Комментари хушас

23 Çу, 2019

«Çамрăксен хаçачĕ» 20 (6266) № 23.05.2019

* Колхозра кладовщикре ĕçленĕрен выçах ларман çемье. «Апат çиме лараттăмăр та пускил хĕрарăмĕсем каçатчĕç, вĕсене те сĕтел хушшине йыхравланă», — каласа кăтартнă амăшĕ Светланăна. Семен Филиппович вăрçă хирĕнчен пĕр алăсăр таврăннă. «Атте, санăн аллу ăçта?» — кăсăкланнă ачисем. Йĕке хÿре кăшласа çисе янă тесен пĕчĕкскерсем хырăм тытиччен кулнă (Леш тĕнчене хăрах урапа кайма килĕшмен. Ирина КОШКИНА)

* Çамрăк специалист палăртнă тăрăх, вăл çамрăксене йышăннă вăхăтра вĕсем пирус туртнипе туртманнипе кăсăкланать. Вĕсене унăн сиенĕ пирки каласа кăтартать. «Халĕ эсир çамрăк-ха, кайран сывлама çăмăллатакан эмелсĕр пурăнаймастăр», — тет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине аса илтерсех тăрать. Кун пирки хăй те манмасть. Сăмах май, Патăрьел районĕн тĕп больницинче кашни тухтăр спортпа туслă. Кунта кашни кун пĕрле пухăнса зарядка тăваççĕ, вĕсенчен тĕп тухтăр та юлмасть. Волейболла выляс, йĕлтĕрпе, çуран чупас енĕпе турнирсем ирттереççĕ («Сирĕнпе калаçнипех ыратни иртет»)

* Влад шкул хыççăн штукатур маляра вĕреннĕ. Тĕрĕссипе, унăн чунĕ сцена енне туртăннă. Анчах амăшĕ хистенипе строитель профессине илнĕ. Куншăн 24-ри Влад пĕртте кулянмасть, паянхи кун ку ĕç «çăкăр çитерет», çынсен хваттерĕсене юсаса укçа ĕçлесе илет вăл. Çапах та юрлас туртăм унран хăпман.
Чăваш эстрадине çул хывасси 2012 çулта Шупашкарти автовокзал çывăхĕнче пĕлтерÿ курнинчен пуçланнă
(Хăйĕн туйĕнче çемье концерчĕ йĕркеленĕ)

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.