Комментари хушас

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПКра çĕнĕ технологипе тунă сĕт-çу ферми савăнăçлă лару-тăрура хута кайрĕ. Унта 1200 ĕне вырнаçмалла. Паллă саманта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ытти яваплă çынсем те хутшăнчĕç.
«Коминтерн» ЯХПК — районти ял хуçалăх отраслĕн тĕп шăнăрĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе Атнарсем республикăра та малтисен йышĕнче. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче «Коминтерн» ЯХПК сĕт пăрăхĕпе чи малтан усă курма тытăнчĕ. Ферма ĕçченĕсемшĕн чăннипех ырлăх çитрĕ тейĕн. Чĕр тавар пахалăхĕ те палăрмаллах ÿсрĕ.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малалла шăвать, аталанать. Агрохолдингсенче çĕнĕ фермăсем — ĕнесене кăкармасăр тăратнипе, сĕт залĕпе — тума тытăнсан Атнарсем те çине тăрсах çĕнĕлĕхпе кăсăкланма тытăннă.
Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн 2017 çулта хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче инвестици проектне хута кĕртме пуçăннă. Проект темиçе тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш çулне 600 ĕне вырнаçмалăх вите тунă. Ăна çĕклеме предприяти хăйĕн укçине, 64 млн тенкĕ, хывнă. Пĕлтĕр вара палăртнине малалла пурнăçа кĕртсе сĕт сумалли залпа вите туса пĕтернĕ, «Карусель» оборудовани вырнаçтарнă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 168,6 млн тенкĕ. Çав шутра инвестици кредитне 95 млн тенкĕ явăçтарнă.
— Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнипе производствăна хăватлă техникăпа пуянлатса предприятие çĕнĕ шая çĕклерĕмĕр. Сĕт туса илессине çулталăкра 1 пин тонна ÿстертĕмĕр, ял çамрăкĕсем валли хăтлă ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕмĕр. Банкран процент ставкине субсидилекен кредита вунă çуллăх илтĕмĕр, — пĕлтерчĕ РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Новикова.
— Пирĕн тĕллев — çĕршывра агропромышленноç комплексне, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси. Иртнĕ çул банк Чăваш Енре виçĕ сĕт-çу ферми тума инвестици кредичĕ уйăрнă. Çĕнĕ обћектсене хута кĕртни халăха паха продукципе тивĕçтерме, регион экономикине аталантарма пулăшать, — палăртрĕ «Раççей ял хуçалăх банкĕ» АОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская.
Михаил Игнатьев хуçалăхра çĕнĕ йышши ферма хута янине пысăка хурса хакларĕ. Кунта мĕн пур ĕçе механизациленĕ. Аслă витере таса, çутă, типĕ. Сĕт-çу залĕнчи информаци тÿрех компьютерта курăнать.
— Унччен сĕт-çу ферминче выльăхсене апат парассине, пăхассине автоматика урлă йĕркелесе тăрасси пирки ĕмĕтленме те пултарайман, — палăртрĕ Михаил Васильевич.
Хальхи вăхăтра республикăра «Карусель» оборудовани вырнаçтарнă сĕт-çу блокĕ Хĕрлĕ Чутайра кăна пулнине те асăнчĕ.
— Малтанхи тапхăрта йывăрччĕ, — каласа пачĕ Альбина Борисовна. — Ĕнесем «Карусельтен» хăратчĕç. Çавна май сăвăм та палăрмаллах чакрĕ. Майĕпен выльăхсем сĕт сумалли çĕнĕ технологие хăнăхрĕç. Унта харăсах 36 ĕне вырнаçать. Вĕсем черетпе кĕрсе тăраççĕ, сунă хыççăн тухса каяççĕ. Çĕнĕ фермăра ĕç калăпăшĕ те чакрĕ. Çынсем хăтлă условисенче вăй хураççĕ. Хăватлă технологипе усă курма тытăннипе механизма икĕ доярка тата пĕр слесарь кăна пăхса тăрать. Дояркăсем вара ĕнесене сума хатĕрлеççĕ çеç.
— Альбина Борисовна пуçарулăхĕпе коллектив çитĕнÿсем тăвать, çĕнĕ производство обћекчĕсем çĕклет, — палăртрĕ Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров.
Хуçалăх ертÿçисен тĕллевĕ пысăк — 600 ĕне вырнаçмалăх тепĕр вите тăвасси. Хĕрлĕ Чутайсен хастарлăхĕ, çĕнĕлĕхрен, йывăрлăхран хăрамасăр малалла утни ыттисене те хавхалантарать. Хуçалăхри ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелени производствăна çамрăксене ытларах явăçтарасса шанас килет.
Лариса Арсентьева.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.