Комментари хушас

1 Ака, 2020

Шупашкар аэропортне малашне те ĕçлеттересшĕн

Шупашкар аэропорчĕ малалла мĕнле ĕçлĕ? Шăпах çак ыйтăва пăхса тухрĕç паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ирттернĕ канашлура.

ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх — «Победа» авиакомпани самолечĕсем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен вĕçмеççĕ. Шупашкар аэропорчĕн авиарейсĕсен 85% — шăпах çак компани тӳпи. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Нордвинд» авиакомпани те рейссене чарса лартнă. Хальхи вăхăтра «МАЧ» ООО авиакомпанисемпе рейссене уçасси пирки калаçать.

Шупашкарта авиавĕçевсене сыхласа хăварас тесе ЧР Транспорт министерстви тепĕр пилĕк авиакомпанипе калаçусем ирттернĕ, çапах хальлĕхе вĕсенчен пĕри те официаллă хурав паман-мĕн. «Çак тема патне ака уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн, малашнехи лару-тăру мĕнлерех йĕркеленесси уçăмлансан, тепре таврăнма шантараççĕ», — терĕ Владимир Осипов.

Самолетсем вĕçменрен Шупашкар аэропорчĕн вăхăтлăха ĕçлеме чарăнма тивет. «Паянхи кун пирĕн штатра 234 çын, çав шутран 200 яхăн çыннăн вăхăтлăх отпуска кайма тивет. Ĕçлев саккунĕсемпе килĕшӳллĕн вĕсене окладăн 2/3 пайне тӳлетпĕр», — пĕлтерчĕ «Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери аэропорт» ОООн генеральнăй директорĕ Руслан Минаев.

Олег Николаев Шупашкар аэропорчĕн ĕçлес вăй-хăватне сыхласа хăвармалла тесе палăртрĕ. «Эпидемиологи лару-тăрăвĕ йĕркеленсен пассажирсем самолетпа вĕçесси малтанхи шая çитме пултарать, аэропорт комплексне реконструкциленине шута илсен, тен, ӳсет те», — терĕ Пуçлăх тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан. Вăл Транспорт министерствине предприятие тӳлевсене каяраха куçарассипе çыхăннă тата ытти пулăшăва кӳрес ыйтăва пăхса тухма хушнине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru