Комментари хушас

29 Çурла, 2019

"Самант" журнал, 8 №, 2019 çул

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:
ЫЙТĂМ. Тăватă ураллă туссемшĕн кам яваплă?
ПИРĔН ТАНТĂШ. Муркаш районĕнчи Шурча ялĕн пики Дарья Борзаева чылай маларах хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: журналист - акă кам пулĕ вăл.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Ывăлăм ашшĕ пирки ыйтсан мĕн каласа ăнлантармалла-ши?
ТЕАТР. Анджела Нанетти повеçĕпе хатĕрленĕ 2 пайлă "Мой дедушка был вишней" спектакльпе сцена çине тухма студентсем 4 уйăх ытла хатĕрленнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсен "Абрикос сачĕ" театр студийĕ кĕске вăхăтрах сумлă ят çĕнсе илчĕ.
ТИШКЕРŸ. 6-мĕш хутчен йĕркеленĕ "ЮТВ премийĕ" мĕнпе тĕлĕнтернĕ? Виктор Петров статуэткăна мĕншĕн тивĕçеймен?
ПĂШĂЛ-ПĂШĂЛ. Ирина Музыкантова Мускав урамĕнче мĕнле пăтăрмаха çакланнă? "Ялар" рок-ушкăн Ижевскра мĕн шыранă? Дипендра Мани мăшăрĕпе пĕрлех-ши? Стас Владимировпа Катя Петрова ывăлĕпе хĕрне мăшăрлантарнă-и?
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Чулхула тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Акулина юратнă ялĕнче мĕн хурлантарать?
ИЛЕМЛĔХ СТУДИЙĔ. Голливуд çăлтăрĕсем пек илемлĕ пулас килет-и?
ÇУЛ ÇŸРЕВ. Абхази тавралăхĕ питĕ илемлĕ. Шыв сикки, чул сăртсем - сăмахпа каласа ăнлантарма та çук, çакна хăвăрăн курса ĕненмелле.
"САМАНТ" ХĂНИ. Альбина АНДРЕЕВА: "Çитĕнсен лавккара чăмлак, канфет-пĕремĕк сутма ĕмĕтленеттĕм. Эпĕ вун çичĕ çул тултарсан атте ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Чире пула. Анне 40 çулта виçĕ ачипе тăлăха тăрса юлчĕ. Тен, çавăнпах-и, шкул хыççăн медицина училищине çул тытрăм..."
ТРУД КРУТ. В этом году летней площадкой для сбора участников студенческого трудового движения стала Самарская область.
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. " Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕччĕ. Пĕррехинче кĕçĕн хĕрĕм çакна асăрхарĕ те: "Анне, кур-ха, санăн ывăлу Макар кунта", - терĕ..." Шупашкарти 156-мĕш ача садĕнче вăй хуракан Ольга Федорова кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлет.
ШУПАШКАР - 550 ÇУЛТА. Историре пысăк йĕр хăварнă паллă çынсем - Шупашкар çинчен.
КАЛАВ. "Сана пĕрремĕш хут курсан пăлханнине туйрăм. Питÿ те хĕрелчĕ ун чухне. Вăтантарас мар тесе ытла сăнаса пăхма та хăрарăм. Çав кун пурпĕрех санпа паллашăп тесе шухăшларăм..."
МАТТУР. "Пин-пин çын хушшинче мана шыраççĕ". Елчĕк каччи Антон Демьянов - Мускаври çар училищин 2-мĕш курс студенчĕ.
ФОРУМ. Форумра пурте пĕрех: кăвак куçли те, хăмăрри те, пессимист та, оптимист та. Солнечногорскра кăçал шăрăх пулнă. Мĕншĕн тесен унта кашни кунах хĕрÿ ăмăрту, калаçу, вăйă, ташă-кулă пынă. "Территория смыслов" - Пĕтĕм Раççейри çамрăксен çуллахи вĕренÿ форумĕ.
ŸНЕР ТĔНЧИ. Нумаях пулмасть Ксения Кошелевăн тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçланнă - ăна кĕнеке валли иллюстраци ÿкерме ыйтнă. "Чăваш культурине сăнарлама пуслас умĕн эпĕ урăхларах ÿкерчĕксем тăваттăм. Анчах та пĕлтĕр йăмăкпа Мальтăра пĕлÿ илнĕ хыççăн тавра курăм тĕппипех улшăнчĕ".
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Пĕвер кăмпи выльăх пĕверĕ пек курăнать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.