Комментари хушас

13 Ака, 2016

ЧАПĂРТАН - СИПЛĔ ШĔВЕК

Чапăр курăкĕн /чабрец, тимьян ползучий/ препарачĕсемпе ÿслĕкрен, бронхитран, пыршăлăх шыçнинчен ăнăçлă сипленеççĕ. Курăк астма аптратсан уйрăмах усăллă. Унăн шĕвекĕсем тар вăйлă хăвалаççĕ, çавăнпа грипп чухне, шăнса пăсăлсан лайăх пулăшаççĕ.

Дисбактериоз, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка 2 стакан шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле те тÿрех çулăм çинчен илмелле. Савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, унтан сăрăхтармалла. Кунне 2 хут апатчен 40 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле.

Çапла икĕ уйăх сипленнĕ хыççăн пыршăлăх микрофлори йĕркене кĕрет.

Пуç ыратать, пуç мими чĕтреннĕ. Чапăр шĕвекĕ пуç мимин ĕçне, ыйха лайăхлатать, пуç ыратнине ирттерет, нерв тытăмне çирĕплетет. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка 2 стакан шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле те тÿрех çулăм çинчен илмелле. Савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс - ултă уйăхран пуçласа çулталăк таран.

Бронхит, астма. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чапăр курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Термоспа 1-2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс ÿслĕк приступĕсем иртиччен.

Асăрханăр! Чапăрпа çак тĕслĕхсенче сипленме юрамасть: кардиосклероз, пуç мимин юн тымарĕсен атеросклерозĕ, мĕлтлетекен аритми, пÿрепе пĕверĕн вăрах чирĕсем, щит евĕрлĕ пар ĕçĕ вăйсăрланни, хырăмлăх йÿçеклĕхĕ пысăк пулни, ача кĕтнĕ вăхăт.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.