Комментари хушас

30 Çĕртме, 2018

Венчет çĕррине те туяннăччĕ

Сирĕн кăларăма çыру çырма ăнсăртран шухăшламарăм. Чунри ырату тахçанах канăç памасть. Юлташ хĕр вăрттăнлăхне ялан мана каласа кăтартать. Темиçе çул ĕнтĕ çапла. Унăн телейсĕр юратăвĕшĕн хам та кулянма тытăнтăм. Ытла нумай куççуль тăкать-çке вăл! Мĕншĕн алла ручка тытрăм-ха? Çамрăксем вуласа пурнăçра улталанасран, йăнăш тăвасран сыхланччăр.
Карина шкулта чи лайăх вĕренекенсенчен пĕриччĕ. 9-10-мĕш классенче пурте ун пирки ылтăн медальпе шкул вĕренсе тухать тесе пăшăлтататчĕç. Паллах! Амăшĕ те, ашшĕ те, аппăшĕпе пиччĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ çынсем. Килте ăна çирĕп тытатчĕç. Иккĕленÿллĕ çамрăксемпе калаçтарман, урама уçăлма тухсан та палăртнă вăхăтра таврăнмалла. Каччă çинчен сăмах та пулман. Анчах хĕр чĕринче асамлă туйăм çуралсан çирĕп воспитанин вăйĕ пур-ши? Калама та хĕн.
10-мĕш класра пирĕн шкула çамрăк учитель килчĕ. Çÿллех мар кĕлеткеллĕскер, кăн-кăвак куçлă, çутă çÿçлĕ. Карина ăна юратрĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен аякра пурăнманнипе час-часах тĕл пулма тытăнчĕç.
Пĕррехинче юлташăм манран укçа ыйтрĕ. Хăюсăрскер мана куçран пăхаймарĕ. Чун темĕн аван маррине туйрĕ. Чăнах та, вăл йывăр çын иккен. Вĕсем савнийĕпе çак утăма тума шухăшланă пулсан эпĕ памасан та Карина укçа тупса чунра тĕвĕленнĕ пепкинчен хăтăлатчех. Çавăнпа укçа кăларса тыттартăм.
Тĕнчене килме хатĕрленнĕ чунран хăтăлсан та Сашăпа Карина тĕл пулма пăрахмарĕç. Сăмахпа çырса кăтартма пултараймастăп, хĕр истори вĕрентекенне епле юратнине курасчĕ сирĕн. Унăн сăнĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр çепĕçлĕхчĕ, таса туйăмччĕ, савнине шанса ĕненниччĕ. Юлташăм çине пăхсан пирĕнтен кашниех унăн туймĕсемпе çуталнă пек туйăнатчĕ мана.
Вăхăт иртсен, ун чухне 11-мĕш класс вĕренсе пĕтереттĕмĕр, Карина каллех йывăр çын пулнине манран пытармарĕ. Анчах амăшĕ пĕлсе хырăм пăрахтарасран хăраса шалпар тумтирпе çÿрерĕ. Пĕррехинче çывăх çынни вăл кĕпе улăштарса тăхăннă чухне хĕрĕ ача кĕтнине ăнланнă. Пулас мăнукĕнчен хăтăлма кая юлнă…
Мăшăрлану çуртне каймалли куна та палăртнăччĕ Каринăпа Саша. Венчет çĕррине те хăех туяннăччĕ. Çак куна вĕсем чĕри айĕнчи тĕпренчĕкĕпе епле савăнăçпа кĕтрĕç. ЗАГСа эпир унпа пулас мăшăрĕнчен, ачан пулас ашшĕнчен маларах çитрĕмĕр. Палăртнă вăхăт çывхарчĕ. Анчах Саша килмерĕ. 5 минутран та, 10, 15, 30… минут иртсен те…
Каринăн юратнă тĕпренчĕкĕ амăшĕн сăнне касса кăларса илнĕ пекех. Анчах пĕчĕкскерĕн ашшĕ çук. Çапах та, эпĕ илтнĕ тăрăх, ашшĕ енчен пĕртăван шăллĕ-йăмăкĕ виççĕ.
ДАША.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.