Комментари хушас

6 Нарăс, 2018

Ют хисеплетĕр тесен пĕр-пĕрне хисеплес пулать

«Хыпар» хаçат редакторĕ А.Г.Гаврилова çуралнăранпа 140 çул çитнĕ май

Агафья Гавриловна Гаврилова /Укахйе, Укахви, Ахахпи — хаçатри хайлавĕсен айне çапла алă пуснă/ 1878 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче /кивĕ календарьпе — кăрлачăн 26-мĕшĕнче/ Шупашкар уесĕнчи /хальхи Çĕрпÿ районĕнчи/ Энĕш Кăршка ялĕнче çуралнă;. Чăваш наци ирĕклĕхĕн хастар кĕрешÿçи, талантлă педагог, публицист, журналист. Шĕнерпуçĕнчи /Сĕнтĕрвăрри районĕнчи/ шкултан, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи хĕрачасен ушкăнĕнчен вĕренсе тухнă. Тутарстанри Кăнна Кушкинче, Тури Чаткасри хĕрачасен пуçламăш шкулĕнче, Тÿмерлере 14 çул ĕçленĕ. Л.Н.Толстой шухăшĕсене сарнăшăн, ял çыннисене юридици ыйтăвĕсемпе хутсем çырса панăшăн вĕрентÿ ĕçĕнчен пăрнă. Ĕç шыраса тĕрлĕ çĕре çитнĕ — вырнаçайман. Хусан сыватмăшĕнче çеç шут ĕçне илнĕ.

1917 çулхи нарăсри пăлхавăрта вăл /буржуази революцийĕ/ Питĕр хули пекех кĕрлесе тăнă. А.Гаврилова, эсерсен партийĕнче тăнăскер, влаçа Учредительнăй Пуху аллине парассишĕн, чăваш халăхне ирĕклĕхе кăларассишĕн хăюллăн кĕрешнĕ, «Хыпарта» материалсем пичетленĕ.

1917 çулхи çу уйăхĕнче, хаçат иккĕмĕш хут тухма тытăнсан, ăна редакцие ĕçе илнĕ. Çĕртме уйăхĕнче чăваш эсерĕсен ертÿлĕхне суйланă.

А.Гаврилова 1918 çулхи çĕртмере Чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Çурла- авăн уйăхĕсенче — «Хыпар» хаçат тĕременĕ /редакторĕ/. Большевиксем йĕркеленĕ рабочи- хресчен çарĕ авăн уйăхĕнче шурă чехсене Хусантан хăваласа кăларсан Агафья Гавриловăна, унăн яшлăхри савнине Тимахви Николаев- Хурине, ытти «контрреволюционера» большевиксен чрезвычайлă комиссийĕ пĕр шелсĕр персе пăрахнă. Укахйепе Хурин таса ятне çĕнĕ саманари «Хыпар» ыйтнипе 2006 çулта тавăрчĕç.

Çĕр çул каялла Хусан тĕрминче Гавриил Алюнов революционер А.Гаврилова пурнăçĕ сарăмсăр вĕçленнине пĕлсен кăшкăрса янă: «Эх, чăваш халăхĕн ылтăн хĕвелне персе вĕлерчĕç! Ирсĕрсем таса хĕрарăма та чăтаймарĕç! Мĕнле сăн-питпе тухĕç-ши халăх куçĕ умне?»

Нумай çул каялла чăваш кĕнеке палатинче Иоаким Степанович Максимов-Кошкинскипе калаçни аса килет. Эпĕ, «Тĕрлемес таврашĕнче» драма сыпăкĕсене «Чăваш литератури» вĕренÿ кĕнекине кĕртес шухăшпа пурăннăскер, ăна çавнашкал ыйту патăм: «Сирĕн 1918 çулхи хушусенче, çав-çав чăваш тăшманĕсене, вăл шутра «çÿллĕ мар, ырхан, шĕвĕр сăмсаллă, катăк шăллă, хăйăлти саслă» Агафья Гавриловăна, Чăваш пайне тытса памалла тенĕ çĕрте, Мĕтри Юман революционер ячĕ çук. Мĕншĕн?»

Г.Алюнов патне тĕрмене кĕрсе калаçни, вăл «комиссародержавие» хытă тиркени, ытти çинчен каласа пачĕ. «Ăна пулăшас, хăтарас тенĕччĕ, итлемерĕ, каялла чакмарĕ», — терĕ. «Эппин, эсир ăна персе пăрахнă?» — татах ыйтрăм. «Çук. Вăл шунтăри чÿречерен сиксе вилнĕ», — хуравларĕ драматург.

