Комментари хушас

26 Раштав, 2019

Пĕр килте кушаксемпе йĕкехÿресем туслă пурăнаççĕ

Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкулти ИЗО учителĕ Елена Пайгусова килĕнче 13 йĕкехÿрепе 3 кушак тытать. Чĕр чунсене вăл 2015 çулта ĕрчетме тытăннă. Ку ăнсăртран пуçланнă. Аслă хĕрĕ Таисия çуралнă кунĕнче арлан парнелеме ыйтнă. Амăшĕ хĕрĕн кăмăлне хуçас темен — зоолавккана илсе кайнă. Анчах сутуçă вĕсене пулăшайман — арлан юлман. Хĕр пĕрчи чĕр чунсăр юласран шикленсех йĕкехÿре туянма ыйтнă. Елена хирĕçлеймен.

Фиалка мар, Филя

Пайгусовăсем ама тесе туяннă йĕкехÿрене Фиалка тесе чĕннĕ. Килĕнче вĕсене кушак аçи Витя кĕтнĕ. Тĕлĕнмелле те, вăл йĕкехÿрене лăпкă йышăннă. Пурпĕр амăшĕпе хĕрĕ Витьăна шанман — Фиалка читлĕхне вăл çитеймен вырăна лартнă. Кăшлакан çак чĕр чунсем хăвăрт ÿсеççĕ. 5-6 уйăхран вăрăм хÿреллĕскер ама мар, аçа пулни палăрнă. Çапла Фиалка Филя пулса тăнă. Вăл тунсăхланине кура Ленăпа Тася ама тупма шут тытнă. Груньăна Мускавра туяннă. Ама 4 эрнеренех 16 çура çăвăрланă. Вĕсем пурте чĕрĕ-сывă пулнă. Çемье çурасемпе мĕн тумаллине пĕлмен. Груня та вĕсемпе аптăраса çитнĕ. 2-3 кунра имшерленнĕ, аран-аран уткаланă. Çемье лару-тăруран тухнă — пĕчĕкскерсене зоолавккана кайса панă.
Килти чĕр чун — пысăк яваплăх. Шупашкарта йĕкехÿре ĕрчетекен сахал. Чăваш Енри ветеринари клиникисенче вĕсене сиплекен çук. Йĕкехÿре — хăвăрт чирлекен чĕр чун. Читлĕхе витĕр вĕрекен çил çинче хăвар çеç — унта ларакансен сунас пуçланать, ÿпки шыçать. Чире пула вĕсем 2 кунранах вилме пултараççĕ. Йĕкехÿресен усал шыçă часах аталанать. Лена пытармасть, малтанхи çул йывăр пулнă. Хĕрарăм чылай ыйту хуравне интернетра шыранă. Чĕр чунсем аптăрасанах унта консультаци илнĕ. Хĕрарăм вĕсене пулăшайманнишĕн питĕ хурланнă. Сыватма хăтланнипе пысăк сиен кÿнĕн те туйăннă. Вĕсем ăçта тата мĕн ыратнине калаймаççĕ-çке.
Чĕр чунăн хÿри питĕ черченкĕ, çемçе, пачах йĕрĕнтермест. Асăрханмасăр тытсан ăна татма пулать. Пĕрре Ленăн кĕçĕн хĕрĕ Юля таракан йĕкехÿрене тытма хăтланса чĕр чуна çапла шар кăтартнă. Суран хăвăртах ÿт илнĕ. Йĕкехÿре ĕрчетекенсем чĕр чуна пуçне кура мар, хÿре тăрăх шутлаççĕ.

Чăн-чăн амăшĕ

Йĕкехÿресем пĕтĕленсен 21 кунран çăвăрлаççĕ. Çăвăрличчен икĕ кун маларах ама тыткаларăшĕ улшăнать. Вăл канăçсăрланать, хăйне тыттарасшăн мар тарать. Хуçа йĕкехÿре çăвăрлама хатĕрленнине тавçăрмасан та пултарать — хăшĕ-пĕри самăрланмасть. Ама вăтамран 8-12 çура çăвăрлать. Суккăрскерсен куçĕ 2 эрнерен уçăлать. Арлан ами çурасене çынран пытарать. Пăлханчăкскер пĕчĕкскерсене çисе яма пултарать. Йĕкехÿре пачах урăхла, вăл — тĕлĕнмелле амăшĕ. Çурисене этеме тыттарать. Куçĕ курманскерсем этем шăршине туяççĕ, астуса юлаççĕ. Амăшĕ пĕр харăсах 6 çура ĕмĕртеет. Часах выçаканскерсем чĕчче çăвартан кăлармаççĕ. Пĕр вырăнта тăрса ывăнакан амăшĕ çыпăçнă çурасене сĕтĕрсе утать, ывăннипе ура çинче тăрсах çывăрма пултарать. Сĕчĕ çăрарах пултăр тесе ăна тутлăрах çитерме тăрăшаççĕ. Чĕр чун какай нимĕрĕ, банан, тăпăрчă юратать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.