Уя тухрăм — чун савăнчĕ
Аслă ÿсĕмрисен, пурнăç тути-масине хăйĕнчен ытларах тутанса курнисен, сăмахĕ тĕрĕс пулнипе Шупашкар районĕнчи Малтикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пыракан Алексей Окликов йăлтах килĕшет. Çакна ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетме пултарать.
Фермер пулнишĕн ÿкĕнмест
— Пирĕн, çамрăксен, ĕмĕтри шухăша пуçран тухса ÿкиччен хăвăртрах пурнăçа кĕртес килет. Юмахри пек хăтлă ферма çуртне кăçалах хута ярасшăн эпир. Пушмак-туфлипе шăкăлт-шăкăлт утма йĕри-тавралла асфальт пултăр. Ĕнесем нумай сĕт паччăр, апачĕ умĕнчен ан татăлтăр. Анчах шухăшра пурри пуш ĕмĕт çеç ан пултăр тесен мĕн тери вăй хумаллине ĕçлесе курман çын ăнланмастех, — Алексей Геннадьевичăн кашни сăмахĕнче йывăрлăхпа сахал мар тĕл пулни палăрать. — Тавах аттепе аннене. Вĕсем, Геннадий Гавриловичпа Зинаида Андреевна, тивĕçлĕ канăва тухичченех иккĕшĕ те ял хуçалăх производствине çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Атте колхозра газовик, шофер, машинăпа ĕне сăвакан оператор, анне ферма заведующийĕ пулнă. Выльăх йышлă усранă эпир. Çавăнпа Андрей пичче, эпĕ тата Татьяна йăмăк мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне, тăван тавралăха юратса çитĕнтĕмĕр. Фермер пулнишĕн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Темле тăрăшсан та палăртни йăпăр-япăр пурнăçланмасса, вăл атте-анне каланă пекех пулса тухасса халĕ çирĕп ĕненетĕп. Укçа-тенке алăра хытă тытмасăр, пуçтарса пымасăр пысăк япала туянаймăн, çитĕнÿ патне пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăнтăлмасăр тĕллеве пурнăçлаймăн.
«Анне иккĕленчĕ, атте ĕнентерчĕ»
Геннадий Гаврилович тĕпкĕчре юлмалли ывăлне шкул çулĕсенчех техникăпа çывăх паллаштарни хăйĕн çимĕçне кÿнех — Алексей вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине инженер-механике вĕренме кĕнĕ. 2007 çулта диплом илнĕ. Производство практикине ялан тăван хуçалăхра ирттернĕрен çамрăк специалистăн унта таврăнас шухăш пулнă-ха та, анчах йывăрлăха тÿсейменрен вăл саланса кайнă. Мĕн тумалла? Ĕçсĕр лариччен кĕрĕк аркине йăваланипех кĕсьене укçа кĕмест çав. Каччă Шупашкарти пĕр предприятие хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçнă. Вăл кунта опыт пухнă, пурнăç çине тарăнрах пăхма вĕреннĕ.
2006 çулта «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци прог¬рам¬ми старта тухнă. Патшалăх хресчен-фермер хуçалăхĕсен енне те пиччĕн çаврăнса пăхнă.
— Академире пĕрле вĕреннĕ юлташсем мана КФХ уçма сĕнчĕç. Аттепе анне тивĕçлĕ канура пулнине тата хăйсем тĕллĕнех пурăннине шута илсе яла таврăнас шухăш çирĕпленме тытăнчĕ, — терĕ Алексей Геннадьевич. — Çывăх çынсене çакăн çинчен пĕлтертĕм. Пиччепе йăмăк хулара пурăннăран эпĕ те Шупашкарта тĕпленесси çинчен шухăшласа-ши манран фермер пуласса анне иккĕленчĕ, анчах атте тăрăшулăха пĕчĕклех асăрханăран эпĕ çирĕп шухăш тытнине аннене каласа ĕнентерчĕ.
