Комментари хушас

2 Юпа, 2018

Арăмпа ĕнен чаплă пулмалла

Пуçласа ял кĕтĕвне кăларма çуркунне вăл ятарласа чăкăт тунă, çавра шурă çăкăр пĕçернĕ. Ĕнене хапхаран кăларма ял çыннисем шăпах ăна, хисеплĕ çынна, шаннă. Выльăха вăл пилеш тураттипе хăваланă. Кĕтÿ çу каçипех лайăх çÿретĕр тенĕ. Сăмахăм Трак тăрăхĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăннă мăн асанне Вера Федорова çинчен. Ĕне ял çыннишĕн яланах çав тери пĕлтерĕшлĕ выльăх шутланнă. Ахальтен-им ăна хĕрарăмпа танлаштарнă. «Арăмран, ĕнерен ăнмасан пурнăç та ăнмасть», — тенĕ.

«Çулла — юман милĕкпе, хĕлле хурăнпа çапăнмалла»

Вера Федоровна колхозра ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче колхоз утарĕнче хуралта та тăнă. Мăнукне вĕлле хурчĕсем пăхма та пулăшнă. Унăн мăнукне паянхи кунчченех пыл Толи теççĕ. Ватă пире, мăнукĕн ачисене, хăй вăхăтĕнче те вĕлле хурчĕсене, çут çанталăка, тăван тăрăха юратма вĕрентнĕ. Ачаран выльăх-чĕрлĕхе епле пăхмаллине хăнăхтарнă. Вăрмана, улăх-çарана сиплĕ курăк, çырла, кăмпа пуçтарма ертсе кайнă. Сысна валли йĕкел те, хĕлле валли çулçă та пуçтарнă, милĕк те хатĕрленĕ. «Çулла юман милĕкпе, хĕлле хурăнпа çапăнмалла. Шăрăхра пĕвере упрамалла. Юманра пĕвере упрамалли япаласем пур», — тетчĕ вăл.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ялта хальхи пек сĕт пуçтарман. Мăн асаннепе яланах уйран уçлаттăмăрччĕ. Килте яланах хăйма, услам çу, шăратнă çу, тăпăрчă, уйран, турăх пулнă. Кăмака хутсан çăка кăшăлпа кăмакана чăкăт лартатчĕ. Килте çемçе сыр та тунă. Çулла вара симĕс сухана тукмакпа тăвар ярса тĕветчĕ, унта тин кăна уçланă уйрана яратчĕ. Шутсăр тутлăччĕ сĕт юр-варĕн апачĕ. Мăн асанне вара пахчари хуртсем пекех ĕçченччĕ. Ларса каннине нихăçан та курман ăна. Пĕррехинче, утă уйăхĕн вĕçĕнче, мăн асанне пĕр курка сăра ĕçнĕ хыççăн пахчана сухан кăларма тухрĕ. Эпир шăллăмпа унпа пĕрлехчĕ. Кĕç пыл сăрин шăршине туйнă вĕлле хурчĕçсем сĕрлесе ватă çине сырăнчĕç… Эпир хăранипе ампар айне хырăмпа шуса кĕтĕмĕр… Кайран мĕн пулнине йĕркипех ас тумастăп, пĕчĕк пулнă. Атте каланă тăрăх, мăн асанне не ун чухне 1250 пыл хурчĕ сăхнă. Этем чĕри çакна тÿсме пултарассине ĕненмелле те мар пек. Атте тукмак пек шыçăннă кукамăшĕн питĕнчи сăнăсене стамескăпа хырни халĕ те куç умĕнчех. Хуп-хура сăнă ларатчĕ! Мăн асаннене ревматизмпа чирлемен пулсан вилетчĕ тенĕ аттене каярах шурă халатлисем. Мăн асанне пĕр эрне спиртпа шурă эрех пĕчĕккĕн ĕçтерсе пурăнтăмăр. Ура çине тăчĕ вăл, ун хыççăн тата темиçе çул та пурăнчĕ. Çирĕп карчăкчĕ, алă-ура сурнине кайран пĕрре те каламастчĕ. Ялта мăн асанне кăна мар, ытти çын та ĕçшĕн çуннă. Колхозра та, фермăра та ĕçленĕ, килте те темĕн тума та ĕлкĕрнĕ. Утмăл киллĕ ялта иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче урам хушшинче тусан вĕçсе тăратчĕ. Ун чухне выльăх-чĕрлĕх нумай усратчĕç. Вăрманкасра ача-пăчапа çамрăк та йышлăччĕ. Ялĕпе 50-60 ĕне пулнă. Кĕтĕве ĕнесемпе пĕрле вăкăрсемпе пăрусене те, сурăхсене те яратчĕç. Хушăран сыснасем те йăраланса тухатчĕç. Ун чухне ялта качака пулман…

