Комментари хушас

8 Авăн, 2017

Пĕвене тасатасшăн та...

Ялти пĕвене тасатма камран ирĕк илмелле-ши? Тата мĕнле документсем хатĕрлемелле?

Ю.ТИМОФЕЕВ.

Тăвай районĕ.

Раççей Федерацийĕн Шыв кодексĕпе килĕшÿллĕн шыв объекчĕсем федераци харпăрлăхĕ шутланаççĕ. Пĕвесемпе шыв тулнă карьерсем Чăваш Республикин, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, уйрăм çын е юридици сăпачĕн харпăрлăхĕнче тăма пултараççĕ. Федерацин шыв объекчĕ шутланакан пĕвене тасатас тĕллевлĕ çыннăн унпа усă курма ирĕк ыйтса Чăваш Республикин Çут çанталăк ре-сурсĕсен тата экологи министерствине заявлени çырмалла.

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче каланă тăрăх — ыйту хучĕпе пĕрле тата çак документсене памалла:

— шыв объектне хÿтĕлес тĕллевпе тума палăртнă ĕç-хĕл тата çав ĕçсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕ виçине, ăна ăçтан тупнине пĕлтерни тата пĕвепе унăн таврашĕнчи территорие сăнаса тă-рассине йĕркелемелли программа;

— пĕвери шыв пахалăхне тĕрĕслемелли аппаратура пурри çинчен пĕлтерни;

— шыв объекчĕн, ун таврашĕнче пурнăçлама палăртнă ĕç-хĕлĕн графика ÿкерчĕкĕ, унта мĕн ÿкерни çинчен ăнлантарса çырни.

ЧР Çут çанталăк министерстви ыйтăва 30 кунран кая хăвармасăр пăхса тухать, документсем сак-кунпа килĕшсе тăнине тĕрĕслет. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан ведомство шыв объекчĕпе усă курма ирĕк парать. Çав документпа килĕшÿллĕн пĕвене тасатмашкăн пуçлама юрать

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.