Мотоблокран техника паркĕ йĕркеленĕ
Çапла майпа Шупашкар районĕнчи Малтикасра çĕнĕ ХФХ чăмăртаннă. Малтанлăха çур гектар çĕр тата пĕр мотоблок кăна пулнă. Ача чухнех 3 ĕне таран усранине, сĕт тупăш панине аса илнĕ çамрăк фермер. Вара выльăх йышне хушăнтарма тытăннă. Кĕçех — 5, унтан —7, халĕ 21 пуçа çитнĕ. Вуннăшне сăваççĕ. Витене çулсерен аслăлатаççĕ, малалла тăсаççĕ. Продукцирен кĕнĕ нухратпа аталанса, вăй илсе пынă. 2015 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа гранта тивĕçнĕ, МТЗ-82 тракторлă пулнă. Мотоблокран йĕркеленĕ техника паркĕнче Нива-5 комбайн та вырăн тупнă.
Фермера ял çыннисем хăйсен пай çĕрĕсене сĕнме тытăннă. «Тархасшăн усă курăр, лаптăкра анра çарăк, пиçен, мăян, ытти çум курăк чашкăрса ларнине курас килмест», — тенĕ ăна. Тара илнĕшĕн е утăпа, е тырăпа татăлать. Алексей Окликов паян 26 гектар çĕрпе усă курать. Çуррине урпапа тулă йышăнаççĕ, 0,7 гектар çĕр улми лартнă, ыттинче — пахча çимĕç культурисем тата нумай çул ÿсекен курăк.
— Техникăпа ытларах хам ĕçлетĕп. Атте те нумай пулăшать, руль умне час-часах ларать. Сывлăхĕ пур-ха, кăштăртатать, — çывăх çынни халĕ те ĕçлеме ÿркенменнине палăртрĕ Алексей Геннадьевич. — Шел те, комбайн питĕ кивĕ. Темĕн чухлĕ юсасан та ванса-çĕмĕрĕлсе тертлентерет. Хир карапĕ ялта тепĕр çыннăн пур. Анчах вăл унăн та темиçе çул каялла туса кăларнăскер. Пĕр çулхине мана вырмара пулăшнăччĕ. Апла пулин те никама та шанмалли çук. Пĕлтĕрхи пек йĕпе-сапаллă çул пулас тăк айккинчен пулăшу килессе кĕтсен тырра çĕртсе яма пулать. Çавăнпа комбайна хĕрÿ ĕççи пуçланиччен шанчăклă юсатăп. Тĕрĕссипе, 13 гектар вăл пĕр кун вырма та çитмест. Тырра сутмастăп, ял халăхĕн кăмăлне тивĕçтернисĕр пуçне — тĕрĕссипе, тырă çеç мар, чăх-чĕпе чакаланма улăм та кирлĕ. Тата вăл хĕлле çара çĕрте урине тăм илтерме пултарать — ыттине пĕтĕмпех выльăх витĕр кăларатăп. Сĕт вырнаçтарасси пирки ыйту çук. Ăна ыттисем пекех яла килекен пĕр усламçа парса яратăп.
— Мăшăру ерçет-и пулăшма?
— Людмила Ивановна — ял хĕрĕ, Етĕрне тăрăхĕнчен. Нимĕнле ĕçрен те ÿркенмест. Халĕ пĕчĕккипе декретра. Икĕ ача пирĕн. Ксюша виççĕре, Даниил çулталăк çурăра. Анне килте мăнукĕсемпе юлсан арăм хаваспах пулăшать. Петр Петров рабочи тара кĕрĕшет тата. Хуçалăх пысăк мар пулин те ĕçсене пĕччен-иккĕн тума май çук.
— Пĕччен хулă хуçăлать, ушкăнлине аваймăн та теççĕ.
— Килĕшетĕп, ват çынсем питĕ тĕрĕс каланă.
— Мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнатăн? Вăхăт çитсен «Çемье ферми» программăна хутшăнас кăмăл пур-и? Тыр-пул епле çитĕнет?
— Унччен вăхăт нумай-ха, шухăшламалăх пур. Патшалăха çеç шаннипе нимĕн те пулмасть, хамăрах шанмалла пирĕн. Тăвалла пулсан та малаллах талпăнмалла. Ĕне ăратне лайăхлатас, çавна май продуктивлăхне ÿстерес килет. Тыр-пула илсен, минерал удобренийĕ хывса вăхăтра акнăран аван ÿсет. Яла пырса кĕнĕ çĕрте, кĕпер урлă каçиччен сылтăм енче, ем-ешĕлех ларать вăл. «Уя тухрăм — чун савăнчĕ» тесе юрлас килет.
Валентин ГРИГОРЬЕВ