Комментари хушас

29 Утă, 2016

Субсиди лимитне пĕчĕклетнĕ. Мĕншĕн?

Республикăн агропромышленноçĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта патшалăхран субсиди тата банксенчен кредит мĕн чухлĕ илнĕ? ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Александр Георгиевич ЖУКОВ хуравлать.

— Сăмаха АПК еплерех аталаннинчен пуçлар.

— Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче ял хуçалăх производстви 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 9% ÿснĕ.

— АПК кăтартăвĕ савăнтарать. Вăл 2015 çула ÿсĕмпе вĕçлерĕ. Тумла тумласах чула шăтарать, аграрисем тăрăшса ĕçлесе пурнăçа лайăхлатаççĕ.

— Çапла. Утă уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне патшалăх кÿнĕ пулăшу 2319,9 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку — АПК 2015 çулхи асăннă кун тĕлне илнĕ укçан 86,1%. Федераци хыснинчен — 1581,6, республикăран 738,3 миллион тенкĕ. Çак кĕмĕлрен ял хуçалăх производствине — 2063,36, мероприятисем ирттерме /курав, продукци интервенцийĕ, агро-инноваци/ — 20,76, ял территорийĕсене аталантарма — 173,4, аппарата тытса тăма — 39,1, ял хуçалăх çыравĕ йĕркелеме 24,3 миллион тенкĕ уйăратпăр.

— Çав укçаран ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе АПК организацийĕсене миçе тенкĕ çитнине каламăр-и?

— Утă уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне пурĕ — 1230,7, вăл шутра федераци хыснинчен — 964,4 /куçарма палăртнин 62%/, республикăран 266,3 /36,1%/ миллион тенкĕ.

Пĕтĕмпе 53% илнĕ. Республика Пуçлăхĕ субсидисене вырăна вăхăтра çитерме хушнине пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр.

— Субсидие малтан пăхнă чухлĕ ĕçе кĕртме пулăшакан майсенчен хăшне асăнатăр?

— Раççей Ял хуçалăх министерстви Чăваш Ене 2016 çулта уйăрмалли укçан чикĕллĕ виçине — 1083596,63 пин, çав шутра утă уйăхĕшĕн 152036,63 пин тенкĕ картса хучĕ. Чикĕллĕ виçери кĕмĕле çĕртме уйăхĕнче производствăна туллин явăçтарнă. Асăннă кун тĕлне утă уйăхĕшĕн субсидисемпе 21,6% усă курнă.

— Кăçал вĕсем вырăна сахалрах килни мĕнпе çыхăннă?

— Кил тата фермер хуçалăхĕсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан субсиди 420,6 миллион тенкĕ сахалрах илĕç. Сăлтавне вăл кăçал иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан сахалрах кирлипе ăнлантармалла. Вĕсене 2016 çулта кирлине тивĕçтерме бюджетра укçа çителĕклĕ пăхса хăварнă.

— АПКна аталантарма федераци хыснинчен хушма укçа мĕн чухлĕ килнĕ?

— 45,5 миллион тенкĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх, çав шутра сăвакан ĕне фермисене аталантармалли, продукци ытларах илмелли инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме паракан кредитсен процент ставкине субсидилеме кайĕ.

— Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсемпе АПК организацийĕсем çав кун тĕлне кредит миçе тенкĕ илнĕ?

— 1,9 миллиард. Çав шутра инвестици кредичĕ — 429 миллион тенкĕ. Кăçалхи çур çулта процент ставкин пĕр пайне саплаштарма 594,3 миллион тенкĕ /республикăна кÿрекен патшалăх пулăшăвĕн 50,3%/ кайнă.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.