Комментари хушас

10 Çĕртме, 2016

Филипп Киркоров: Чăваш Ен ертÿçи - хăйĕн çĕрне юратакан çын

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, ывăлĕпе Иванпа тата хĕрĕпе Марийăпа Раççей халăх артисчĕн Филипп Киркоровăн концертне çитсе курнă. Паллă юрăç республикăна «Я» шоупа килнĕ.

Концерт пуçланиччен Михаил Игнатьев тата унăн çемйи артистпа тĕл пулса калаçнă. Республика Ертÿçи Филипп Киркорова чăваш çĕрĕ çинче курма хавас пулнине, Чăваш Енре унăн талантне хисеплекенсем питĕ йышлă пулнине палăртнă.

Михаил Васильевич Раççей эстрада çăлтăрне Филипп Киркорова наци тĕррипе тĕрленĕ арçын кĕпине парнеленĕ. Ун çине çавăн пекех Киркоровăн сăнне тата шоу ятне эрешленĕ.

Артиста чаплă парне питĕ килĕшнĕ. Филипп Киркоров Чăваш Ене килсе çÿреме юратнине пĕлтернĕ. «Пĕрремĕш çеккунтранах хама хăтлă туйса илтĕм — çанталăк та лайăх, хула та таса, çынсем те кăмăллă. Кунта ырă та евĕклĕ — хăйĕн çĕрне юратакан хуçан алли сисĕнет. Тулли кăмăлпа килетĕп кунта», — тенĕ вăл.

Артист «Шупашкар Арена» пăр кермен питĕ килĕшнине те палăртнă. «Эпĕ чылай хулара пулнă, анчах та çакăн пек хăтлă — çакăн пек тирпейлĕ, çакăн пек таса спорт керменĕ — курман. Кунта концерт кăтартасси — пысăк килĕнÿ», — палăртнă вăл.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Филипп Киркорова çĕнĕ ăнăçусем суннă тата унăн концерчĕ Чăваш Ен халăхĕшĕн чаплă парне пулнине пĕлтернĕ. «Эсир аудиторие «чĕртсе яма» пултаратăр. Залра 300 çын е темиçе пин — пĕр пекех яваплă ĕçлетĕр. Çакă питĕ паха тата хисепе тивĕç», — тенĕ вăл.

Н.ГЕОРГИЕВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.