Комментари хушас

25 Раштав, 2019

Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран...

Çĕнĕ çул çывхарнă, ĕмĕтленни пурнăçланнă май Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеçри Олег Петровăн кăмăлĕ савăк. Савăнма сăлтавĕ пур. Кăçал вăл «Агростартап» программăпа грант тивĕçнĕ, çĕнĕ ферма тунă.

Çĕр ĕçченĕн ăçта каймалла?

Хĕç тимĕрпе витнĕ ферма аякранах курăнса ларать. Анлă территорие карта тытса çавăрнă. Çанталăк ăшăтнă май выльăхсем картишĕнче, купаран утă çиеççĕ.
Олег Петров хаваспах хуçалăхĕпе, çĕнĕ производство объекчĕпе паллаштарчĕ. Фермăна кĕске хушăра туса хута янă. Анлă витере таса, çутă, ăшă. Шыв пăрăх тăрăх ĕнесен умнех çитет. Пĕчĕк пăрусем, сурăхсем валли ятарлă вырăнсем тунă. Çапах ĕçе вĕçленĕ теме çук-ха. Тислĕк кăларассине, апат парассине механизацилемелле, холодильник вырнаçтармалли пÿлĕме йĕркене кĕртмелле, витене çутă илсе пымалла. Фермер каланă тăрăх, малашне территоринчех сенаж управĕ, гараж, выльăхсене уçăлтарма ятарлă картиш пулмалла. Анчах чи кирли — пуçламăш утăм туни.
Олег Владимирович унччен «Гигант» колхозра механизаторта вăй хунă. 1990 çулсенче вăл пĕчĕк хуçалăхсене пайланнă. Пĕччен хулă хуçăлнă тенĕн майĕпен вĕсем те хупăннă. Ĕçсĕр юлнă Олег Петров çине тăрсах хушма хуçалăха аталантарма тытăннă.
— Çĕр çинче ĕçлекенĕн ăçта каймалла? Пурте ялтан тухса тараймастпăр. Çемьепе пĕрле пулнине мĕн çиттĕр? Çавăнпа ялтах тĕпленсе пурăнма шухăшларăм. Хушма хуçалăха аталантартăмăр, — ăнлантарчĕ вăл.
Ĕне выльăх, сысна, сурăх… — вите выльăх-чĕрлĕхпе тулсах пынă. Сурăх кăна 30 пуç ытла пулнă. Кĕтÿ пысăкланнă май ялпа юнашар пушă ларакан фермăна арендăна илнĕ. Малашне ăна туянса фермер хуçалăхĕ йĕркелес ĕмĕтпе хавхаланса пурăннă çемье. Унтан сурăхпа сысна йышне чакарса ĕнесем ĕрчетме тытăннă. Сăвăма ÿстерме ăратлă пăрусем туяннă.
— Вырăнти хуçалăх арканнă хыççăн куçман пурлăх — выльăх-чĕрлĕх ферми, кантурĕ — уйрăм çын аллине куçрĕ. Анчах çĕнĕ хуçа пурнăçран сасартăк уйрăлчĕ. Юхăннă витесене тăванĕсенчен 1,5 млн тенкĕлле туянма килĕшсе татăлнăччĕ. Ун чухне вĕсен куçман пурлăхăн докуменчĕсем те пулман. Хутсене йĕркеленĕ хыççăн хака 2-3 хут хăпартса ячĕç, 5 млн тенкĕпе кăна сутма килĕшрĕç. Маншăн ку пысăк укçа. Çемьепе канашланă хыççăн илме килĕшмерĕмĕр: юхăннă витесене юсама та тепĕр çакăн чухлĕ кирлĕ. Тин йĕркеленнĕ хуçалăхшăн ку ытлашшипех йывăр çĕклем, — каласа пачĕ Олег Владимирович.
Петровсем фермăна туянманнине пĕлсен çĕнĕ хуçасем ăна текех арендăна пама килĕшмен. Ÿкĕтлесе тенĕн выльăхсене витесенче вăхăтлăх тытма калаçса татăлнă. Çав хушăра çемье çине тăрсах йывăрлăхран тухма çул шыранă.

