Комментари хушас

16 Ака, 2020

Леонид Брежнева, Фидель Кастрона астрона сăн ÿкернĕ

Илья Клочков фотографăн сăн ÿкерчĕкĕсенчен ним мар вун-вун курав, музей йĕркелеме пулать. Атăла пĕвелесе ГЭС туни, Çĕнĕ Шупашкара çĕклени, тĕп хулари Трактор тăвакансен заводне хăпартни... Республикăри ытти пĕлтерĕшлĕ пулăма хăйĕн куçĕпе курнă çеç мар, ĕмĕрлĕх сăн ÿкерчĕксенче хăварнă. Илья Степанович — чылай наградăна тивĕçнĕ фотохудожник, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Халĕ вăл 79 çулта. Тивĕçлĕ канăва кайни килте лармаллине пĕлтермест фотоăсташăн, пурнăç тăршшĕпе ачасене фотоискусствăна вĕрентнĕскер паянхи кун аслă ăрури çынсемпе ĕçлет.

«Великан», «художник»…

— Аннепе атте виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ — Мария, Гурий тата эпĕ. Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче ÿсрĕм. Атте совет-финн вăрçине хутшăннă, унтан таврăнсан нумай та пурăнайман, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Эпĕ ăна курайман, унăн чĕрçи çинче ларайман. Аттене фронта ăсатнă чухне анне манпа, виççĕмĕш ачипе, йывăр çын пулнă, 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче çăмăлланнă. Аттепе анне икĕ класлă прихут шкулĕнче çеç вĕреннĕ, пире, ачисене, пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Конюхра бригадирта ĕçленĕ атте вăрçăра разведчик пулнă. Аппа — биологи вĕрентекенĕ, пичче — выльăх тухтăрĕ, эпĕ — фотожурналист. Çывăх çынсен шанăçне тÿрре кăлартăмăр. Атте 33 çулта тăшманпа çапăçса пуç хунă, анне 69 çулта çĕре кĕчĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататтăм, уйрăмах — килти Великан ятлă лашана. Хĕллехи каникулта ăна кÿлсе — кĕл, çулла тислĕк турттараттăм. Эпĕ лутраччĕ те хам тĕллĕн утланаймастăм, Великан мана çурăмĕ çине лартмашкăн чĕркуçленетчĕ. Çав тери ăслă выльăх пулнă вăл. Ăна çитерме, шăварма хамах çавăтса çÿреттĕм, унпа калаçаттăм. Кайран хам çума та Великан хушма ят çыпçăнчĕ, анчах ку юратнă лашапа çыхăнман. Пирĕн ял çумĕнчи вăрман çывăхĕнче ватă юман, киремет йывăççи, ларатчĕ. Унта выльăх пусса чÿк тунă. Эпир, ялти вĕт-шакăр, чĕр чун шăммисене пуçтарса лавккана укçалла кайса параттăмăр та канфет туянаттăмăр. Сăмах май, пылак çимĕç халĕ те питĕ юрататăп. Пĕррехинче варта çĕр айĕнчен курăнакан ĕне е вăкăр пуçĕн шăммине тупрăмăр, пĕри, тепри туртрĕ — кăлараймарĕ, эпĕ мĕн пур вăя пухрăм та кăлартăм. «О, Великан!» — çав самантрах ман валли ят шухăшласа кăларчĕç юлташсем.

Шкулта вĕреннĕ чухне хитре ÿкернĕрен «Художник» тесе чĕнме пуçларĕç. Чăнах та, аван пулатчĕç ÿкерчĕксем. Пирĕн тăвансен хушшинче те ÿнерçĕсем пулнă, йăха çавнашкал пултарулăх панă пулинех. Скворцов хушаматлă пичче тĕлĕнмелле илемлĕ ÿкеретчĕ. Кĕçĕн класран вĕренсе тухсан эпĕ шкулти стена хаçатне кăларас ĕçе хутшăнма пуçларăм, ăна ÿкерсе илемлетрĕм. Тăрăшулăхшăн тата пултарулăх кăтартнăшăн 7-мĕш класра мана «Смена-2» фотоаппарат парнелесе хавхалантарчĕç. Чикесĕр савăнтăм! Мана тантăшсем те ăмсанчĕç. Сăн ÿкерме юратасси çавăнтан пуçланчĕ те. Вăрмана ĕçлеме кайнă-и, уйра кĕлте, тырă турттарнă-и — веçех ÿкерме тăрăшаттăм. Хавхалану, вăй-хал тапса тăнă, спортпа та туслăччĕ эпĕ: чупаттăм, велосипедпа ярăнаттăм, шахматла выляттăм. Чĕр чунсене юратнăран 10-мĕш класс хыççăн Шупашкара ял хуçалăх институтне çул тытрăм, зоотехника факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм, стройкăна ĕçе вырнаçрăм. Укçа кирлĕ-ха та. Шăп çав тапхăрта Чапаев палăкне вырнаçтарнă çĕре хутшăнтăм, историллĕ саманта сăн ÿкертĕм… Чун искусство еннеллех туртнă пулĕ çав, 1960 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ÿнерпе графика факультечĕ уçăлсанах унта куçрăм. Студент чухне ытларах сăн ÿкерес ĕçе явăçрăм. Вăрçăран таврăннисене тата унта пуç хунисене халалласа стендсем хатĕрлеттеретчĕç, яла кайсан хисеп хăмисем тума хушатчĕç. Çавăнпа студент чухне питĕ аван пурăнтăм, кĕсьере ялан укçа пулнă. Чаплăрах фотоаппарат «Зенит» туянтăм. Мана Элли Юрьев вĕрентрĕ, эпир тĕрлĕ жанрпа ÿкерме çÿреттĕмĕр.

