Комментари хушас

1 Кăрлач, 2018

Паянтан пăши тытма чарнă

Республикăра чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче чĕрнеллĕ чĕр чунсене тытмалли тапхăр пуçланнине "Хыпар" хаçат иртнĕ уйăхра пĕлтернĕччĕ-ха.

Аса илтерер: республика Пуçлăхĕн ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн 20 пăшие тытма ирĕк панăччĕ. Унчченхи сунар тапхăрĕнче пĕтĕмпе те 14 пăши çеç тытма юранăччĕ. Çакă республикăра миçе пуç пăши пулнинчен те килет. 2016 çулхи хĕлле ку чĕр чуна 1035 шута илнĕ, 2017 çулхинче - 1238. Анчах паянтан пăши тытма юрамасть, мĕншĕн тесен ирĕк панă вăхăт ĕнер, раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленнĕ. 

 

Теги: 
Автор: