Кăçал ăçта çул тăвĕç, юсĕç?
"Хыпар" ыйтăвĕсене Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир ФИЛИППОВ хуравлать.
- Министерство умĕнче кăçал мĕнле тĕллевсем тăраççĕ?
- "Чăваш Республикин 2014 çулхи, малашлăх тапхăрти 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен" саккунра 2014 çулта тума тата реконструкцилеме палăртнă, регион, муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсен проекчĕсене пурнăçламашкăн укçа уйăрма пăхнă, - терĕ Владимир Иванович. - "Сăр" тата "Энĕш" çулсен Çĕмĕрле районĕнчи пĕр тăрăхне тата Тăвай районĕнчи Тăм шывĕ çинчи кĕперне реконструкцилемелле. Çĕмĕрлепе Шупашкар районĕсенчи регионпа муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ çулсене çутатса тăмалли юпасем лартмалла. Калинино-Патăрьел-Елчĕк çулăн Вăрнар районĕнчи Калинино ялĕнчи çул хĕррине тротуар хывмалла.
Кăçал автоçулсен строительствине /реконструкцине/ хула округĕсенче ăçта пурнăçлассине республикăн Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "2014 çулта хула округĕсенче автомобиль çулĕсем тума тата вĕсене реконструкцилеме Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрасси çинчен" 92-мĕш йышăнăвĕнче уçăмлатнă. Пурĕ 13 çул тума, вĕсене реконструкцилеме республика хыснинчен - 661,8 млн, вырăнти бюджетран 141 млн тенкĕ ярасшăн.
Федераци шайĕнчи çул строительствипе реконструкцине 2 млрд тенкĕ ытла явăçтарма палăртнă. Унăн пĕр пайĕпе М-7 "Атăл" çулăн 2,623 çухрăм тăсăлакан сыпăкне ĕçе кĕртме - Сăр çинчи кĕпере тума, темиçе тĕлти тăрăха реконструкцилеме - ярĕç.
Республикăн Министрсен Кабинечĕ кăçалхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче "2014 çулта регион тата муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсемпе сооруженисене тĕпрен юсама, юсама тата пăхса тăма Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрасси çинчен" 51-мĕш йышăну кăларчĕ. Ăна пурнăçлама 349,7 млн тенкĕ тăкаклăпăр: регион тата муниципалитетсен хушшинчи пĕлтерĕшлĕ 33 çухрăм ытла çула çĕнетĕпĕр.
Пурте усă куракан вырăнти çулсене юсасси министерствăпа муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ "Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсене пурте усă куракан вырăнти çулсем çинче çул-йĕр ĕç-хĕлне пурнăçлама субсиди уйăрасси çинчен" килĕшÿ картинче пулса пырĕ. Çын пурăнакан пункт тулашĕнчи, вăл е ку районти 17,2 çухрăм тăршшĕ çула йĕркене кĕртме республика хыснинчен - 71,8 млн, вырăнти бюджетран - 48,3 млн, çын пурăнакан пунктри 105,2 çухрăм тăршшĕ çула юсама республика бюджетĕнчен - 60 млн, вырăнти хыснаран 62 млн тенкĕ уйăрасшăн.
Çул тума, ăна çĕнетме кĕмĕл федераци хыснинчен мĕн чухлĕ килессине маларах пĕлтертĕм. Уйрăммăн илсен А-151 Çĕрпÿ-Чĕмпĕр çулăн 5,8 çухрăм тăршшĕ сыпăкне тĕпрен юсама - 637 млн, М-7 "Атăл" çулăн 41,4 çухрăм тăршшĕ тăрăхне çĕнетме 646,5 млн тенкĕ куçарĕç.
- Ăçта çул тăвассипе, юсассипе тĕплĕнрех паллаштараймăр-и?
- Республикăн Министрсен Кабинечĕ кăçалхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче "2014 çулта пурте усă куракан, вырăнти пĕлтерĕшлĕ, хытă сийлĕ, çын пурăнакан пункта илсе çитерекен автомобиль çулĕсен строительствипе реконструкцийĕн проектне хатĕрлесе пурнăçлама Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрасси çинчен" 54-мĕш йышăну кăларчĕ. Унта республика хыснинчен - 123 млн, вырăнти бюджетран 7,9 млн тенкĕ куçарма пăхнă.
- Ку нухрата ĕçе кĕртмелли объектсене асăнмăр-и?
- Вăрмар районĕнче 3 çухрăм тăршшĕ хытă сийлĕ çул: Çÿлти Кинчер-Вознесенски çул тăрăхĕ /1,97 км/, Аслă Пинер шкулĕпе çыхăнтарасси /1,03 км/. Вăрнар районĕнчи Юпшик Ялтăрари икĕ урамра /0,518 км/, Вăрнар поселокĕнчи Инженер урамĕнче /0,415 км/, Йĕпреç районĕнчи Вăтаел ялĕнчи икĕ урамра /1,43 км/, Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăш ялĕнчи пĕр урамра /1 км/, Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнчи икĕ урамра /0,78 км, кĕпер/ çул тăвас тĕлĕшпе пуçланă ĕçе кăçал малалла тăсăпăр. Çавăн пекех - Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕнчи пĕр урам /1,026 км/, Пăрачкав ялĕнчи Крылов урамĕн /1,537 км/, Çĕмĕрле районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчи урам /1,94 км/ çулĕ, Комсомольски-Елчĕк-Кĕçĕн Таяпа çулăн Елчĕк районĕнчи тăрăхĕ /4,11 км/.
51-мĕш йышăнупа килĕшÿллĕн кăçал Калинино-Патăрьел-Елчĕк тата Никольски-Етĕрне-Калинино çулсен Вăрнарпа Етĕрне районĕсенчи Мăн Çавал, Сăр юхан шывĕсем çинчи кĕперĕсене, Муркаш-Турай-"Сăр" çул тăрăхне тĕпрен юсасшăн. Улатăр районĕнче - Шупашкар-Сăр, "Энĕш", Канаш районĕнче - Шăхасан-Калинино, Комсомольски районĕнче - Калинино-Патăрьел-Елчĕк тата Калинино-Патăрьел-Елчĕк-Хырай Ĕнел-Тутарстанпа Чăваш Ен чикки çулсен лаптăкĕ. "Атăл"-Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-"Энĕш" çулсен Сĕнтĕрвăррипе Шăмăршă районĕсенчи тăрăхĕ те юсав кĕтет. Никольски-Етĕрне-Калинино тата "Сăр" çулсен Етĕрне районĕнчи уйрăмне те çĕнетесшĕн.
- Республикăн Çул-йĕр фондĕнче миçе тенкĕ пухăнĕ? Унпа мĕнле ĕçсене пурнăçлама усă курĕç?
- Чăваш Енĕн кăçалхи бюджечĕ çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн унта 2 млрд та 118,9 млн тенкĕ пуçтарăнĕ. Çак укçаран федераци хыснинчен кредит уйăрнăшăн Чăваш Ен тивĕçне пурнăçлама - 3,5 млн, республикăри çулсене тутаракан саккасçă службине тытса тăма - 25,2 млн, çул-йĕр ĕçне тума 2 млрд та 90,2 млн / вăл шутра республика шайĕнчи /38%/, муниципалитетсен хушшинчи, вырăнти /62%/ çулсене тума тата вĕсене реконструкцилеме - 909,9 млн /44%/, юсама тата пăхса тăма 1 млрд та 180,3 млн /56%/ тенкĕ куçармашкăн палăртнă. Çул-йĕр ĕçне пурнăçлама укçа республика хыснинчен вырăнти бюджетсене Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ йĕркепе çитерĕç.
Район-хула шайĕнче çул тăвас ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе муниципалитетсен çул-йĕр фончĕсене тунă. Вĕсенче укçа нефть продуктĕнчен, транспорт налукĕнчен, Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен пурте усă куракан вырăнти çулсене пăхса тăма уйăракан субсидирен, налукпа тата налук шутланман тупăшпа çыхăннă ытти çăл куçран пуçтарăнать. Республикăн пĕрлехи бюджетне нефть продуктĕнчен тытакан акцизăн 10% вырăнта çулсем тума, вĕсене юсама, пăхса тăма муниципалитетсен çул-йĕр фондне куçать.
Калаçнă