«Тантăшран» ытла юратнă хаçат çук
Чи малтанах аннене Прасковья Лебедевăна тав тăвас килет. Вăл Муркаш районĕнчи Москакасси ача садĕнче воспитательницăра ĕçлет. Шăпăрлансене çулленех «Тетте» журналпа савăнтарать. Мана шкулта вĕреннĕ çулсенче ача-пăча хаçатне çырăнса паратчĕ. Çиччĕмĕш класра чухне «Тантăш» ирттернĕ лотерейăпа велосипед выляса илтĕм. Çавăнтанпа çак хаçатран ытла нихăшне те юратса вулаймастăп.
Ун чухне эпĕ те Лебедева хушаматлăччĕ. Пĕрремĕш страницăра ман çинчен пысăк сăн ÿкерчĕкпе корреспонденци пичетленсе тухнăччĕ. Çунатăм пулнă тăк савăннипе тÿпене çити вĕçсе хăпарăттăмччĕ. Почтальонка хаçат илсе килессе кĕтеттĕм. Кашни номерне вĕçне çити вуласа тухнă хыççăн типтерлĕн пуçтарса шнурокпа çĕлесе пыраттăм. Калав нумай тухатчĕ. Кашнинпех тимлĕ паллашнă эпĕ. Вĕсем чăваш чĕлхипе сочинени çырма питĕ хавхалантаратчĕç. Предложенисем илемлĕ пулса тухнăран вĕрентекен те тĕлĕнетчĕ. «Тантăш» лайăх вĕренме пулăшнине палăртас килет.
Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Юрист профессине те алла илтĕм. Паянхи кун виçĕ аслă пĕлÿ манăн. Апла пулин те шкулта е ытти çĕрте мар, садикре вăй хуратăп. Юнкăри ача сачĕн заведующийĕ эпĕ. Çакă анне ĕмĕрĕпех пĕчĕккисемпе ĕçленĕрен тата унран та ытла пĕрремĕш воспитательницăна Галина Алексеевна Трихалкинăна хытă юратнăран та килнипе çыхăннă пулĕ. Халĕ шăпăрлансене «Тетте» журнал çырăнса паратăп. Икĕ чĕлхене — тăван чăваш чĕлхине тата çĕршывра пурне те пĕрлештерекен аслă вырăс чĕлхине — лайăх пĕлччĕр. «Теттен» пуçтарса пынă вунă е ытларах çул каяллахи номерĕсенче хитре ÿкерчĕк нумай. Вĕсемпе садик стенисене капăрлатма усă куратпăр.
Ача-пăча хаçачĕпе журналне тăтăш вуласа ăс-тăн тата лайăх воспитани илни мана студент çулĕсенче те нумай пулăшрĕ. Çине тăрсан, тăрăшсан ĕмĕт пурнăçланать теççĕ. Эпĕ çамрăк специалист шучĕпе Муркаш районĕн администрацийĕн тата ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕсене илме пултартăм. Хĕр ача чухне — велосипедлă, халĕ автомобильлĕ пултăм. Икĕ ача пирĕн. Игнат пиллĕкре, Юля виççĕре. Иккĕшĕ те «Теттепе» питĕ кăсăкланаççĕ. Шкула çÿреме пуçласан «Тантăш» çырăнса паратăпах.
Тавах сире, «Тантăш» хаçатпа «Тетте» тата «Самант» журналсене интереслĕ кăларса тăнăшăн!
Елена ШУРНЕЕВА.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
сăн ÿкерчĕкĕ.