Комментари хушас

14 Çу, 2018

Çĕнтерÿ çулĕпе Беларуçа çитнĕ, е 102-ри ветеран ташша чĕнни çинчен

Фронта хăйсен ирĕкĕпе кайнă хĕрарăмсен 101-мĕш сывлăш сыхлав, хыпарлав, çыхăну батальонĕ тата вĕсен ячĕпе Шупашкарти 37-мĕш шкулта Çар Мухтавĕн музейне уçни çинчен иртнĕ номерте çырнăччĕ. Çак йышри Вера Грачева Аслă Çĕнтерĕве Брестра кĕтсе илнĕ. Нумаях пулмасть республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçин çумĕ Лариса Егорова Беларуçран таврăнчĕ. Унта пурăнакансем паттăр хĕрарăмсене тав сăмахĕпе пĕрле салам каласа янă.

Лариса Ивановна тăванлăх вил тăприйĕ патĕнче пуç тайнă, çак вырăна пăхса-тирпейлесе тăнине хăйĕн куçĕпе курнă. Патриотизм урокĕнче ăна та сăмах панă. Ас тăвăм вахтисен ĕçĕпе паллашма май пулнă унăн. Çакнашкал çул çÿрев ăрусен, нацисен çыхăнăвне çирĕплетме тата историе асра тытма пулăшнине çирĕплетет хĕрарăм. Беларуçран нумай сăн ÿкерчĕк илсе килнĕ вăл. Халĕ вĕсене 37-мĕш шкул ачисемпе пĕрле пĕр альбома пуçтарасшăн. Ку экспонат шкул музейне пуянлатĕ.
Лариса Егоровăна Беларуçри Салтак амăшĕсен общество организацийĕн ертÿçи Галина Чигранова кĕтсе илнĕ, вырăнти лару- тăрупа паллаштарнă. Чăваш Республикинчен пынă хăнана тĕл пулусем йĕркелеме пулăшнă вăл. Вăрçă тата ĕç ветеранĕсен интернатĕнче, тĕслĕхрен, нумай орден-медальлĕ 102-ри арçын ташша чĕннине каласа кăтартать Лариса Ивановна. Унпа кăна мар, ыттисемпе те вальс кĕввипе çаврăннă хĕрарăм. Çакăнта тĕпленнисем чăваш салтакĕсене ятран аса илнĕ.
Çул çÿревре Лариса Ивановна Тель-Авивăра пурăнакан 70-ти арçынпа паллашнă. Вăл та вăрçăра юн юхтарнă тăванĕсене пуç таймашкăн ятарласах Беларуçе килнĕ. Çакна хăйĕн тивĕçĕ вырăнне йышăннине пытарман хăна.
Лариса Ивановнăн сăн ÿкерчĕкĕсенче çапăçу вырăнĕсем сăнланнă. Акă çĕр айĕнчи чиркÿ ишĕлнĕ. Çак вырăна чулпа хупланă, шала никама та кĕртмеççĕ. Оршăри шкул картишĕнче самолет пайĕсене вырнаçтарнă. Ку палăк шăпах çакăнта хĕрÿ çапăçу пынине аса илтерет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.