Хăйма вырăнне майонез яраççĕ

Унтанпа шыв-шур чылай юхрĕ, çупа кĕр те пĕрре
кăна мар ылмашăнчĕ. Мăн асанне те тахçанах
çук ĕнтĕ пирĕн хушăра. Ял сăн-сăпачĕ те палăр-
маллах улшăнчĕ. Пушанса юлчĕ Вăрманкасăм. Ут-
мăл пÿртрен çирĕм пиллĕкĕшĕнче кăна хĕл каçаççĕ
паян. Эпир ачапча чухне ялта пушă çурт пĕрре-иккĕ
кăна пулнă. Пĕрех вĕсен патĕнчен иртнĕ чухне ши-
клентеретчĕ. «Пушă çуртран хăрамалла мар: пÿртре
йĕрĕх пурăннă чух шикленÿ çуралать. Вăл пÿрте çын
килес мартан хăрать. Унăн тунсăхне çынсем туяççĕ.
Вăл кайсан пÿрт те чалăшать, ишĕлчĕке çаврăнать.
Вара çынсем ăна асăрхами пулаççĕ. Паян вара Вăр-
манкасра кăна мар, Чăваш Енри нумай пĕчĕк ялта
çултан-çул пÿртсем хупăнаççĕ. Вĕсенчен йĕрĕхсем
кайнă. Сăмах май, чăваш мифологийĕнче йĕрĕх —
çемьепе кил-çурт управçи. Хăш-пĕр ял урама кăна
çаврăнать. Калăпăр: Красноармейски районĕнчи Ыт-
мар ялĕ халĕ Арçунакассин Хирти урамĕ. Хăш-хăш
ял вара çĕр питĕнчен пачах çĕтет. Сăмахран, хăй вă-
хăтĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче Хура кĕсре ялĕ пул-
нă… Çĕмĕрле районĕнчи Триер поселокĕнче паян
пĕр çын кăна пурăнать. Кун пек тĕслĕхе чылай илсе
кăтартма пулать.
Ял хушшипе кĕтÿ иртнĕ чухне тусан мăкăрланни-
не тахçанах маннă çынсем. Кунта паян курăк еше-
рет. Пурăнман килсен умĕнче вĕлтĕрен, хыт хура аш-
кăрать. Ялта колхоз саланнăранпа, шкул кÿршĕ яла
куçса кайнăранпа çамрăксен йышĕ те сахалланнă,
ача-пăча сасси те илтĕнмест. Ялсенчи ĕçчен «пыл
хурчĕсем» кирлĕ мар çĕршыва. Вĕсемсĕрех газпа
нефть уçлаççĕ… Вăрманкас кĕтĕвĕнче паян 20 ĕне
кăна. Хĕл каçма вара 16-шне кăна хăварасшăн-мĕн.
Çав шутран Андреевсен çемйи 5 ĕне тытать. Ĕне
усракансем пурте тенĕ пекех сĕте усламçăсене
параççĕ. Пĕр ĕне çемье «хыснине» 4-5 пин тенкĕ ту-
пăш кĕртет. Анчах никам та уйран уçламасть паян.
Уйран çÿпçисем кĕлетсенче шăршăнса лараççĕ. Чă-
кăт та тумаççĕ, çăка кăшăлне паянхи çамрăксем курман та.
Мăн асанне хăй вăхăтĕнче янтăланă апатсем мар халĕ
ял çыннин сĕтелĕ çинче. Шăратнă сар çу вырăнне апата
лавккаран туяннă тутăсăр тип çупа пĕçереççĕ, яшкана хăй-
ма вырăнне майонез яраççĕ. Тăпăрчне, сырне, турăхне, хăш чухне сĕтне те лавккаран
туянаççĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинкесем те паян кил-
те çу тумаççĕ. Вырăнти сĕт-çу заводĕнчен туянаççĕ.
«Тутлă», — теççĕ ăна вĕсем. Тата тепĕр уйрăмлăх та
пур чăваш ялĕсенче. 30-40 çул каялла вĕсенче качака
усракан сайра пулнă. Вăрманкасра, сăмахран, сухал-
лă выльăх пач та çукчĕ. Мăн асанне темшĕн кăмăлла-
мастчĕ «качука», ун пирки «Сталин ĕни» тетчĕ. Ăна
хăй вăхăтĕнче начар пурăнакан çынсем, ĕне тытай-
маннисем кăна, усранă-мĕн. Халĕ вара ялсенче ка-
чака йышлансах пырать. Пурнăç шайĕ начарланнине
пĕлтерет-ши ку? Е халăх тĕрĕс апатланма, сывлăх-
шăн тăрăшма пуçланипе çыхăннă-ши? Качака сĕчĕ
ĕненнинчен сиплĕрех теççĕ-çке…  Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.