Комментари хушас

5 Раштав, 2013

Чăваш Ен - çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Чÿк уйăхĕн юлашки кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп çар округĕн йĕркелÿпе мобилизаци управленийĕн штабĕн ертÿçипе Александр Линьков генерал-майорпа тĕл пулнă. Ун хыççăн РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Çар управленийĕн органĕсен çар учетне çÿллĕ шайра йĕркелес тĕллевпе ирттернĕ смотр-конкурсра мала тухнăшăн Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин вымпелне панă çĕре хутшăннă.

Асăннă тупăшăва ирттерме Раççей Правительствин Постановленийĕпе 2006 çулта йышăннă. РФ Оборона министерствин конкурс комиссийĕ 2013 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем саппасри çар çыннисене мĕнле шута илнине, вĕсемпе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе федераци субъекчĕсен хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Çак çитĕнÿ республика правительствин, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, администраци пуçлăхĕсен, çар комиссариачĕн пайĕсен кулленхи тăрăшуллă пĕрлехи ĕçĕпе пулнă», - тенĕ А.Линьков генерал-майор. Вăл Чăваш Ен ертÿлĕхĕ çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине, «Орленок», «Зарница» çар вăййисем тăтăш ирттернине палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Канаш район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова РФ Оборона министерстви ячĕпе алла çыхмалли сехетпе чысланă. Смотр-конкурса пирĕн республикăри пур ял-хула тăрăхĕсемпе округĕсем хастар хутшăннă.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Ставрополь крайĕпе Тамбов облаçĕ.

Ю.ПЕТРОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.