Комментари хушас

6 Çурла, 2016

Ларма хĕрсем

Пирĕн кукамай-асанне мĕнле кăна ал ĕçне ăста пулман-ши, мĕн кăна тĕртмен-ши?

Кĕрхи ĕçсем хыççăн хĕрсем пĕрле пухăнса каçсерен чăлха-нуски çыхнă, тăла-сăхман çĕленĕ. Йышлă çемьене тумлантарма мĕн чухлĕ çăм арламан-ши? Кайран çиппе тĕртнĕ. Тăлана ятарлă килĕре виççĕн-тăваттăн вĕри шывпа пÿртре тÿнĕ, пылчăкĕ тасалсан типĕтнĕ. Хальхи пек утиялсем пулман ун чухне. Шурă çăмпа хура çăмран çивиттине те хăйсемех тĕртнĕ. Сÿс арласа пир тунă. Пахчана кантăр вăрри акнă, кĕркунне ăна татнă. Кантăр çурăмĕсене сарса çапăççипе иккĕн çапса вăррине тасатса пуçтарса илнĕ. Пуса кантăр çурăмĕсене шывра хутса кăларнă хыççăн кăмака çинче типĕтнĕ, тыллăççипе тылланă, ун хыççăн йĕтĕн кантăр çурăмĕсене сÿс киллинче иккĕн-виççĕн кисĕппе тÿнĕ. Хыççăн шăртпа шăртланă. Шăртланă сÿсе кĕнчелеççи çине çыхса арланă. Электричество пулман вăл вăхăтра, хĕрсем ал ĕçĕ тума пĕрле пухăнса ларнă. Паян пĕр килте, ыран тепринче юрланă, савăннă. Самана улшăннă май ларма çÿресси те пăрахăçа тухса пынă. Ĕлĕк хĕрсем кăнтăрла колхозра ĕçленĕ, каçсерен ал ĕçĕ тунă. Ун чухне ялтан яла шурă çип сутса çÿренĕ. Çăварни иртсен станокпа тĕртме тытăннă, кайран пире шурă юр çине сарса хурса шуратнă. Çулла урама ятарлă каска лартса хĕрсем пир çапма тухнă, каччăсем те унта хутшăннă. Тĕртнĕ пиртен вара çи-пуç çĕлесе тăхăннă. Пир тумашкăн çакнашкал ĕç хатĕрĕсем кирлĕ пулнă: пир куммалли крапля, тĕртмелли станок, хыççи, кĕрри, ăса, çĕрĕ, кĕнчелеççи, йĕке, çапăççи, тыллăçи, сÿс килли, шăрт, хутăрçи, курак ури, ярнуççи, хултăрчă кăшкар. Хальхи çамрăксем вĕсене пĕлмеççĕ те. Ĕлĕкхи пурнăçпа паянхине танлаштарсан халь пурăнма чылай çăмăлрах. Лавккана кĕр те хăвна килĕшекен тум туян.

Çак сăнÿкерчĕкри хĕрсемпе каччăсем çинчен хаçат вулакансене йĕркипе каласа кăтартас килет: тен, ывăлĕ-хĕрĕ, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем хăйсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне палласа илĕç. Хыçалти ретре, сулахайран сылтăмалла: Елена Сидорова тивĕçлĕ канăва тухиччен вырăнти хуçалăхра тăрăшнă. Нина Павлова колхоз-совхозра вăй хунă, пĕр урамри Павел Толстовпа мăшăрланса пĕр хĕрпе виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Клавдия Павлова Шупашкарти сăра заводĕнче ĕçленĕ, Герман Александровпа пĕрлешсе тăватă ывăл çуратнă. Перасковья Смирнова вăрçă вăхăтĕнче Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçленĕ. Нина Смирнова Кипечкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта, Атайкасси, Çĕньял-Покровски шкулĕсенче ачасене пĕлÿ панă, Атайкассинчи Павел Ефимовичпа çемье çавăрнă, виçĕ хĕрпе пĕр ывăла пурнăç парнеленĕ. Вера Сидорова кÿршĕри Алексей Порфирьевпа мăшăрланнă, виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ йăха малалла тăсаççĕ. Колхоз-совхозра нумай çул тăрăшнă, çурлапа тырă вырнă, утă çулнă, авăн çапнă.

Малти ретре, сулахайран сылтăмалла: Анна Чугунова Шомик ялĕнчи Яков Николаевпа пилĕк ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Моисей Павлов салтакран килсен Шарпаш ялĕнчи Иван Моисеевăн хĕрĕпе Таисия Ивановнăпа пĕрлешнĕ. Пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Олимпия Доргова хамăр ялти Прокопий Прокопьевпа çемье çавăрнă, виçĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Вăл хуçалăхри уй-хир бригадинче тăрăшнă.

Владимир Смирнова 1944 çулта вăрçа кайма ят тухнă. Тăван кĕтесе 6 çултан тин таврăннă. 1953 çулта Анастасия Александровнăпа мăшăрланнă, икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ.

Нина АНТОНОВА.

Шупашкар районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.