Комментари хушас

14 Ака, 2016

Чăтăмлă пулнă, аптраман

Тăшман ункинче

100 çулта чухне вăл иртнине пит çăмăллăн аса илсе каласа кăтартнине палăртаçççĕ Патăрьел районĕнчи Анат Туçара пурăнакансем. Халĕ Петр Григорьевич Медведев 102-ре. Анчах астăвăм тĕлĕшĕнчен пуçĕ пăтрашăнать тееймĕн. Ыйту панă хыççăнах шухăша путать, унтан аса илсе хурав парать, йăнăшмасть. Вăл - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă çын. Пурнăçра темĕн те курма, тÿсме тивнĕ, анчах чăтăмлă пулнăран хăйĕн иккĕмĕш ĕмĕрне ура ярса пусма пултарнă. Арçынсем хушшинче кун пек çитĕнÿ тăвакан питĕ сайра. Çын хăйне çирĕп йĕркере тытма пĕлни çав тери пĕлтерĕшлĕ иккен. Петр Григорьевичăн тĕслĕхĕ çакна аван çирĕплетет.

Çапăçу хирне тухса кайнă чух вăл виçĕ ача ашшĕ пулнă. Фронта 1941 çулхинех лекнĕ. Лашасемпе Смоленск облаçĕнчи Сычевка хулинче чарăннине халĕ те астăвать. Малтанах утлă эскадронра пулнă. Ун хыççăн пулеметчик пулса çапăçнă. Мускав хулине тăшмансенчен хÿтĕленĕ. Хĕрÿ çапăçусем пынă çак вăхăтра. Раштав уйăхĕн варринче чăваш салтакне фашист пульли амантать. Контузи илнĕ Петр Медведев госпитале лекет. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче сипленсе тухсан 33-мĕш çар йышне тăрать. Наро-Фоминск, Калуга, Смоленск облаçĕсенчи чылай яла ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать, Вязьма хули патнех çитет. Çар малтан мала талпăнать. Анчах тахăшĕн айăпĕпе фашистсен ункине лекет. Салтаксен хăш-пĕр ушкăнĕ кăна ăна татса хамăрăннисем патне тухать. Çара ертсе пынă Михаил Ефремов генерал-лейтенант ырă мара сиссе çар ялавне упраса хăварма пултарать, хамăрăннисем патне маларах илсе çитерме май тупать.

Петр Медведев юлташĕсемпе пĕрле ункăран çăлăнса тухать. Ушкăн пĕр канмасăр хĕвел тухăçнелле васкать, унта - Совет çа¬рĕсем. 11 салтакран улттăшĕ кăна сывă юлать. Анчах вĕсене те ăнăçмасть, тыткăна лекеççĕ.

"Мĕнлерех пурнăçчĕ унта?" - ыйтатăп 102 çулти вăрçă ветеранĕнчен. "Эй, мĕн кăна курман", - тет те куçĕнчен куççуль юхса анать. Урăх пĕр сăмах та каламасть.

Вăрçă пĕтес умĕн вĕсене Америка салтакĕсем ирĕке кăлараççĕ. Çав вăхăта Петр Медведев мĕнле чăтса ирттернине пĕр Турă кăна пĕлет пулĕ. Унсăр пуçне хăйне пăхакан ачисем чухлаççĕ.

 

Сĕтел хушшинчен - тăранмасăр

Мăшăрĕпе Елена Ивановнăпа вĕсем çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Ывăлĕсем çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра ашшĕне Люба хĕрĕпе Валерий кĕрÿшĕ пăхаççĕ. Çулталăк каялла кăна яла куçса килнĕ. Унччен маларах Петр Григорьевич ?вăл вăхăтра 100 çултан иртнĕ% хĕрĕ хуларан канмалли кунсене киличчен пĕчченех хуçалăх тытса пынă темелле. Кунсерен тăванĕ пырса пăхнă, паллах, пулăшнă.

Ашшĕне Любовь Петровна юратса, типтерлĕ пăхнине курса ĕнентĕм. Нимĕн те калаймăн - маттур ача пăхса ÿстернĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтра Любăн пĕр хушă интернатра çитĕнме тивнĕ, анчах çакăншăн пĕр кÿренÿ те çук чунĕнче. Кунне ашшĕне виçĕ хут çитерет, кашнинчех тĕрлĕ апат хатĕрлет. Тыткăнра пулни сывлăхшăн ахаль иртмен. Вар-хырăм чирĕпе тăтăш аптранă ашшĕ. Çавăн¬па нихăçан та ытлашши çимен, сĕтел хушшинчен çурма выçăлла тухнă. Халĕ те çаплах. Вăрçă чарăннăранпа самай вăхăт иртнĕ. Анчах Петр Григорьевич яшка çиме юлашки çулсенче кăна хăнăхнă. Хĕрĕ асăннă тăрăх - пылак çимĕçе питĕ кăмăллать. "Пылак пуçа лайăх ĕçлеттернĕрен вăрăм ĕмĕрлĕ пулĕ", - теççĕ унăн астăвăмĕнчен тĕлĕнекенсем.

Тыткăнра кăна мар, ункăна лексен те выçă пурăннине лайăх астăвать ветеран. Нимĕн çукран салтаксем йĕтĕн вăрри пĕçерсе çинĕ. Выçăпа вилекенсене шăтăк чавнă та пытарнă. Хăй чĕрĕ юлнинчен тĕлĕнет Петр Григорьевич.

Вăрçăран таврăнсан колхозра тăрăшнă, çамрăк чухне строительствăпа кăсăкланнăскер чылай çул строительсен бригадине ертсе пынă. Хальхи культура çуртне, больницăна, гаражсене тата ытти объекта вăл ĕçленĕ вăхăтра çĕкленĕ. Пирус туртман, эрехе уявсенче кăна сыпкаланă, апата питĕ уяса çинĕ.

Паян Петр Григорьевич пур енчен те пуян: мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем йышлă. Наградăсем те нумай. Уйрăмах пахи - "33-мĕш çар" паллă. Ăна вăл мана темиçе хут та кăтартрĕ.

"Ура хытать, туйми пулать. Вара тăпăртатма тытăнатăп", - терĕ вăл. Çĕрле вăрансан та урине çакăн пек вылятать. Пуçне ĕçлеттерме яланхиллех ÿркенмест. Кĕрÿшĕ пĕр кун Патăрьелне вăрлăх туянма каясси çинчен пĕлтернĕ. "Вăрлăх лавкки ăçтараххине пĕлетĕн-и? Кĕпер урлă каçсан çак еннелле ?аллипе кăтартнă% пăрăнмалла, унта сутаççĕ", - тенĕ хайхи 20-30 çул Патăрьелне тухса курманскер. Йăнăшман иккен, лавкка çав вырăнтах ларать.

Ирина НИКИТИНА. 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.