Çĕрпÿ районĕнчи кинемей 105 çул тултарнă
Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркассинчи Александра Родионова 105 çул тултарнă. Вăл Чăваш Енри чи ватă çын шутланать.
Александра Родионова йышлă çемьере çуралнă. Хĕр ача улттăра чухне амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Александрăн пĕчĕклех йывăр ĕçре тар тăкма тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хĕре окоп чавма илсе кайнă. Уралта шахтăра та ĕçленĕ вăл. Пултаруллă та ĕçчен çынна «Тăван çĕршывăн 1941—1945 ç.ç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă.
Ĕç ветеранĕ вăрах вăхăт Çĕрпÿ районĕнчи колхозра вăй хунă. Йывăр шăпана пăхмасăр кун-çулне йĕркеллĕ пурăнса ирттерме тăрăшнă.
105 çула çитнине пăхмасăр кинемей çирĕп-ха. Куçĕ кăна япăхрах курать-мĕн. Хальхи вăхăтра вăл ывăлĕн çемйипе пурăнать. Çывăх çыннисем ăна пуçа усма, тунсăхласа ларма памаççĕ. Вĕсем яланах юнашар пулни, пулăшни те кинемей кун-çулне вăрăмлатать.