Комментари хушас

6 Нарăс, 2019

55 çул алла-алăн

Муркаш районĕнчи Николаевсем çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнине паллă тунă.

Ĕмĕр сакки сарлака тенĕ. Пурнăç ялан пĕр килмест. Çак тапхăрта Николаевсен савăнмалли-хуйхăрмалли пайтах пулнă. Анчах малашлăха шанса тăни, пĕр-пĕрне йывăр тапхăрта алă тăсса пани çемье карапне путма паман. Чăн та, чашăк-тирĕк шăкăртатмасăрах пулман. Николаевсем килти çÿп-çапа урама кăларман. Ăнланманлăх сиксе тухсан пĕрле сÿтсе явнă.

Виталий Афанасьевичпа Вера Васильевна тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра вăй хунă. Ĕç ветеранĕсем 3 ача пăхса ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра ватăсене савăнмалăх 5 мăнук ÿсет.

Телейлĕ те туслă мăшăра тăванĕсем, ял-йыш ăшшăн саламланă. «Çĕр çула çитичченех пĕрле пурăнасчĕ», — тенĕ Николаевсем.

 

Теги: