«Коммуналлă технологисемпе» мĕншĕн судлашаççĕ?
Иртнĕ çулсенче Шупашкарти çурт-йĕрĕн пысăк пайне хутса ăшăтма вĕри шыв энергине «Коммуналлă технологисем» общество парса тăнă. Паян çак тивĕçе муниципалитетăн «Теплосеть» предприятийĕ пурнăçлать. Çавна май коммуналлă пулăшушăн тÿлекен укçа виçине улăштармĕç-ши? Çак тата ытти ыйтăва тĕплĕ хуравлама республикăн Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службин ертÿçипе Марина Кадиловăпа курнăçрăмăр.
- Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 148-мĕш договора татнă пирки вĕри шыв энергине парса тăмалли хатĕрсене кăçалхи авăн уйăхĕнчен обществăран Шупашкар хулин харпăрлăхне тавăрнă, çакăн хыççăнах муниципалитетăн унитарлă «Теплосеть» предприятине /МУП/ шанса панă. Ăшăпа тивĕçтерессишĕн пурнăçлакан пулăшу патшалăх йĕркелесе тăракан ĕç-хĕл шутне кĕрет. Çавăнпа тарифсене çирĕплетме патшалăх йĕркелекен органа — республикăн Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службине — тăратаççĕ. «Теплосеть» те документсемпе /вĕсен тĕсĕсене саккунра палăртнă/ заявлени çитерчĕ. Служба вĕсене экспертиза витĕр кăларса пулăшу ĕçĕн 7 тĕсĕн тарифĕсене çирĕплетрĕ.
Потребительсем иртнĕ çулсенче ăшă энергине «Коммуналлă технологисенчен» илсе тăнă чухне пĕр Гкал энергишĕн 1759,97 тенкĕ тÿленĕ, паян пĕр Гкал ăшăшăн 21,35 тенкĕ сахалрах куçараççĕ /МУП тарифĕ 1738,62 тенкĕпе танлашать/. Ăшша вырăнсене илсе çитерекен материал тарифне те /вăл вĕри шывшăн тÿлемелли хака кĕрет/ малтанхинчен пĕчĕкрех çирĕплетрĕмĕр. Кашни кубла метршăн 44,08 тенкĕ пулнă, халĕ 33,83 тенкĕ.
Паян эпир вĕри шывшăн икĕ компонентлă тарифсемпе — ăшă энергийĕн тарифĕпе, сивĕ шыв /хупă системăра/ тата ăшă энергине вырăнсене илсе çитерекен материал /уçă системăра/ тарифĕсемпе — тÿлетпĕр. Çавна май вĕри шывшăн тÿлев пĕчĕкленет /çакна тĕпчесе фактсемпе çирĕплетнĕ/. Ытти тарифа та малтанхинчен пĕчĕкрех çирĕплетнĕ. Çавăнпа потребителĕн ăшă энергине парса тăракан улшăннă тесе кулянма сăлтав çук, пачах тепĕр майлă — МУП валли тарифсене пĕчĕкрех туса панă пирки коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн укçа сахалрах тÿлĕпĕр. Малалла вулас...