центрĕнче вырăн çитми пулнă. Эппин, ăна пысăклатмалла. Анчах пысăклатни çеç сахал — çĕнĕ центр çĕклемелле. Хальлĕхе вăл ăçта вырнаçассине палăртман. Республикăри офтальмологи клиники те тахçанах ят илме ĕлкĕрнĕ. Ун çинчен Раççейĕпех пĕлеççĕ, ытти çĕршывран та килме хатĕр, анчах виза ыйтăвĕ тытса тăрать. Çак ыйтăва Мускав шайĕнче татса парсан Чăваш Енĕн медицина туризмĕ аталанасси çинчен те калаçма май пулĕ.
«Республикăран çамрăксем мĕншĕн тухса тараççĕ? Мĕншĕн тесен кунта вĕсене кичем», — палăртрĕ Алла Леонидовна. Эппин, республикăра çамрăксене кăсăклантаракан проект ытларах пулмалла. Культура ыйтăвĕсене хускатнă май Роза Лизакова комплекслă программăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ, çавна май тимлĕх уйăрмалли ыйтусене асăнчĕ.
— Культура — нацилĕхе кăтартакан никĕс. Шăпах культура республикăн паянхи «Вместе-Пĕрле» девизне йĕркелет. Республика çитĕнĕвĕсене çĕршывра тата чикĕ леш енче ÿнер тĕнчин ăстисене кура хаклаççĕ. Çавăнпа искусствăна пулăшу парассипе çине тăрса ĕçлемелле. Пултаруллă ачасене хавхалантармалла, шăпах вĕсем Чăваш Енĕн ыранхи сăн-сăпатне йĕркелĕç. Регионăн культура бренчĕ те кирлĕ. Вăл халăхăн пуян историне, çут çанталăк хăйне евĕрлĕхне кăтарттăр. Унсăр пуçне чăваш чĕлхине упраса хăварас енĕпе ĕçлемелле, театрсен инфратытăмне çĕнетмелле, — терĕ Роза Михайловна.
Игорь Меламед халăх йышĕпе чăвашсем Раççейре 4-мĕш вырăнта тăни тата республикăра пурăнакансен 67 проценчĕ чăвашла калаçни лару-тăрăва тĕпрен улăштарнине палăртрĕ. Эппин, федераци пулăшăвне те шанма пулать. «67 процент… Тутарстанри тутарсенчен те ытларах ку йыш», — çирĕплетрĕ Игорь Ильич.
Нацин культура бренчĕ пирки калаçнă май каллех халăхăн хăйне евĕрлĕхне пăхмалла. Сăмахран, чăваш тĕррине. Вăл пирĕн бренд пулса тăтăр тесен ун пирки çĕршыв, тĕнче шайĕнче сăмах çÿремелли çинчен асăрхаттарчĕ Алла Салаева. Сăмахран, халăх тĕррисен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнче çĕнтерсен аван пулмалла. Анчах унашкаллине ирттермеççĕ, апла пулсан çак фестивале хамăрăнах йĕркелемелле. Унсăр пуçне Роза Лизакова çамрăк композиторсене саккас парса ĕçлеттермеллине асăнчĕ. Хальхи вăхăтра опера хайлавĕ лартнă чухне унчченхи композиторсен ĕçĕсемпе усă кураççĕ. Халăха вара çĕнĕлĕх кирлĕ. Тепĕр тесен, çамрăк та пултаруллă композиторсене хăйсене кăтартма та май туса памалла. Патшалăх саккасĕсĕр хальхи пултаруллă çамрăксене аталанма йывăр.
Паллах, пултаруллă çын ачаран аталанать. Çавна май Алла Салаева хушма пĕлÿ ыйтăвне тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Г.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ хăй вăхăтĕнче пултаруллă ачасене аталантарассине лайăх пурнăçланине, унăн ĕç-хĕлне çĕнĕрен йĕркелесен аван пулассине палăртрĕ. Игорь Меламеда ку килĕшрĕ, çакна халăх патне çитерсе шухăш-кăмăлне пĕлмелли пирки каларĕ. Лицее çĕнĕрен йĕркелес пулсан ăна 2023 çулăн проектне кĕртме май пур.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Андрей Александров ректор университетра Çамрăксен центрне йĕркелесси çинчен сăмах пуçарчĕ. Вăл шкул ачисене тата студентсене пултарулăха аталантарма май парĕ. Çавăн пекех аграри техникумĕсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ Алла Леонидовна. Унăн шухăшĕпе, вĕсен ял ачисене çеç илĕртмелле мар, хулара ÿсекенсем те çав техникумсенче малашлăх валли çирĕп тĕрев курччăр.
Ют хулана аслă пĕлÿ илме каякансем ытларах Мускава, Питĕре тата Хусана суйлаççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен, вĕсенчен пĕри — Чăваш Енре алла илме çук специализацие суйлани. Эппин, аслă шкулсен çак ыйтăва та пăхса тухмалла. Хушма пĕлÿ паракан центрсем те пулмаллах. Темиçе çул каялла йĕркеленĕ планетарие ырăпа аса илчĕ Алла Салаева. Эппин, çавнашкал кăсăклă вырăн, ачасене илĕртекен, хушма пĕлÿ паракан центр тата кирлĕ. Çапла, республика малашнехи 5 çулта мĕнле аталанасси паянхи йышăнусенчен килет. Аталанăвăн комплекслă программине çывăх вăхăтра хатĕрлесе вĕçне çитерме палăртнă.