Ют çĕршывран — сумка тулли сăн ÿкерчĕкпе

Черчени тата рисовани учителĕн дипломне илсен Етĕрнери интернат шкула ĕçе вырнаçрăм. Пĕр вырăнта пусăрăнса ларас килместчĕ. Кружоксем, куравсем йĕркелерĕм, пĕр вĕçĕм сăн ÿкертĕм. Республикăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнче, «Тракторострой» хаçат фотокорреспондентĕнче ĕçлерĕм. Пурнăçăн ытларах пайĕ ачасемпе çамрăксен хушшинче иртнĕшĕн савăнатăп. 1981 çулта Шупашкарти Пионерсен çуртĕнче фотокружок ертсе пыма шанчĕç. Ачасемпе ĕçленĕ май шкулсене куравсемпе нумай тухса çÿренĕ, фотоконкурссене, çав шутра тĕнче шайĕнчисене те, хастар хутшăнаттăмăр. Çĕнтерÿçĕсем «Артек» çуллахи лагере канма каятчĕç. Пĕрремĕш грамотăпа мана Етĕрне районĕн хаçатĕнчен чысларĕç. Вăл маншăн питĕ хаклă. Тăван районта ĕçленĕ вăхăтра эпĕ телекурав валли фильмсем те ÿкернĕ. Кайран тĕп хулари Çамрăк техниксен станцине çÿрекенсене сăн ÿкерес вăрттăнлăха вĕрентрĕм, «Миг» фотостудие 30 çул ертсе пытăм. Мухтанса каламастăп: ман патра пĕлĕвне тарăнлатнă ачасенчен нумайăшĕ пурнăçне фотоискусствăпа çыхăнтарчĕ, хăшĕ-пĕри студи уçрĕ. Республикăри пысăк предприятисен стройкисенче фоторепортажсем туса хаçатсене ăсататтăм, чылай кăларăмпа çыхăну тытнă эпĕ. Шалу çумне гонорар кăштах хушăнатчĕ те пурăнма пулатчĕ. Килте ларман, час-часах района тухса çÿренĕ. Тахăш самантра ют çĕршывсем илĕртме пуçларĕç, шухăша епле пурнăçламалли пирки пуç ватрăм. Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕпе Василий Романовпа çыхăну тытаттăм та унпа канашларăм: «Чикĕ леш енчи пурнăçа курас килет. Малтан хăш çĕршыва тухмашкăн чÿрече касам-ши?» Вăл ют çĕршывсемпе паллашмалли турсем пирки каласа кăтартрĕ, эпĕ Чехословакипе Венгрие кайма пуçтарăнтăм. Сумка тулли сăн ÿкерчĕкпе тата пысăк хавхаланупа таврăнтăм киле. Ентешсене те ют çĕршыври пурнăçпа паллаштарас килчĕ, вара фотокурав йĕркелерĕм. Чикĕ леш енче тунă сăн ÿкерчĕксене Шупашкарти Союзсен çурчĕн фойинче вырнаçтарсан вĕсене унта ĕçлекенсем те, киленкаян та кăсăкланса сăнарĕ. Кайран ку курава урамра, республикăри хăш-пĕр районта кăтартрăм.

Мăшăрĕ виçĕ кун калаçман

27-ре эпĕ пулас мăшăра тĕл пултăм. Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче ĕçлеттĕм ун чухне, мана артистсем пурăнакан çуртра пĕр пÿлĕм уйăрса пачĕç. Пĕр хĕвеллĕ кун Мускавран янă посылкăна почтăна илме кайрăм. Унта вара çав тери чипер хĕр ĕçлет: Инди пики евĕрскер, хура çÿçлĕскер. «Материалу срокран тухнă, штраф тÿлемелле!» — терĕ çирĕппĕн. «Манăн укçа çук, атя сана кинона чĕнетĕп, сăн ÿкеретĕп», — мĕн пулать те мĕн килет тесе çапла калаçкаларăм. Пĕрре курсах чĕрене вут хыптарчĕ вăл, вĕçертес килмерĕ. Манăн телее, Нина кинона кайма килĕшрĕ! Виçĕ уйăх хĕрпе каччăлла тĕл пулсан туй кĕрлеттертĕмĕр. Пире Шупашкарта пĕр пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç, умлăн-хыçлăн икĕ ывăл Володьăпа Сергей çут тĕнчене килчĕç. Пурăнмалли кĕтесе пысăклатма шухăшларăмăр. Çав вăхăтра Трактор тăвакансен заводне хăпартма пуçларĕç, унта репортажсем туса фотоÿкерчĕксене тĕрлĕ хаçата ăсатрăм, çав шутра — Мускава та. Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянасшăнччĕ эпĕ. Çĕршывăн тĕп хулине виçĕ уйăхра пĕрре сăн ÿкерчĕксем пичетлеме кайса килеттĕм, СССР Строительствин министерстви манăн ĕçсенчен курав пĕрре мар йĕркелерĕ. Ют çĕршывсен илемĕпе паллашас шухăш канăç памарĕ. Мăшăрпа хĕллехи отпуска кăнтăр енче ирттермешкĕн путевка шырарăм. Тупрăм — Куба утравне каймашкăн. Варадеро курорт пире кĕтнĕнех туйăнчĕ. Манăн ăраскал тени пурах-тăр çав, эпир Кубăра каннă вăхăтра унта КПССăн генеральнăй секретарĕ Леонид Брежнев килсе çитнĕ. Леонид Ильича тата Куба ертÿçине Фидель Кастрона сăн ÿкерме те пÿрнĕ мана. Ну, пуринчен ытла мана вырăнти хĕр-хĕрарăм тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ чечек тейĕн, ман çума пыл хурчĕ пек çыпăçрĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Илья КЛОЧКОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.