Паварта уланă... кашкăр
Ялти пĕр хуçалăхри хуралтăран кашкăрсем вĕçĕмсĕр уланăран халăхăн сехре хăпнă... Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша çыннисем кун пирки пĕлтернĕ хыççăн полицин участок уполномоченнăйĕ тĕрĕслев ирттернĕ те — виçĕ кашамана тупнă.
Кил хуçин, 58 çултискерĕн, тискер чĕр чунсене усрама нимĕнле ирĕк те пулман. Хăй ăнлантарнă тăрăх — кашкăр çурисене вăл пĕлтĕрхи раштавра вăрмана сунара кайсан тытнă. Сутса ярăп тесе килне илсе килнĕ.
Федерацин сунар çинчен калакан саккунне пăсни куç кĕрет. Çак тĕслĕхпе участковăй КоАПăн 7.11 статйин 1-мĕш пайĕпе /чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсемпе ирĕк илмесĕр усă курни/ административлă ĕç пуçарма протокол çырнă. Сунарçа 1 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ.
Тукмак хÿресен шăпине вара çывăх вăхăтра тивĕçлĕ службăсем татса парĕç: вăрмана ирĕке кăларса ярĕç е питомнике вырнаçтарĕç.