Комментари хушас

11 Утă, 2018

Кахалшăн хĕвел те вăхăтра тухмасть

Мана тăван халăхăн кун-çулĕ пăшăрхантарать. Ялта ĕç патне туртăнакан çын сахаллансах пырать.
Сăмахран, ялта пурăнаканăн мĕншĕн çĕр улми те пулин лартса çитĕнтермелле мар? Ашшĕ-амăшĕ ачисене те ĕçлеттермест. Ĕне выльăх тытакан çулсерен сахалланать. Ара, выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрлемелле, тислĕк тасатмалла. Тырă та кирлĕ. Мĕн чухлĕ ĕç пурнăçламалла! Çулла пушшех те. Çав вăхăтрах выльăхсăрах лайăх пурăнма пулать: ял халăхĕ халĕ сахал ĕçлеме, нумайрах çывăрма вĕренсе çитрĕ. Ачасене ĕçе хăнăхтарманшăн эпир, аслисемех, айăплă. «Хамăр нушаланни те çитет, ачасем лайăхрах, канлĕрех пурăнччăр», — тетпĕр час-часах. Çакă, паллах, ырра вĕрентмест. Мăшăрсем час-часах уйрăлни те çак сăлтавпах çыхăннă пулĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. Çемьене вара ĕç тытса тăрать: ашшĕ-амăшĕ хастар пулсан ачисем те маттур ÿсеççĕ.
Халĕ вăй питти арçынсем ĕçлесе илес тĕллевпе ют тăрăхсене çÿреççĕ. Çакă, ман шутпа, вăхăтлăх пулăм шутланать. Пĕлĕшĕм те хăй вăхăтĕнче Мускавран пысăк укçапа килетчĕ. Халĕ ĕçлеме пăрахрĕ те ачисем те, мăнукĕсем те хисеплемеççĕ ăна. Çын вырăнне хумаççĕ. Укçа илсе килнĕ чухне вăл çемйишĕн питĕ кирлĕ пулнă.
Кавказра пулнă май пĕр хĕрарăм çынна утти тăрăхах хаклама пултарнине каланăччĕ. Чăн та, халĕ хам 70 çула çывхарнă май унăн сăмахĕсене аса илетĕп. Ĕç çыннин уттине те, кахалăнне те уйăратăп. Е тата хĕрарăм хитре, çинçе кĕлеткеллĕ пулмалла теççĕ. Япăх çын ялта ĕçлеме пултарать-и вара? Ун пек хĕрарăм \çĕр те чаваймасть, юр та хыраймасть. Тăрăшса вăй хуракана паха апат-çимĕç кирлĕ. Типĕ тытаканăн вара вăй-хăвачĕ çук. Кирлĕ-кирлĕ мар сĕнÿ-канаш хыççăн кайса хамăрăн ĕçченлĕхе, сăпайлăха çухатса пыни куç кĕретех.
Алексей ПАВЛОВ.
Шупашкар районĕ, Чăрăшкасси ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.