А. Изоркин историкçĕ Укахвипе Хури вилĕмĕшĕн Максимов-Кошкинские айăплама пăхрĕ. Ку чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Иоаким Степанович çапла каларĕ: «Пĕр чăваша персе вĕлер, тепĕрне… Вара манăн кампа ĕçлемеллеччĕ? Вĕсен пурнăçне 5-мĕш Çар политпайĕнчи чăвашсем мар, кĕпĕрнен чрезвычайлă комиссийĕн «лацисĕсемпе бабкевичĕсем» татнă». <...>

А.Гаврилова хăравçă та айван учительсенчен нумай енĕпе, уйрăммăн илсен ăслă сăмахĕпе, чиперĕпе, тасалăхĕпе уйрăлса тăнă. <...> Ăслăлăх анинче ĕçлеме май килнĕ пулсан вăл Н.Ашмаринпа Н.Никольский ĕçĕсене тăсакан пулатчĕ.

<...> «Хыпар» хаçатăн 1917 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 52-мĕш номерĕнче Укахйе çырнă «Чăваш çулĕ» хăтавне вуласа пăхма сĕнетĕп. Кăткăсен туслăхне мухтаса вăл çапла калать: «Пĕр-пĕрне юратса, пулăшса пурăнни анчах этем пурнăçне малалла ярать. Пĕр çын тăвайманнине çĕр çын тăвать, çĕр çын тăвайманнине пин çын тăвать, пин чăваш тума пултарайманнине пĕтĕм чăваш халăхĕ /пĕр мĕльюн та икĕ çĕр пин çын/ тума пултарать. Савнă ырă тăвансем, çав кăткăсене курса пĕрле пурăнма вĕренер! Пирĕн хушăра кам та пулин начартарах пулсан ăна начар тесе таптар мар, аллинчен çавăтса хамăрпа пĕрле ертсе пырар. Ют хисеплетĕр тесен пĕр-пĕрне хисеплес пулать». <...>

А.Гаврилова 1918 çулта Хусанта чăваш хресченĕсен Аслă Пухăвĕнче чăваш арăмĕн шăпи çинчен вирлĕ доклад тунă, хĕрарăма арçынпа тан хисеплеме чĕнсе каланă. «Хĕрарăма эшафот çине хăпартаççĕ пулсан унăн трибуна умне тухма та право пур!» — тенĕ чăваш «Жанна д' Аркĕ».

Акă чăвашсене те нумай пĕтернĕ Граждан /Элтешлĕх/ вăрçи пуçланнă. Тăван халăха пĕтĕм чун-чĕререн юратса пурăнакан Укахйе хăйне революци тăшманĕ тесе шутламан, шурă гвардипе, Комуч çарĕпе пĕрле Ĕпхÿ урлă Çĕпĕре тарса кайма килĕшмен. Хусанта чекистсен аллине лекет…

Хăйне персе пăрахиччен Çар трибуналĕн комендантне çырса панă юлашки евитре Укахви кăмăлĕ лайăх курăнать: «Эпĕ пурнăçран кайнă хыççăн манăн перекет кассинче упранакан 2039 тенке Хусанта вĕренекен чухăн чăваш хĕрачисене валеçсе пама ыйтатăп». Агафья пек хăюллă, ăслă та паттăр хĕрарăм халĕ Чăвашра пуррине пĕлместĕп.

А.Гаврилова пĕр уйăхра виççĕмĕш хут çуралнă «Хыпарăн» виçĕ номерне çеç кăларма ĕлкĕрнĕ. Унта мĕнле материалсем пичетленине Алексей Леонтьев тĕпчевçĕ «Хыпар: минувшее и настоящее» кĕнекере тĕплĕн хакларĕ. Унччен Евгений Михайлов археолог Чăваш наци музейĕнче тусан айĕнчен А.Гаврилова сăн ÿкерчĕкне туртса кăларсан хытă хĕпĕртерĕм. Килĕшÿллĕ, хитре сăн-питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, катăк шăллă мар. Чăваш артисткисемпе пĕрле Георгий Тал-Мăрса театрĕн сцени çинче вылянă Укахйе портречĕ Çĕрпÿ районĕн культура керменĕнче, Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕнче, «Хыпар» хаçат тĕременлĕхĕнче ĕмĕр-ĕмĕр çакăнса тăма тивĕç. Тулли верси...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.