Комментари хушас

30 Юпа, 2017

Сăввисем чăвашла та янăраççĕ

Кабарда-Балкар Республикин халăх поэчĕ, Ленин, СССР, РСФСР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Кайсын Кулиев 1917 — 1985 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Орел çывăхĕнчи çапăçусенче хытах суранланнă. 1942 çулта Шупашкарти госпитальте сипленме лекнĕ унăн. Çав вăхăтра сăвă, калав, очерк нумай çырнă, чăваш сăвăçисемпе, çыравçисемпе Аркадий Ĕçхĕлпе, Çемен Элкерпе, Стихван Шавлипе, Александр Кăлканпа... паллашнă вăл. Петĕр Хусканкайпа туслă пулнă.

«Кайсын Кулиев хăйĕн поэзийĕнче тăван халăх ячĕпе калаçать, çапах вăл — пĕтĕм тĕнче поэчĕ. Унăн сăввисенче çакă тĕлĕнтерет», — тенĕ вырăс поэчĕ Арсений Тарковский. Кабарда-Балкар ывăлĕ тĕрлĕ халăх хушшинче çăмăллăнах юлташ тупнă. Унăн сăввисене 150 чĕлхене, çав йышра чăвашла та, куçарнă.

Çак эрнере Наци библиотекине Кайсын Кулиев çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тумашкăн пуçтарăнтăмăр. Асăну каçне Тутарстанран, Кабарда- Балкар тăрăхĕнчен сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Унччен малтан вĕсем Шупашкарти Кайсын Кулиевăн Асăну хăми патне чечексем хучĕç.

ЧР культура министрĕ Константин Яковлев сахал йышлă халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннăран вăйлă пулнине, республикăра Кайсын Кулиева хисепленине, унăн пултарулăхĕпе кăсăкланнине каларĕ.

РФ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Тутарстан халăх поэчĕ Ренат Харис Кайсын Шуваевич Хусанта хăналаннине аса илчĕ. Иккĕшĕ Мускавра та тĕл пулнă. «Эпĕ тутарла, вăл балкарла калаçнă чухне те пĕр-пĕрне çăмăллăнах ăнланаттăмăр», — тет Ренат Магсумович. Пĕрре паллă поэта Тутарстанра юлма ыйтнă вĕсем. Анчах Кайсын Кулиев çеçен хирсĕр, тусăр пурăнма пултарайманни тавра сăмах пуçарса хирĕçленĕ.

Кабарда-Балкар халăхĕн мухтавлă ывăлĕ юлашки çулсенче хăйĕн çуралнă тăрăхĕнче — Чегемра — пурăннă. Ăна, хăй ыйтнă пекех, тăван кил садĕнче пытарнă. 30 çул каялла унта Кайсын Кулиевăн мемориал çурчĕ-музейĕ уçăлнă. Унăн ĕçне пиччĕшĕн хĕрĕ Фатима Аубекировна йĕркелесе пырать. Вăл мемориал çурчĕн-музейĕн сайтне çĕнетсех, пуянлатсах пыни çинче чарăнса тăчĕ. Апла тăк кирек камăн та унăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашма май пур. «Манăн атте шăллĕ унран маларах уйрăлса кайнишĕн питĕ кулянчĕ. Çав вăхăтрах ăна пытарма мĕн чухлĕ çын килнине курсан: «Кайсын пурăнать!» — терĕ. Хăна Кайсын Шуваевичăн Америкăри, Турцири, Кабарда-Балкарти ачисенчен салам илсе килнĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи Кайсын Кулиевпа тĕл пулнине аса илчĕç. Виталий Станьял ăсчах чăвашпа балкар чĕлхисенчи пĕрешкел сăмахсене тишкернĕ. Çакăн пирки Кабарда-Балкар хаçатне статья çырнă.

Уява йĕркеленĕ Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай кăçал Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче икĕ юлташа — Петĕр Хусанкая тата Кайсын Кулиева — асăнса чечексем хунине каларĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.