Çÿлевĕç сăнÿкерĕнчĕ
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указĕпе килĕшÿллĕн çĕршывра 2016 çул - çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен çулталăкĕ.
Федерацин «Сăрçи» заповедник сотрудникĕсем чĕрчунсене хÿтĕлессишĕн кăçал иртнĕ çулхинчен лайăхрах ĕçлесшĕн. Кăрлач пуçламăшĕнче учрежденин хурал пайĕ браконьерсене тăрă шыв çине кăларас тĕллевпе рейд ирттерчĕ, сунарçăсем лаптăка кĕнине - саккуна пăснине - палăртмарĕ. Хуралçăсем хÿтлĕхре йĕркене пăхăнман тĕслĕх çук тесе лăпланмаççĕ, ăна куллен пăхса çаврăнаççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче рейд ирттернĕ чухне браконьерсем лартса хăварнă капкăна, чĕрчуна тытма лартнăскерне, тупнă. Çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорине хÿтĕлесси çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн кунта чĕрчун тытнăшăн пысăк штраф тÿлеттереççĕ.
«Сăрçи» хутлăхри тискер чĕрчунсен йышне ÿстерсе республикăра сарма пулăшать. Çавăн пекех вăл - сунар тапхăрĕ пынă чухне чĕрлĕхе кайăкçăсенчен тарса пытанмалли вырăн. Çакна ăсчахсем тĕпчев ирттерсе çирĕплетнĕ.
Пирĕн ăсчахсене Чăваш Енре çÿлевĕç хисепĕ пĕчĕкки, шучĕ пĕр шайра çирĕп тăманни пăшăрхантарать. 2009 тата 2010 çулсенче çав чĕрчун 13 пулнă, 2011 тата 2012 çулсенче 7 çеç юлнă. Пĕлтĕр - 9, çав шутра «Сăрçире» - 1,4.
Йыш хушасси апатран нумай килет. Вăл çителĕклĕ чухне хисепĕ ÿсет, выçăпа аптрасан йăх тăсаймасăрах вилет. Çÿлевĕçĕн тĕп апачĕ - вăрман мулкачĕ. Иртнĕ çул ăна заповедникра 402 шута илнĕ. Хĕлле пакша /пирĕн вăл - 353/ хыççăн та сиккелет, анчах тарăн юр çинче хăваласа тытаймасть. Шартлама сивĕре выçлăха ирттерме уншăн карăк, ăсан, пăчăр чухах. Анчах вĕсен шучĕ пысăк мар пирĕн: 24, 72 тата 476. Лаптăкра вăрман чăххи пачах çук. Çÿлевĕçе юр çинче вĕсене тытма питĕ йывăр.
2015 çулта республикăра кушак евĕрлĕ çак чĕрчуна 10 шутланă. Вăл кăçал йыш хушас шанăç пур, мĕншĕн тесен мулкачпа пакша хисепĕ ÿснĕ. Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнче «Сăрçи» лаптăкĕнчи фотохатĕр виçĕ çÿлевĕçе ÿкерсе илчĕ. Вĕсем пирĕн биологсен шанăçне ÿстерчĕç. 2015 çулхи раштав уйăхĕнче фотоаппарат тепĕр кушак сăнне евĕрлерĕ.
Людмила МАЙОРОВА,
«Сăрçи» заповедник сотрудникĕ.