Çăлăнăç çулĕ

— «Агростартап» программа хута кайни пирĕншĕн çăлăнăç пулчĕ. Чăн та, çĕнĕлĕх пирки кăштах каярах юлса пĕлтĕмĕр. Конкурс вĕçленесси пĕр эрне кăна юлнăччĕ. Кĕске хушăра фермер хуçалăхĕ уçрăмăр, документсене пуçтарса конкурс комиссине тăратрăмăр. Ку тĕлĕшпе пире Комсомольски районĕн администрацийĕ, ЧР «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн специалисчĕсем нумай пулăшрĕç.
Çапла майпа фермер хуçалăхне упраса хăвартăмăр, — терĕ фермер хĕрĕ Кристина Басникова. Хальлĕхе вăл мăшăрĕпе пĕрле ашшĕне пулăшать. Малашне, опыт пухнă май, хăйсем те фермер хуçалăхне йĕркелессине пытармарĕ.
Кристина çемье çавăрса ялтах тĕпленнĕ. Ачисем Миланăпа Степан выльăх патне туртăнни савăнтарать аслисене. Апла фермер хуçалăхĕ шанчăклă алла куçасса иккĕленеймĕн.
— Мăшăрăмпа ялта ĕçлесе пурăнма килĕштеретпĕр. Çуркунне-çулла ĕç нумай пулсан та ывăннине туймастăн. Тăван ял, çĕр, юнашар çывăх çынсем пурри вăй хушать тейĕн, — палăртрĕ Кристина Олеговна.
2,7 млн тенкĕлĕх грант тивĕçнине пĕлсен Петровсем калама çук савăннă. Арендăри çĕре харпăрлăха куçарса ферма çĕклеме тытăннă.
— Укçана строительство материалĕсем, 10 ĕне, выльăх апачĕ вĕтетмелли агрегат туянма тăкакланă. Витене 80 ĕне вырнаçмалăх турăмăр. Сахал кĕтÿпе тупăш илеймĕн, тăкаклă, — терĕ Олег Владимирович. — Хальлĕхе пирĕн 34 ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканни — 8 пуç. Тата иккĕшĕ ыран-паян пăруламалла. Кăçал Вологда облаçĕнчен «холмогорский» ăратлă 10 пăру илсе килтĕмĕр. Кун хыççăн кĕтĕве пысăклатма татах 10 пăру саккас патăмăр. Анчах те ăнланманран, те юриех çамрăк вăкăрсем тиесе килчĕç. Вăйпах сĕнеççĕ, ирĕксĕрех çиччĕшне туянса юлтăмăр. Самăртма тăратрăмăр халĕ. Вĕсене сутсан ĕнесем илме тивĕ.
Хальхи вăхăтра кунне 200 л яхăн сĕт сăваççĕ, 150 л сутаççĕ. Ыттине çамрăк пăрусене çитерме хăвараççĕ. Юнашарах сĕт-çу завочĕ пуррипе чĕр тавара вырнаçтарас тĕлĕшпе чăрмав çук, килсех илеççĕ. 1 литр сĕте 21 тенкĕпе туянаççĕ.
Фермер хуçалăхĕнче Петровсем çемйипех вăй хураççĕ. Ĕнесене пăхма фермăрăн мăшăрĕ Алевтина Алексеевна, кĕрĕвĕ Никита Басников пулăшаççĕ. Хулара ĕçлесе пурăнакан ывăлĕ Антон та пушă вăхăтра яланах ашшĕпе юнашар. Сăмах май, вăл унпа комисси умĕнче бизнес-плана хÿтĕлеме хутшăннă. Ĕнесене сĕт аппарачĕпе сăваççĕ.
— Кĕтÿ хушăннă май аппаратпа кăна суса ĕлкĕрме йывăр. Малашне сĕт пăрăхĕ вырнаçтарма та палăртатпăр. Кун пек çăмăлрах. Анчах хальлĕхе хамăрăн вăй хума тивĕ. Малашне вара ĕçе механизациленĕ май çăмăлрах пулĕ. Фермăна васкавлăн туса выльăхсене куçарма тиврĕ, — палăртрĕ Олег Владимирович. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.